Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темскер сăмах пирĕн базăра пур.
темскер (тĕпĕ: темскер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлетӗн-и, мана темскер, ҫӑмӑлскер кирлӗ, чун ирӗклӗ пултӑр… —

Ты знаешь, мне надо что-то простое и легкое.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пырӗнче те темскер пӳлӗнсе ларчӗ.

И что-то в горле застряло.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ытти самолёчӗсем пурте карталанса, умлӑ-хыҫлӑн пыма пуҫласанах, вӑл хӑйӗн вилӗм кӳрекен грузне пӑрахрӗ: инҫетре, вӑрман хыҫӗнче, темскер тӗпсӗр шӑтӑкалла кӗмсӗртеттерсе аннӑ пек туйӑнчӗ, унтан татах та татах, тавралла вара янӑравлӑ кӗрхи сасӑ кӗр-кӗр янӑраса, кайрӗ.

Только начали все остальные самолеты вытягиваться цепочкой, он уже сбросил свой смертный груз: далеко за лесом что-то рухнуло, как в пропасть, и еще раз, и еще, и окрест прокатилось гулко осеннее эхо…

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Салтаксем патнелле ҫаврӑнса, темскер кӑшкӑрасшӑнччӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах, тутине пӑчӑртса, малалла утрӗ.

Обернувшись к солдатам, он хотел что-то крикнуть, но тут же, сжав губы, пошел дальше.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пӗлместӗп, темскер хӑтланаҫҫӗ!

— Не знаю, что и творится.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лозневой хӑйӗн кӑкӑрӗнче темскер пӑрланса ларнӑ пек пулнине сиссе, хӑраса ӳкрӗ, — яри уҫса янӑ алӑк витӗр сивӗ пырса кӗнӗ пек, ун кӑкӑрне Ҫӗпӗрти хаяр сивӗ пырса кӗнӗнех туйӑнчӗ.

И Лозневой с ужасом почувствовал, что в груди его все заледенело, будто ворвалась в нее, как в распахнутую настежь дверь, лютая сибирская стужа.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лашин ҫилхине тӳрлетсе, автоматчиксене темскер каласан, палатка патнелле йывӑртарах, анчах та ҫирӗп утӑмпа полк командирӗн заместителӗ Озеров капитан утса пычӗ.

Передав коня автоматчикам, и что-то им сказав, к палатке тяжеловатым но твердым шагом подошел капитан Озеров.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каллех халичченхи пекрех, кӑшт салхурах, темскер ҫинчен шухӑшлакан ҫын пулса тӑчӗ.

Снова, как до этого, стал слегка печальным думающим о чем-то человеком.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куҫ хӑнӑхман ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ ывӑлӗ ҫине пӑхса илсен, ун ҫинчен хӑй ӑшӗнче темскер шухӑшласа илнӗ хыҫҫӑн пулас, вӑл кӗскен, йывӑррӑн сывласа илчӗ.

Осмотрев сына в непривычной военной одежде и, должно быть, втайне сделав о нем какие-то заключения, он вздохнул коротко и тяжко:

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хурӑн патнерех утса пычӗ те унӑн тӗлӗнмелле ҫути пит-куҫа уҫӑлтарсах янине туйрӗ,— вара сасартӑк ӑна хӑйӗн кӑкӑрӗнче темскер ҫӗкленнӗн туйӑнчӗ…

Он подошел к березе, и ему вдруг показалось, словно что-то рвется в груди…

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тахӑшӗ ун ҫинчен вӑрттӑн темскер каласа кӑтартнӑ пек, эпӗ кивӗ япаласем тултарнӑ пӗчӗк чӑлана вӑрхӑнса кӗретӗп, килтисенчен унта никам та кӗрсе ҫӳреместчӗ.

Мне словно подсказало что-то, и я побежал в маленькую, заваленную старыми вещами комнатку, в которой почти никто не бывал.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Анчах эпир вӗсене йышӑнаймарӑмӑр: темӗнле ҫын пире темскер ҫинчен ӑнлантарса пама пуҫларӗ.

Но сесть нам не удалось: какой-то зритель вступил с нами в перепалку.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Ҫуллахи каҫсенче чӳрече патӗнче темскер вӑрӑммӑн нӑйлатнине илтме пулатчӗ: эрешмен шӑна юнне ӗҫет…

В летние ночи я часто слышал за окном протяжное жужжание: это паук пожирал муху.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Темскер ҫӑтӑрт! турӗ.

Что-то слабенько хрустнуло.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тутисем унӑн ик еннелле сарӑлса кайрӗҫ, пырне муклашка пырса ларчӗ, вӑл татах темскер каласшӑнччӗ, анчах субординаци йӗрки ҫине аллипе сулчӗ те командира ҫаннинчен икӗ аллипе ҫавӑрса тытса, бушлатӑн хура хулӑн пуставӗ ҫине, минӗр иккенне пӗлтерекен хӗрлӗ хӑмач палли ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ тӗле пичӗпе тӗртӗнчӗ.

Губы у него разъезжались в стороны, горло перехватывало, он хотел сказать еще что-то, но, махнув рукой на все правила субординации, схватил обеими руками командира за рукав и ткнулся лицом в толстое черное сукно бушлата, где был нашит красный суконный знак минера.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пурте унӑн ыратать, хӑйӗн пурӑнас килет, анчах темскер ун пурнӑҫне туртса илет…

Все у него болит, он хочет жить, и что-то отнимает у него жизнь…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Евдокия Тимофеевна тутӑрпа пӗркеннӗ те кантӑк патӗнчех темскер ҫӗлесе ларать.

Евдокия Тимофеевна сидела у самого подоконника, зябко закутавшись в платок, и что-то шила.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах пӑшӑлтатни усӑсӑр пулчӗ: пӗр ҫекунд та иртмерӗ, халӗ ҫеҫ вӗсем хӑварнӑ пусӑ тӗпнелле, пусӑ аяккинчи картлашкасене тӗкӗне-тӗкӗне, темскер тӑнкӑлтатса анчӗ те, хӑлхана ҫурса яракан взрыв ачасем пытаннӑ галерея стенине ялт! ҫутатса илчӗ.

Но было поздно: не прошло и секунды, как за ними по стволу колодца, откуда они только что выскочили, пронеслось что-то, резко гремя о неровности камня, и оглушительный взрыв бросил слепящий отблеск на стены галереи, за поворотом которой успели укрыться мальчики и девушка.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Акӑ ҫӳлте, пусӑ хӗрринче, темскер кӑшӑртатни илтӗнчӗ; ачасем пӗр харӑс аяккалла сикрӗҫ те, Нина Ковалевӑна юнашар галерейӑна туртса илчӗҫ.

Но вот наверху, у края колодца, раздался какой-то шорох; мальчики разом отпрянули в сторону и потянули Нину Ковалеву в боковой проход.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя малтан автомат ҫине аллипе кӑтартрӗ, унтан хӑй ури ҫине, кайран Лыска енне аллине тӑсса, темскер палкама тытӑнчӗ.

Володя показал сперва на автомат, потом на свою ногу и опять заговорил что-то, показывая теперь уже в сторону Орлика.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех