Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласа (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пулса курнӑ Елена Баймяшкина каласа панӑ тӑрӑх вӑл ҫӳллӗ шайра пулнӑ.

Как рассказала нам побывавшая там Елена Баймяшкина, она прошла на достойном уровне.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Лешӗ каять те каласа кӑтартать.

Тот подошел и все рассказал.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Республикӑри наркодиспансер тӗп тухтӑрӗн заместителӗ Ирина Трофимова «симӗс ҫӗлен» тыткӑнне лекнисене мӗнле пулӑшнине каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ольга Юрьевна пӗрлӗх опычӗпе паллаштарнӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ «Кашни ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑнта - ҫемье», «Чӑваш Ен - халӑхсен тата культурӑсен пӗрлӗхӗн вӑйӗ» проектсене епле пурнӑҫласа пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Калаҫма сӑлтавӗ те пур - общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ольга Зайцева нарӑс уйӑхӗнче Мускавра иртнӗ Раҫҫей Хӗрарӑмӗсен союзӗн конференцине хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Унӑн ывӑлӗ - сӑвӑ каласа, хӗрӗ ташласа тыткӑнларӗ.

Ее сын - стихами, дочь танцем заворожили.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

1-мӗш «б» класс ачисем «Игрушка», «Уронили Мишку на пол», «Вовка - добрая душа» тата ытти сӑвӑсене пӑхмасӑр каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Кунта ӑна вакансисен «Работа в России» электрон базипе паллаштарнӑ, халӑхпа ӗҫлесси пирки каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫак статьярах (2015 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнчи 45-мӗш номер) Лидия Федюшкина сӑн ӳкерчӗкри тӑванӗн кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чи малтанах ашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Ӗҫ ветеранӗ: «Аттене 1942 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫара илсе кайрӗҫ. Малтанах вӗсене Канашра ҫар ӗҫӗсене вӗрентнӗ. Унтан чӑваш каччисене пуйӑс ҫине лартса вӑрҫа илсе кайнӑ. Смоленск облаҫӗнче пуйӑса фашистсен самолечӗсем тапӑннӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ. Пӗр чӑваш каччи те чӗрӗ юлайман», – терӗ хурлӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче курав хупӑнмаллаччӗ, анчах шкулсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе тепӗр уйӑха тӑсма йышӑнтӑмӑр», - каласа кӑтартрӗ Надежда Климович сотрудник.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Петр Краснов - парӑнакан йышши мар, каллех трибуна патне тухрӗ: - Политик искусстви ҫапла ӗнтӗ вӑл: каласса калать, анчах каласа ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин темипе тӑтӑшах ӗҫлемелле, Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗн паттӑр тата трагедилле тапхӑрӗ, пирӗн ҫынсем кӑтартнӑ паттӑрлӑх ҫинчен чӑннине каласа памалла, мӗншӗн тесен ҫамрӑксене патриотла тата гражданла воспитани парас ӗҫ истори пулӑмӗсене лайӑх пӗлни ҫинче, Раҫҫей халӑхӗн калама ҫук пысӑк ӑс-хакӑл вӑйӗн, виҫесӗр хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн тӗслӗхӗсем ҫинче никӗсленсе тӑмалла.

Необходимо постоянно обращаться к теме Великой Отечественной войны, рассказывать правду о героических и трагических страницах истории российского государства, о подвигах, совершенных нашими людьми, ибо воспитание в молодежи патриотизма и гражданственности должно основываться на знании исторических событий, на примерах огромной духовной силы, беззаветной отваги и героизма российского народа.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Эпир пыриччен ҫавнашкал пӑтӑрмах пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Вӗсем каласа панисене лайӑх астӑватӑп.

Помню как они рассказывали.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Темиҫе кунран вилчӗ», - инкек ӗнер пулса иртнӗ пек ыратакан чунне хытарса каласа парать Альтюк аппа.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Валентина Егоровна юрларӗ, хӑй те купӑс каласа кӑтартрӗ.

Валентина Егоровна спела, и сама сыграла на гармошке.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех