Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картузне (тĕпĕ: картуз) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ашшӗн картузне тӑхӑннӑ.

Он был в отцовском картузе.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Акӑ Рагулин картузне хывса, ӑна питӗ вӑйлӑн сӗтел ҫине ҫапрӗ, питрен ҫатлаттарнӑ пек сасӑ халӗ те хӑлхара янӑрать…

Вот Рагулин снял картуз и ударил им по столу так, что резкий, как пощечина, звук и до сих пор стоял в ушах…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Артамашов картузне хывса аллине чӑмӑртарӗ.

Артамашов снял кепку и смял ее в кулаке.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей питӗ пысӑк ӗҫе аса илнӗ пек, чӳречене хупрӗ те йӑпӑрт сехет ҫине пӑхса илчӗ, шинельне уртса ярса, картузне илчӗ те васкаса тухса кайрӗ.

Сергей, как бы вспомнив что-то необыкновенно важное, закрыл окно и, мельком взглянув на часы, накинув на плечи шинель, взял фуражку и торопливо вышел.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хохлаков картузне хывса, хыртарнӑ пуҫне аллипе шӑлчӗ.

— Хохлаков снял картуз, погладил ладонью стриженую голову.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей картузне ҫамки ҫине антарчӗ Ванюша хутран-ситрен: «Ну, епле? Машина аван пырать-и?..» — тенӗ пек, Сергей ҫине пӑхкаласа илет.

Сергей сильнее натянул на лоб фуражку, Ванюша изредка посматривал на своего нового начальника, как бы спрашивая: «Ну, как? Хорошо идет машина?..»

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вагонти ырӑ тӗлӗке малалла курнӑ пекех туйӑнчӗ Сергее, вӑл тата ытларах хумханчӗ, чӗтрекен аллине картуз сӑмси патне тытрӗ те сисмен хутран картузне сиктерсе илчӗ, лӑпкӑн курӑнас тесе, атӑ кӗлисене шаклаттарчӗ.

Ему казалось, что это было продолжение сна, виденного им в вагоне, и он разволновался еще сильнее, приложил дрожащую руку к козырьку, нечаянно сдвинул фуражку и, стараясь казаться спокойным, щелкнул каблуками.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Номерте Сергей, картузне хывса хӑварса, балкон ҫине тухрӗ.

В номере Сергей снял фуражку и вышел на балкон.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савва картузне хыврӗ те хӑрӑмланнӑ кӗленчеллӗ хунарсем таврашӗнчен нӑрӑсене хӳтерсе: — Юлташсем, пуҫламалла пулӗ! — терӗ.

Савва снял картуз, помахал им вокруг закопченного сверху стекла, отогнал жуков и сказал: — Товарищи, я думаю, можно начинать!

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимофей Ильич вӗрентнине итлесе ларса, Сергейӗн ашшӗне кӳреннипе чунӗ ыратса кайрӗ, вӑл хӑвӑрт тӑрса картузне тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утрӗ.

Слушая увещания Тимофея Ильича, Сергей почувствовал такую тупую боль в груди от обиды на отца, что он резко встал, надел фуражку и отошел к двери.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Урине, йӗм вӗҫне кӗртсе, пански чӑлха тӑхӑннӑ, кивелнипе симӗсленсе кайнӑ улӑм картузне ҫамки ҫине антарса лартнӑ, куҫӗсем ун сивӗрех пӑхаҫҫӗ.

На ногах — черевики, шерстяные носки — поверх штанин, соломенный картуз, ставший от времени зеленовато-бурым, был надвинут на лоб.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ха! — ҫухӑрса ячӗ лешӗ, пуҫӗнчи картузне хыврӗ те пӗҫҫине шарт ҫапрӗ.

— Ба! — крикнул тот, снял картуз и ударил им себя по колену.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Касса ҫурнӑ юнлӑ картузне, Григорий нимӗн тума аптраса, алли ҫинче ҫавӑркаласа илчӗ.

Григорий растерянно вертел в руках фуражку с разрубленным, окровяненным верхом.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗррехинче, старике лавкка чӳречи витӗр асӑрхаса, Сергей Платонович хӑй урама тухса, картузне хывса пуҫ тайрӗ.

Сам Сергей Платонович, увидя его из окошка лавки, вышел, снимая картуз.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чубатый, картузне йӗнер пӗкечи ҫине ҫакса янӑ та, кӗренрех ҫутӑ тӗслӗ курӑнакан тарлӑ кукшине аллипе шӑлса тӑрать.

Чубатый, повесив на луку фуражку, вытирал сизую потную лысину.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, вӗренӳ вӑхӑтӗнчи пек картузне хывса аллипе сулкаласа, ӑна хирӗҫ кайрӗ.

Григорий пошел ему навстречу, сняв фуражку, помахивая рукой, как на ученье.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов лашине тӑратрӗ, картузне шутарчӗ, пӑтӑр-пӑтӑр тарне аллаппи тӳртӗшӗпе шӑлса илчӗ.

Астахов остановил коня, сдвинул фуражку, вытер тыльной стороной ладони зернистый пот.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, утне пӗтӗмпе талпӑнтарса, сиккипе килет, сулахай аллипе пуҫри картузне тытнӑ, сылтӑм аллинче тусанланса пӗтнӗ пӗчӗк хӗрлӗ ялав вӑраххӑн варкӑшать.

Он шел броским намётом, левой рукой придерживал фуражку, в правой вяло вился запыленный красный флажок.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь ку хутра та хӗвел тӗрленчӗкӗсем ҫине хӑйӗн мӑянпа симӗсленсе пӗтнӗ ботинкисемпе малтанхи пекех пусса пычӗ, картузне кӑна ку хутра аллине тытман вӑл, шупка хӑлха кимӗрчекӗсем ҫине шанчӑклӑн пусса лартнӑ.

Следователь так же наступал на них ботинками, обзелененными лебедой, только фуражку не в руке нес, а надежно нахлобучил на бледные хрящи ушей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь хайӗн форма значокӗ ҫыпӑҫтарнӑ чӗрӗ пир картузне хывса аллине тытнӑ.

Следователь нес в руке парусиновую фуражку с форменным значком.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех