Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытлашши йӗрӗнсех кайман казаксем ҫакӑн майлӑ ҫаптарнӑ: «Халӗ ӗнтӗ причасти сыпса курасси пулмарӗ сирӗн!» — юриех хӑраса ӳкенҫи пулса кӑшкӑрса янӑ Куженков.

Казаки, отличавшиеся меньшей брезгливостью, поддержали его: «Не видать вам теперича причастия!» — в притворном ужасе закричал Куженков.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫ ытла та ӑнӑҫлӑ пулса тухнипе калама ҫук хытӑ савӑнса кайнӑ Щукарь иккӗмӗш чӑхха ярса тытать те вӗрлӗк карта урлӑ каҫса малалла сирпӗнет.

Щукарь, донельзя довольный исходом дела, поймал вторую курицу и махнул через прясло.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… Станра вара, унччен ҫур сехет маларах акӑ мӗн пулса иртнӗ: Щукарь мучи малтанхи кун пӑттине ытлашши тӑварлӑ пӗҫернӗ пулнӑ.

…А на стану за полчаса до этого произошло следующее: дед Щукарь, пересолиЛ накануне кашу.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шултӑра сивӗ шыв тумламӗсем ҫул ҫинчи тусан ӑшне тирӗнсе кӗреҫҫӗ те, пӗчӗкҫеҫ пылчӑк чӑмӑрккисем пулса, ҫаврӑнса выртаҫҫӗ.

Ядреные холодные капли вонзались в дорожную пыль, сворачивались в крохотные комочки грязи.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тиха мӑйӗнче ҫапкаланса пыракан пӗчӗк шӑнкӑрав каҫса кайсах тинкӗлтетнӗ сасӑ илтӗнми пулса та ӗлкӗрейменччӗ, крыльца ҫине Давыдов тухса тӑчӗ, Демкӑна васкавлӑн каларӗ:

Еще не успел заглохнуть захлебывающийся звон балабона, мотавшегося на шее жеребенка, как на крыльцо вышел Давыдов, торопливо сказал Демке:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӳр-ха, Давыдов, ҫапла тӑвар: кам пулса иртнине аса илет — ҫавӑнне куҫне чавса кӑлармалла пултӑр!

Давай, Давыдов, так: кто старое помянет — тому глаз вон!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата ҫакӑ вӑл сирӗншӗн, хаклӑ тырра ҫӗре тӑккаласа таптакансемшӗн, чӗрҫиттисемпе ҫӗклекенсемшӗн, ытла та намӑсланмалли факт пулса тӑрать.

И это позорный факт для вас, граждане, которые вчера грабительски тянули из амбаров хлеб, топтали дорогое зерно в землю и расхищали в завесках.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хутор ҫыннисен пуххи Гремячире тӗттӗм пулса ҫитсен тин пуҫланчӗ.

Хуторское собрание в Гремячем началось затемно.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫирӗм пӗрре тухмарӗ — ытлашши пулса та тӑчӗ!

Не вышло двадцать одно — вот и перебор!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Макар тараса умне ҫитсе тӑрсан, ӑна ҫынсем ним тума, ним калама аптӑранипе шӑпӑртах пулса кӗтсе илчӗҫ.

Поэтому-то появление Макара возле весов и было встречено такой растерянной, недоумевающей тишиной.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта мӗн пулса иртнине Нагульнов тӳрех ӑнланса илчӗ.

Нагульнов сразу понял, в чем дело.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫ тухмасан — партире тӑман ҫын пулса та ҫав ҫӗлен-калтасемпе ҫапӑҫатӑпах!»

А нет — так и беспартийным буду сражаться с гадами!»

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, Любишкина хӑйӗн бригадипе килсе ҫитмешкӗн май парас тесе, вӑхӑта тӑсма тӑрӑшать, анчах хӗрарӑмсем, хӑйсем майлӑ пулса нимӗн чӗнмесӗр тӑракан казаксем хута кӗнине кура, хӑлхана ҫурасла кӑшкӑрашсах Давыдова хупӑрласа илчӗҫ.

Давыдов старался выиграть время, чтобы дать возможность подоспеть Любишкину с бригадой, но бабы окружили его, оглушительно крича, поддерживаемые сочувственным молчанием казаков.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫӗр, тӗттӗм пулса ҫитсен, эпӗ картиш хыҫне пырӑп.

Ноне, как смеркнется, я приду на забазье.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах унӑн шупкарах тӗслӗ куҫӗсенче тискер ҫаткӑнлӑх пачах та курӑнмасть, ачашлӑх тата калама ҫук ҫепӗҫ кӑмӑл ҫеҫ палӑрать; Дымокӑн куҫӗсем ҫав самантра хӑйсен тӗсне улӑштараҫҫӗ темелле, вӗсем июль уйӑхӗнчи янкӑр тӳпе пек тӗпсӗр те кӑн-кӑвак тӗслӗ пулса каяҫҫӗ.

Но не хищность высматривает из его белесоватых глаз, а ласка и величайшая нежность; даже глаза Дымковы в этот момент как будто меняют окраску и становятся такими бездонно-синими, как июльское небо.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Комиссар пулса кайрӑн!

— Комиссаром стал!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑрҫӑра пулса курас пулать, пыйтӑсене тӑрантса пӑхмалла, унтан вара митинг ҫинчен те калаҫма юрать, — тесе хӗрарӑмсене ӑса кӗртме хӑтланса пӑхрӗ Разметнов.

На войне надо побывать, вшов попродовольствовать, а потом уж и про митингу гутарить, — пробовал вразумить баб Размётнов.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл хыттӑн чӗтреме тапратрӗ, илтӗнмиех пулса ҫитнӗ сассипе ҫапла каларӗ:

Крупная дрожь сотрясала его, а голос был почти не слышен, когда он говорил:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӳрре тухма хӑтланать ӗнтӗ вӑл, анчах айӑпне сирме хӑтланнисем унӑн ӗненмелле пулса тухмаҫҫӗ.

Хотя по мелочам он и пытается увильнуть, оправдаться, но оправдания эти звучат неубедительно.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макарпа темскерле ытла тӗлӗнмелле япала пулса иртет…

С Макаром творилось что-то необычайное…

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех