Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивет (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Исетерккӗри Татьяна Николаева шӑпи те чуна пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чылайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кашни ҫулах ҫав шӑтӑксене тепӗр хут тума тивет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Чӑннипе, кашни ҫуркуннех шӑтӑк-ҫурӑксене хуплама тивет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Япӑх шӑтнипе ҫуллен 5-6 гектар тепӗр хут сухаласа акма тивет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫакӑ парӑма 10 пин тенкӗрен ытларах кӗнисене пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗрремӗш смена ирхи 9 сехетре вӗҫленет, анчах ҫулла фермӑра ытларах тытӑнса тӑма тивет, апат хатӗрлесе тепӗр чухне кӑнтӑрла та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анчах ҫанталӑка улӑштараймӑпӑр ӗнтӗ, ҫакӑнпа ҫырлахмах тивет.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Водительсен ирӗксӗрех «экстремаллӑ ҫулҫӳрев» вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тивет.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫав вӑхӑталлах, сӑмахран, юсавҫӑсене «Ярмӑркка» пасар патӗнче те курнӑччӗ — унта та паян самай тарӑн та пысӑк шӑтӑксенчен пӑрӑнас тесе питӗ асӑрханса иртме тивет.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Уруков урамӗн пӗр сыпӑкӗпе куллен машинӑпа иртме тивет — ӗҫе каятӑп, киле таврӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Компьютер умӗнче те ларма тивет – унсӑр мӗн палӑртнине пурнӑҫлаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Паллах, ҫакнашкал ӳкерчӗк республикӑри кашни ялшӑн кӑтартуллӑ мар, ҫапах, йышӑнмах тивет, ун пеккисем те нумай.

Ясно, вот такой рисунок не показательный пример для каждой деревни республики, но все же, стоит принять, и таких много.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Светлана Арсентьева пуҫлӑх отпускра чухне унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑран чылай ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама тивет.

Многие вопросы приходится решать незамедлительно, исполняя обязонности начальника Свеланы Арсентьевны, когда она в отпуске.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пурнӑҫ вӗҫӗнче пурин те явап тытма тивет.

В конце жизни всем придется отвечать.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

«Йӗрекен Таня» тата урине татнӑ упа ҫури пирки тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем ҫинче темиҫе ӑру ача ӳснӗ, «Подкидыш» кивӗ кино та хальхи куракансен чӗрине пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Сӑмахран, пин арҫын пуҫне 1145 хӗрарӑм тивет.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Чир-чӗр тӗсне, вӑл сиен кӳнӗ калӑпӑша палӑртма фитоэкспертиза ирттерме тивет.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Хам спорт мероприятисенче пулмастӑп, анчах та хыпарсене лартнӑ май хӑш чухне вӗсенче ӳкернӗ сӑнсемпе паллашма тивет.

Сам я на спортивных мероприятиях не бываю, но при добавлении новостей иногда приходится знакомиться со снимками, сделанными на них.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Ку тӳрремӗнех эрех суту-илӗвне пырса тивет.

Это непрямую задевает торговлю вино-водочными изделиями.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех