Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуниккӗмӗш сыпӑк

Пай: Чайка –> Виҫҫӗмӗш пай. Катя каҫӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.08 18:32

Пуплевӗш: 65; Сӑмах: 709

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Август Зюсмильхпа тӑватӑ салтак Катьӑна хуралласа кабинета илсе кӗчӗҫ. Фон Ридлер ӑна куҫран тинкерсе пӑхсан, Катя чӗтресе каялла чакрӗ. Ридлер йӑл кулса илчӗ: камера хӑй мӗнле асап кӑтартма пултарнӑ таран асаплантарнӑ иккен.

Вӑл Зюсмильха шинель илсе килме хушрӗ, хӑех Катьӑна хулпуҫҫийӗнчен уртса ячӗ те диван ҫине кӑтартрӗ.

Катя ларчӗ. Шефӑн куҫхаршисем сиксе илнӗ хыҫҫӑн Зюсмильхпа салтаксем кабинетран тухрӗҫ.

— Эпӗ сире туслӑх сӗнесшӗн… — терӗ Ридлер аллисене кӑкӑрӗ ҫине тытса. — Хӑвӑр ҫинчен ним каламасан та пултаратӑр, сирӗн ҫинчен мӗн пӗлме кирлине эпӗ пӗлетӗп.

Катя ыратнине чӑтаймасӑр, диван аякки ҫине таянса ларчӗ, унӑн пичӗ пӑртак турткаланса илчӗ, анчах куҫӗсем унчченхи пекех тӑшманла йӗрӗнсе пӑхрӗҫ. Ридлер вара партизанкӑпа кӑмӑллӑн калаҫса ӑна хӑй енне ҫавӑрас тесе майсем шыраса ирттернӗ вӑхӑт кӑлӑхах пулнине ӑнланчӗ.

Вӑл пӳрнисене шӑтӑртаттарса илчӗ.

— Манӑн нумай калаҫма вӑхӑт ҫук. Эсир мана хӑвӑр тунӑ усал ӗҫсен сиенне пӗтерме пулӑшатӑр, эпӗ сире уншӑн пурнӑҫӑра паратӑп. Мӗн тумалла-ха малтанах: Зимин отрядне пирӗн алла илӗртсе кӳртетӗр, эпир отряда ҫапса ҫӗмӗрсенех, эсир радиопа кӗпер патӗнче ӗҫлекенсене: Сталин доклачӗ партизансем шухӑшласа кӑларнӑ япала, тесе евитлетӗр, Мускав тахҫанах нимӗҫсен аллинче, тетӗр, эсир хӑвӑр пурӑнасшӑн пулнипе тата нимӗҫсенчен хӑранипе кӑна халиччен халӑха улталаса пурӑнтӑр темелле пулать; халь вара, хирӗҫ тӑни ним усӑ та памасть, ҫак ним тӗлсӗр пӑлхава малашне хутшӑнас мар теекенсем пурте пурӑнма пултараҫҫӗ, тесе каламалла. Хӑвӑр улталанӑшӑн эсир халӑх умӗнче ҫынсенчен каҫару ыйтӑр.

Катя пичӗ пӗҫерсе тӑрать, вӑл ҫемҫе диван ҫинчен ҫӗкленчӗ, анчах Ридлер ӑна татах лартрӗ.

— Сирӗн калама ҫук нумай мул пулать. Эсир Микадо хӗрӗсем хӑйсен тӗлӗкӗнче курман чаплӑ пурҫӑнтан ҫӗлетнӗ тумсем тӑхӑнса ҫӳрӗр. Эсир…

— Ҫав пусма-таварсене хӑвӑр валли хӑварӑр, — йӗрӗнсе чарчӗ ӑна Катя, — хӑвӑр тупӑкӑр ҫине витме хӑварӑр.

Вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ. Ридлерӑн сивӗ куҫӗсем йӑлкӑшса илчӗҫ.

— Мӗн ҫине шанатӑр тата эсир? — чышкисене чӑмӑртаса хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Кирлӗ пулсан эпир сирӗн пӗр самолетӑра хирӗҫ — ҫӗр самолет, сирӗн кашни танкӑра хирӗҫ — икҫӗр танк яма пултаратпӑр.

Кӑшкӑрма кирлӗ маррине аса илсен йӑл кулчӗ.

— Татӑклӑ ответ пама эсир ан васкӑр. Сирӗн сӑмахӑрсем хӑвӑр хӗрсе ҫитнине пула ҫеҫ-ха, шухӑшласса вара ӑса кӗрсе, авантарах шухӑшламалла; ак ҫакна ан маннӑ пултӑр: хӑвӑр кутӑнлашсан вара, сире хирӗҫ манӑн сӑмахсӑр пуҫне урӑх хатӗрсем те пур. — Вӑл алтупанӗсемпе Катя пуҫне хӗстерсе ӑна куҫран пӑхрӗ. — Эсӗ манӑн лабораторинче ху мӗн курмаллине йӑлтах курман-ха.

Катя куҫне хупса илчӗ. Ӑна Ридлер асӑрхамасӑрах хӑвармарӗ. «Хӑрать, апла пулсан, пурте ҫухалман-ха. Кутӑнланса тӑрать пулсан, урӑх чӗлхепе калаҫма пуҫлатпӑр. Чун ӳт-пӳрен уйрӑлса тӑмасть: ӳт-пӳ ыратсан, чуна та йывӑр», шухӑшларӗ вӑл. Ридлер аллине илчӗ, карӑнчӗ, унтан: пурпӗрех хӑтӑлаймӑн тенӗ шухӑшпа:
— Эпӗ сире шухӑшласа пӑхма ирӗк паратӑп, — терӗ те тарӑн анасласа кабинетран тухрӗ.

Катя шинельпе лайӑхрах пӗркенчӗ. Стена ҫинчи сехет маятникӗ кашни шаккамассерен пӗр самант иртнине, ҫак тискер кайӑк «лабораторин» тимӗр алӑкӗ патне ҫитме тата тепӗр секунд ҫывхарнине пӗлтернӗ евӗр шаккать. Ҫак алӑк хайӗн тутӑхнӑ тӑпсисемпе чӗриклетсе хупӑнать: ҫав сасӑ вара ӑна тӗнчерен уйӑрса тӑнӑн туйӑнать.

Сасартӑк вӑл чӗтресе ӳкрӗ.

— «Анне-и?»

Хыҫалта темле уйӑрса илмелле мар тав-шав тӑрать, нимӗҫсем хӑйсен чӗлхипе ҫуйӑхаҫҫӗ.

«Ку — тӗлӗк евӗрлӗ-ха», — шухӑшларӗ Катя. Унтан татах чӗтресе ӳкрӗ: «Унӑн сасси!..» Хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ те пӗр хускалмасӑр итлеме пуҫларӗ. Нимӗҫсем калаҫнӑ хушӑра амӑшӗн уйрӑм илтӗнекен сӑмахӗсем тӑрӑх амӑшне тытманнине, вӑл хӑех кунта килниие ӑнланса илчӗ.

«Хӑех!»

Катя тӑм илнӗ ӳт-пӗвӗ ыратнине те, хӑйне чӗтретекен сивчирне те туймарӗ. «Мӗн пулать ӗнтӗ халь?» шухӑшларӗ вӑл. Нимӗҫсем ӑна хӑйне кирек мӗн тусан та амӑшӗ парӑнас ҫуккине пӗлет Катя. Вара… нимӗҫсем унӑн куҫ умӗнчех амӑшне асаплантарма пуҫласан? Вӑл ӑна та тӳссе ирттерет, тӳссе ирттермелле те, — анчах мӗнле йывӑр пулӗ-ха вӑл ӑна! Ҫав тискер камерӑра Федя пек паттӑр ҫынсем шуралса каяҫҫӗ иккен те, унта хурҫӑ пек пулмалла-ҫке-ха. Сывӑ чӗреллӗ пулма ҫук унта, ӑс-тӑна ҫухатма пулать.

Сехет маятникӗ секундсем шутлать. Миҫе хутчен вӑл пӗр енчен тепӗр енне сулкаланнӑ? Нумай, нумай вӑхӑт вӗҫӗ-хӗррисӗр иртнӗн туйӑнать. — Эсӗ амӑшӗ пулсан, хӑвӑн хӗрне вилӗмрен ҫӑлса хӑваракан ӑшӑ сӑмахсем тупатӑн, — алӑк патӗнчех илтӗнчӗ Ридлер сасси. Алӑк яри уҫӑлчӗ, амӑшне кабинета тӗртсе кӗртрӗҫ. Василиса Прокофьевна куҫҫулӗ юхнипе витӗрех курман куҫӗсемпе Катьӑна шыраса тупсан малалла утрӗ, анчах, унӑн урисем урай тӑрӑх шуса кайнӑ пек, вӑл ӳкес ҫӗртен стенана ярса тытрӗ.

— Мӗншӗн… килтӗн? — ыйтрӗ Катя. Унӑн хуйхӑпа имшерленнӗ пичӗ, пурӑпа шуратнӑ пек, шуралса кайрӗ.

— Нимех те мар, хӗрӗм, нимех те мар… Чӑтса ирттерӗпӗр, — ирӗксӗр тенӗ пек пӑшӑлтатрӗ Василиса Прокофьевна. Атӑл хӗрринчен хӑйпе сывпуллашнӑ чух Катьӑран илтнӗччӗ вӑл ҫак сӑмахсене.

— Нимех те мар, хӗрӗм! — кӑшкӑрса ячӗ те, ӗсӗклесе макӑрнӑ май, хӗрӗ патне ыткӑнчӗ.

Катя ӑна, шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек, ҫирӗппӗн ыталаса илчӗ. — Ах, аннеҫӗм!..

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех