Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла пӗрре эсӗ ҫывӑрма выртрӑн, эпир тепӗр хӗрачапа, Веркӑпа, санӑн хӗҫе ерипен туртса кӑлартӑмӑр та кӑмака хыҫне пытанса пӑхкалатпӑр.

Вот однажды ты лёг спать, а я и ещё одна девочка — Верка — потихоньку вытащили твою саблю, спрятались за печку и рассматриваем.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Тепӗр ирпе вӗсем хӑйсен университетне ҫитрӗҫ.

На следующее утро они прибыли в свой университет.

Эпилок // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кавӗрле юлташӗпе юнашарах мӑнаҫлӑн, улӑп евӗр утать, тепӗр енче — вӑтанчӑктарах Ҫеруш.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Часах вальс кӗвви вӗҫленчӗ, тепӗр ташӑ кӗвви янрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Маюк, эсӗ ан кӳрен, ан кӳлеш, тепӗр ташша эпӗ ӑна илсе тухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тепӗр шӑллӑмӗ мӗнле ятлӑ-ха?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тепӗр чух Хусана килсен тӳрех пирӗн пата кӗр, тӑван хӗре яланах сапӑрлӑхпа кӗтсе илӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тепӗр кунне сесси хыҫҫӑн Маюк медуниверситета ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Аттепе анне пӗр пӗчӗк пепкене усрава илни ман пурнӑҫа тепӗр май ҫавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тата тепӗр савӑнӑҫ та ҫитрӗ вӗсене ҫак кун.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тата тепӗр экзамена та савнисем ӑнӑҫлӑ пачӗҫ — иккӗш те пиллӗк паллӑсем илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тепӗр хут крыссан юнне илсен унри хӗрлӗ шариксем геометри прогрессийӗпе ӳсме тытӑннине куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Чӑваш мунчинче хӗртӗнсе, тасалса тухнӑ хӑнасем тепӗр ирпе Хусана вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тепӗр кунне Мӗтриепе арӑмӗ, Кирюкпа Ҫинук ячӗсемшӗнех мунча хутрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тилишух Карачӑмӗ тепӗр хут авланнӑранпа аннӳ патне пӗрре те пырса курман.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Маюк ҫак йӗркесене ӗненмесӗр тепӗр хут вуласа тухать, унтан тата тепре.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ашшӗ тепӗр хут авланнӑранпа амӑшӗн ӗҫсем йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Арсен Ваганович тепӗр куннех хӑй юнне лборитрине анализшӑн панӑ, Маюкӑн ДНК кӑтартӑвӗсене те танлаштарма тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫырӑва Кирюкпа пӗрлех тепӗр хут вуларӗҫ те юлташне ҫак ыйтура пулӑшма ҫирӗп тӗвӗлесе хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тепӗр вырсарни каҫ дискотека килме калаҫса татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех