Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнти сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑнти (тĕпĕ: вырӑнти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял-йыш ыйтнипе 3-4 ҫул каялла вырӑнти влаҫ ҫырма тӑршшӗпе 7-8 пӗве тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вырӑнти халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, кӳлӗ ҫуллахи ирхине уйрӑмах хитре.

Куҫарса пулӑш

Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06

Механизатора вӗренсе тухнӑ, вырӑнти хуҫалӑхра вӑй хума тытӑннӑ.

Выучился на механизатора, стал трудиться в местном хозяйстве.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Николай Горбунов вырӑнти управлени, экономика тата социаллӑ политика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗ.

Николай Горбунов будет работать над вопросами местного управления, экономики и социальной политики.

Шупашкар мэрне икӗ ҫум пулӑшӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/14852.html

Вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӑрӑшнӑ ҫулсенче те Вячеслав Никитича таврари халӑх куҫ пек кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Вӑл иккӗмӗш ҫул вырӑнти ветерансен канашне ертсе пырать, унсӑр пуҫне ӑна Шелттем ял тӑрӑхӗн депутатне суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

— Эпӗ малтанах вырӑнти улма-ҫырла питомникӗнче водительте вӑй хутӑм, - кӑмӑллӑн пуҫларӗ калаҫӑвне Александр Геннадьевич.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Вырӑнти газ хуҫалӑхне ертсе пынӑ, каярахпа чылай ҫул ферма заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.

Вел местное газовое хозяйство, после многие годы трудился как заведующий фермы.

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Следстви комитечӗн вырӑнти пайӗ ниҫта та ӗҫлемен 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн хутлӑхри 11037 ӗҫ ветеранӗ уйӑхри укҫа тӳлевне 12013305,51 тенкӗлӗх тивӗҫнӗ, 5808 ҫынна телефон ҫыхӑнӑвӗн вырӑнти сечӗн абонент линийӗпе усӑ курнӑшӑн 511455,48 тенкӗ компенсаци панӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Парламентра ун умӗнхи йышри пекех 4 комитет ӗҫлӗ: Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики /унӑн председателӗ Николай Малов пулать/, Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи /Сергей Павлов/, Бюджет, финанс тата налуксем /Альбина Егорова/, Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе /Вячеслав Рафинов/ ӗҫлекеннисем.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хӑйнеевӗрлӗ ҫак командировкӑн юлашки кунӗсем питӗ лӑпкӑ иртнӗ — вырӑнти полицейскисене чӑрмантарма тивмен.

Последние дни этой такого рода командировки прошли очень спокойно - не пришлось побеспокоить местных полицейских.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Пӗр «Приорӑна» ултавҫӑ пиччӗшӗ патӗнчен илсе тухнӑ хыҫҫӑн вырӑнти полиципе пӗрлех Шупашкарсем Грознӑя таврӑннӑ.

После того как одну "Приору" вывезли от брата мошенника, чебоксарцы вместе с местной полицией вернулись в Грозный.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Часах интереслӗ самант ҫиеле тухнӑ: Чӑваш Енрен илсе кайнӑ автомобиле кунти номерпех вырӑнти Интернет-ресурса 240 пин тенкӗлле сутлӑха кӑларнӑ иккен.

Вскоре выяснился интересный момент: оказывается угнанный из Чувашской Республики автомобиль с тем же номером выставили на продажу в сумме 240 тысяч рублей на местном Интернет-ресурсе.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен хушшинче Шӑмӑршӑсен команди ыттисенчен ытларах очко пухса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.

Шемуршинская команда стала победителем набрав больше всех очков среди органов местного самоуправления.

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен XV физкультурӑпа спорт спартакиадин ҫуллахи тапхӑрӗн программине триатлон /шывра ирӗклӗ майпа ишесси, велосипедпа чупасси тата кросс/ кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫулсерен патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисем сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнмаллине тата спортпа туслашмаллине хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ, — терӗ Юрий Егорович физкультурӑпа спорт спартакиадине ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑнине палӑртса.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хальхинче те унта Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен XV физкультурӑпа спорт спартакиадине хутшӑнакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫавӑн пекех вырӑнти бюджетӑн тупӑш пайне укҫа сахалрах кӗрет.

Также в накопительную часть местного бюджета поступает меньше средств.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех