Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Икӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллаканӑм, ав, икӗ ҫӗрлӗ тӑрмашать.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Икӗ ывӑлӗ те халӗ ӗҫлеме тытӑнчӗҫ: пӗри инженерта тӑрӑшать, тепри аслӑ пӗлӳллӗ пулин те официантра ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Качча кайнӑ хыҫҫӑн XXV партсъезд ячӗпе хисепленекен совхозри фермӑра дояркӑра ӗҫленӗ, кунсерен 36-шар ӗне сунӑ, унтан пилӗк ҫул уй-хир бригадирӗ пулса тӑрӑшнӑ, икӗ ҫул «Паха тӗрӗ» фабрикинче те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫапах та ЧР Патшалӑх Канашӗн кандидачӗсене сасӑламалли бюллетеньре сахалтан та икӗ кандидатран кая мар паллӑ тумалла: пӗр мандатлӑ округпа тата парти списокӗпе.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Икӗ класс ачисем питӗ туслӑччӗ, уйрӑммӑн ниҫта та кайман, нимӗнле мероприяти те ирттермен.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Вӑл ашшӗн мухтавӗ, икӗ аслӑ пӗлӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

50 ҫул — паллӑ ҫул // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

«Виҫӗ ҫулран тӗп хулара икӗ сменӑпа вӗренекен ачасем пулмалла мар, — терӗ ЧР Пуҫлӑхӗ. — Ҫак тӗллеве пурнӑҫлассишӗн ҫуллен шкул уҫатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пирӗн ӗҫсем еплерех пынипе паллашма Ургат кашни икӗ эрнерен килет, хушусем парса хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Кунне икӗ хутчен пӗҫереҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Икӗ ҫул каялла кӑна кашни уйӑхра 500 пин тенкӗ тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

М.Горький ҫак сӑнарпа икӗ енлӗ пулӑма кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Никольский 1913 ҫулта — богослови магистрӗ, тепӗр икӗ ҫултан — Хусан университечӗн приват-доценчӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чӑваш ҫутлӑх ӗҫӗнче аслӑ икӗ ҫын пулнӑ: Иван Яковлев /1848-1930/ тата Николай Никольский /1878-1961/.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Следстви версийӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта пурӑнакан икӗ арҫын ҫак ушкӑна 4 ҫул каяллах йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Всеволод та Шупашкарта тӗпленнӗ, ҫемьеллӗ, мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ.

Всеволод тоже обосновался в Чебоксарах, семейный, вместе с супругой воспитывают двух девочек.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Мӑшӑрне икӗ ывӑл парнеленӗ.

Супругу двух сыновей подарила.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Вместе с супругой вырастили, вывели на жизненный путь двух девочек.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Икӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ.

Вырастил двух сыновей.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Влаҫпа бизнес хушшинчи ӑнӑҫлӑ ҫыхӑну – икӗ енлӗ ҫӳрев.

Успешное взаимодействие власти и бизнеса – это дорога с двусторонним движением.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ку проекта икӗ ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле.

Этот проект будет реализован в течение 2 лет.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех