Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӗ (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, хунар ҫути пике ҫине ӳксе унӑн тутисем кулнӑ пек туса кӑтартрӗ пулӗ; ҫук, кӑна хӑйӗн ӗмӗчӗсем унран кулаҫҫӗ пулӗ.

Нет, это фонарь обманчивым светом своим выразил на лице ее подобие улыбки; нет, это собственные мечты смеются над ним.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Ку вӑл — йытӑ ами, халӑх мар! — терӗ те вӑл Аришка ҫине йӗрӗнсе пӑхса, аллине аран-аран ҫӗклесе хӗрлӗ тӳпе ҫине кӑтартрӗ.

— Это сучка, не народ! — брезгливо взглянув на Аришку, она с трудом приподняла руку и показала на зарево.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл хӑйӗн хӑпарса тӑракан кӗсйине пӳрнепе тӗксе кӑтартрӗ.

Он провел рукой по оттопырившемуся карману.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл хӑйӗн эрех ӗҫес килнине аллипе мӑйне сӑтӑрса кӑтартрӗ.

Он провел рукой по горлу, желая этим подчеркнуть, что ему надо очень много шнапса.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл татма пуҫланӑ пӑрӑс ҫине кӑтартрӗ.

Он показал на брусок, лежавший на распилке.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл Зюсмильха шинель илсе килме хушрӗ, хӑех Катьӑна хулпуҫҫийӗнчен уртса ячӗ те диван ҫине кӑтартрӗ.

Он приказал Зюсмильху принести шинель, сам накинул ее на голые плечи Кати и указал на диван.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Каялла хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса танкӑн уҫӑ люкӗ ҫине кӑтартрӗ.

Круто повернувшись, указал на открытый люк.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Курц аллипе сулса ҫул кӑтартрӗ:

Размахивая руками, Курц указал вдоль улицы:

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Офицер тӗттӗмре палӑракан ҫурт еннелле тӗллесе кӑтартрӗ, унтан лаша пуҫне пӳрнипе тӗртсе пӗр вырӑнта тӑпӑртатса илчӗ.

Обведя широким жестом темневшие во мгле дома, офицер ткнул пальцем в морду лошади и затопал, подражая бодрой походке коня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Фрол Кузьмич пиншакӗ ҫинчи юрпа пӑчкӑ кӗрпине шӑлса тӑкрӗ те йӗпле пралук карта еннелле кӑтартрӗ.

Смахнув с куртки снег и опилки, Фрол Кузьмич выпрямился и указал ей глазами в сторону колючей изгороди.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Паян епле ухмахла кӑтартрӗ вӑл хӑй вӑйсӑррине!..

А он так глупо показал свое бессилие сегодня!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Семен хӑй нимӗҫсем патӗнче ӗҫленине пӗлтерекен удостоверенине кӑларма тесе аллине кӗсйине чикрӗ, анчах вахмистр чӑтса тӑраймасӑр пуҫне сулкаласа илчӗ те: — Вӑл! — тесе Катя ҫине шашкипе тӑсса кӑтартрӗ, Вахмистр Катьӑна питне хупӑрласа тӑракан тутӑрне сирме хушрӗ.

Семен полез за удостоверением, в котором подтверждалось, что он работает на немцев, но вахмистр нетерпеливо качнул головой и ткнул шашкой в сторону Кати: — Она! — он жестом приказал ей открыть лицо.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Лавҫӑ лашине чарса, ҫуна хыҫӗнчи утӑ ҫине кӑтартрӗ.

Помолчав, возница придержал лошадь и указал ей на сено позади себя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ридлер брошюрӑна урайӗнчен илчӗ те ӑна полковник умӗнче силлесе кӑтартрӗ.

Подняв брошюру, Ридлер затряс ею перед лицом полковника.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Васька брошюрӑна сулкаласа кӑтартрӗ.

Васька помахал брошюрой.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Вӑл пушӑ аврипе лавсем ҫине тӑсса кӑтартрӗ.

 — Он указал кнутом на подводы.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ридлер таканасем ҫине кӑтартрӗ.

 — Ридлер указал на виселицы.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Вӗсене пӗр ҫаксемшӗн ҫеҫ мар персе пӑрахатпӑр-ҫке… — вӑл такансем ҫинче ҫакӑнса тӑракансем еннелле тӑсса кӑтартрӗ.

— Расстрелы производятся не для этих… — он указал на виселицы.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем, ваше благородие, паян акӑ мӗн чухлӗ касрӗҫ, — вӑл татса пӑрахнӑ тӑваткӑл пӗрене купи ҫине кӑтартрӗ.

Они, ваше благородие, нынче, — указал он на груды отпиленных брусков, — эвон сколько отмахали.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Михеич куҫӗсемпе Аришка ҫине кӑтартрӗ.

 — Михеич указал глазами на Аришку.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех