Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫакӑнта (тĕпĕ: ҫакӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӗт мана ҫакӑнта.

— Подожди меня здесь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Юлашки хут эп ӑна ҫакӑнта курнӑччӗ.

— Последний раз я его видела здесь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Улах вырӑн шыраса хӗр ача хӑех ҫакӑнта килсе ларчӗ мар-и. Ҫак самантра тротуар ҫинех таҫтан муртан хура мерседес ҫитсе тӑчӗ, шӑпах вӑсем ларакан сак тӗлӗнче чарӑнчӗ.

Ведь она сама искала укромное местечко. Вдруг неизвестно откуда, прямо на тротуар въехал черный «Мерседес». Он остановился рядом с лавочкой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Кӗрен куртка тӑхӑннӑ хӗрачана курмарӑр-и эсир ҫакӑнта? — ыйтрӗ вӑл хуралҫӑран.

— Вы девочку здесь не видели в розовой куртке? — спросил он.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

«Кунта И. Л. Татаринов капитана пытарнӑ, вӑл чи хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗри пулнӑ, хай тупнӑ Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен каялла таврӑннӑ чух 1915 ҫулта июньте ҫакӑнта вилнӗ.

«Здесь покоится тело капитана И. Л. Татаринова, совершившего одно из самых отважных путешествий и погибшего на обратном пути с открытой им Северной Земли в июне 1915 года.

Эпилог // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑшри хаваслану ӳснӗҫемӗн ӳссе пыни ҫакӑнта, Ҫурҫӗр чиккинче, типӗ ҫӗр ҫинчи чурӑс ту сӑмсахӗнче тӑракан пӗрремӗш салтакран пуҫласа пӗтӗм фрончӗпех туйӑнса тӑратчӗ.

Это был общий подъём, который с одинаково нарастающей силой чувствовался не только здесь, на Севере, где был крайний правый фланг войны и где на диком, срывающемся в воду утёсе стоял последний солдат сухопутного фронта, но и на любом участке этого фронта.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑнта эпӗ Гидрографически тӗп управленине акӑ мӗн ҫинчен ҫырса пӗлтересшӗн:

Настоящим имею честь довести до сведения Главного Гидрографического управления нижеследующее:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, вӑл халӗ ҫакӑнта чайка пек вӗҫсе ҫӳрет пулӗ, эпир хамӑр ирӗклӗхшӗн путсӗр влаҫа хирӗҫ ӑна пӗтеричченех ҫапӑҫма хатӗррине курса савӑнать пулӗ…

А может быть, она сейчас летает над нами, как чайка, и радуется на нас, что мы не оставляем своего дела и собираемся еще и еще раз драться за свою свободу до тех пор, пока окончательно не свергнем со своей спины ненавистную власть…

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Йӗри-тавра хурлӑхлӑ шӑплӑх, пӗлӗт пӑчӑ, ҫавӑнпа Петяна ҫакӑнта мӗнле те пулин хытӑ сасӑ илтӗнсенех, ҫутҫанталӑкра темӗн пулма пултарассӑн — е ҫавра ҫил, е тӑвӑл, е ҫӗр кисренессӗн туйӑнать.

Тишина была такой полной и угрюмой, а небо — таким душным, что мальчику казалось: раздайся хоть один только резкий звук, и в природе произойдет что-то страшное — смерч, ураган, землетрясение…

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл темӗн тума та хатӗр, унӑн ҫакӑнта мӗн пулассине пӗлес килет.

Он готов был на все унижения, лишь бы узнать, что здесь будет.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Матрос кушак пек ҫемҫен пусса коридоралла чупрӗ те, Петяна: — Лар ҫакӑнта! — тесе кӑшкӑрса хӑварчӗ.

— Сиди тут!

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫакӑнта вара Петя хӑйӗн сӑмси ҫывӑхӗнчех пӑшал тарӗ шӑрши кӗрекен ҫирӗп алӑ курчӗ.

И тут Петя увидел возле самого носа закопченную, тухло пахнущую порохом коренастую руку с маленьким голубым якорем.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ ҫакӑнта ӗнтӗ вӑл хӑйӗн пӗлӳне тӗлӗнмелле лайӑх кӑтартать.

Вот тут-то он себя наконец покажет в полном блеске!

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫакӑнта хӑйӗнче те юрату вӑрлӑхӗ выртмасть-ши вара?

Разве не заключено уже в одном этом зерно неизбежной любви?

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Терентий ҫакӑнта ӗҫлет.

Тута Терентий работает.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ытла хӗпӗртенӗ май кирек мӗн пулсан та ҫакӑнта маншӑн питӗ лайӑххи, иртен кун-ҫулӑмра тен чи лайӑххи пулса тӑрассӑн шухӑша илтӗм эпӗ.

И в радостном возбуждении я стал думать, что здесь непременно должно произойти что-то очень хорошее для меня и даже, может быть, самое лучшее в жизни.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахӑрнех ҫакӑнта палатка сарнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тӑррине тумалли пӗренесем те кунтах кӗтесленсе выртатчӗҫ, чуллӑ сӑрт ҫине тӗрентернӗ тӑваткӗтеслӗх иккен, ҫиелтен ӑна витнӗ пулмалла.

Очевидно, здесь была разбита палатка, потому что брёвна плавника лежали под углом, образуя вместе со скалой закрытый четырёхугольник.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑнта Петя ӗнер пулса иртнисене аса илет те, тӳсеймесӗр, сӗтел хушшинчен сиксе тӑрать.

Тут Петя вспомнил вчерашние события и даже вскочил из-за стола.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ, ҫакӑнта, ҫак ҫыран тӗлӗнче.

Вот тут, против этого берега.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Эпӗ ӗнер каҫхине ҫакӑнта ҫырана хирӗҫ «Тургенев» ҫинчен пӗр ҫын шыва ӳкнӗ тенине илтрӗм.

— А я слышал, что вчера вечером здесь против берега какой-то человек с «Тургенева» упал.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех