Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрушсӑрлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрушсӑрлӑх (тĕпĕ: хӑрушсӑрлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта хутшӑнакансем валли лайӑх условисем туса парас тӗлӗшпе, ҫав шутра информаци хӑрушсӑрлӑх тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерес енӗпе те.

Чтобы создать хорошие условия для участников, в том числе и для обеспечения информационной безопасности.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ май ачасен ҫуллахи канӑвне пӗлсе йӗркелемеллине, пушар хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине каласа хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Тепӗр самант: следстви пынӑ вӑхӑтра айӑпланакансенчен пӗрин хӳтӗлевҫи хӑйӗн еркӗнӗпе пӗрле хӑрушсӑрлӑх органӗсен сотрудникне 500 пин тенкӗ взятка пама тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Киле таврӑнсан вӑл патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх, шалти ӗҫсен органӗсенче тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Апат-ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх тӗп темӑсенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ял ҫыннисене, вӗренекенсене пушар хӑрушсӑрлӑх правилисене ӑнлантарса килрен-киле, шкулсене ҫӳрессине йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

27. Халӑх патне янӑ ҫырӑвӗнче вара патша ҫапла каланӑ: «Антиох патша иудейсен аслӑ ҫыннисене тата ытти иудейсене савӑнӑҫ сунать. 28. Эхер те эсир сывлӑхлӑ тӑратӑр пулсассӑн, эпир сире ҫавнах сунатпӑр — эпир те сывлӑхлах пурӑнатпӑр. 29. Эсир пирӗн патӑмӑрти ҫыннӑрсем патне килме шутлани ҫинчен Менелай пире пӗлтерчӗ. 30. Ҫапла вара ксанфик уйӑхӗн вӑтӑрмӗш кунӗччен килекенсене сылтӑм аллӑм хӑрушсӑрлӑх шантарма хатӗр: 31. иудейсем, унчченхи пекех, хӑйсен апат-ҫимӗҫне ҫиме, хӑйсен саккунӗсене уяса тӑма пултараҫҫӗ, малтанхи пӑтрашушӑн вӗсене нихӑшне те нимӗнле майпа та канӑҫсӑрлантармӗҫ. 32. Сире лӑплантарма эпӗ сирӗн пата Менелая ятӑм. 33. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».

27. К народу же письмо царя было такое: «Царь Антиох старейшинам Иудейским и прочим Иудеям - радоваться. 28. Если вы здравствуете, то этого мы и желаем: мы также здравствуем. 29. Менелай объявил нам, что вы желаете сходить к вашим, которые у нас. 30. Итак тем, которые будут приходить до тридцатого дня месяца Ксанфика, готова правая рука в уверение их безопасности: 31. Иудеи могут употреблять свою пищу и хранить свои законы, как и прежде, и никто из них никаким образом не будет обеспокоен за бывшие опущения. 32. Я послал к вам Менелая, чтобы он успокоил вас. 33. Будьте здоровы! Сто сорок восьмого года, пятнадцатого дня Ксанфика».

2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Уголовлӑ ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ бюджет укҫин управлӑхне тивӗҫтермелли мерӑсене пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫавӑнпа та вӗренекенсемпе пушар хӑрушсӑрлӑх темипе, уйрӑмах ҫулла умӗн, калаҫусем час-часах ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пушар мӗн тери пысӑк сиен кӳме пултарни, ҫавна май хӑрушсӑрлӑх йӗркине яланах пӑхӑнмалли ҫинчен тӑтӑшах калаҫатпӑр-ҫыратпӑр, ҫапах вут-ҫулӑмпа ҫыхӑннӑ инкек чылай.

Мы много говорим и пишем о том, что пожары могут принести большой вред и поэтому нужно соблюдать правила пожарной безопасности, однако бед связанных с пожарами до сих пор много.

Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫапах та, Хӑрушсӑрлӑх комитечӗн 1932-1933 ҫулсенче тытса хупнӑ 429 ҫын ҫинчен пӗлтерекен справки (31с.), Хусанти музей Суслонгер лагерӗнче 300 салтак выҫӑпа вилни пирки калани (58) кӗнекере вырӑнлӑ.

Тем не менее, в книге уместны и справка Комитета безопасности о 429 человек, задержанных в 1932-1933 годах (31 с.), и сведения Казанского музея о гибели от голода 300 солдат в лагере Суслонгер (58) .

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех