Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫхине сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫхине (тĕпĕ: каҫхине) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхине сакӑр сехет.

Восемь часов ночи.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине, вунпӗр сехет ҫитерехпе, майор йывӑр ыйхӑран вӑранчӗ.

Около одиннадцати часов вечера майор очнулся от тяжёлого сна.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Выльӑхсене апат тупса парас тивӗҫлӗх ун ҫинчех выртать; анчах ку каҫхине вӑл выльӑх ямалли ҫарансене ҫав тӗрлӗ тӑрӑшса суйларӗ, ӑна Гленарван ӑшӑ кӑмӑлӗпе тав турӗ.

Поиски корма для животных лежали на его обязанности, но в этот вечер он выбирал пастбище с такой заботливостью, что Гленарван тепло поблагодарил его.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл каҫхине вунпӗр сехет те хӗрӗх пилӗк минутра Мельбурнран тухса килнӗ.

Он отошел из Мельбурна в одиннадцать часов сорок пять минут ночи.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ывӑннипе халтан кайса, выҫӑпа асапланса, час-часах ӳкӗнӳллӗ хуйха ӳксе вӑл ҫапах та малалла утнӑ, кӑнтӑрла хӗвел ҫине пӑхнӑ, каҫхине ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса ҫул шыранӑ.

Изнемогая от усталости, страдая от недоедания, часто впадая в отчаяние, он всё-таки шёл и шёл, днём ориентируясь по солнцу, ночью — по звёздам.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон Мангльс вӑл каҫхине пӗчӗк кӗпер ҫинче ҫӗр каҫрӗ.

Джон Мангльс провёл всю эту ночь на мостике.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сакӑр сехет тӗлне пурте судно ҫине тавӑрӑнчӗҫ, каҫхине «Дункан» Тристан д'Акунья утравне, ун патне текех килсе ҫӳрес мар тесе, хыҫала тӑратса хӑварчӗ.

В восемь часов все возвратились на борт, и ночью «Дункан» покинул остров Тристан д’Акунья, чтобы больше к нему не возвращаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Витӗр йӗпенсе чӗтӗреме тытӑннӑ ҫулҫӳревҫӗсем, халран кайса супнӑскерсем, каҫхине пӗр пушӑ ранчона ҫитсе кӗчӗҫ.

Промокшие насквозь, продрогшие, разбитые усталостью, добрались они вечером до заброшенного ранчо.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗрӗх милӗ ҫӑмӑллӑнах тухнӑ лашасем каҫхине ҫанталӑк вӑйӗсемпе хӑех пулса ларнӑ, шывпа тулнӑ тарӑн та пысӑк пӗве «канада» патне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Вечером лошади, легко совершившие переход в сорок миль, остановились у края глубокого канада — огромного естественного пруда, наполненного водой.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вӑл Тапальквем ятлӑ сьерра пулчӗ, тепӗр каҫхине ҫулҫӳревҫӗсем ун патӗнче ҫӗр каҫрӗҫ.

Это была сьерра Тапальквем, и следующую ночь путешественники провели у её подножья.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине вунӑ сехет ҫитерехпе индеец сасартӑк вӑранчӗ.

Около десяти часов вечера индеец внезапно проснулся.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине, сакӑр сехет ҫитсен, отрядӑн пуҫӗнче пыракан Талькав кӳлӗ курӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ.

В восемь часов вечера ехавший во главе отряда Талькав крикнул, что он видит озеро.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине ҫулҫӳревҫӗсем пӗр пысӑк кӳлӗ хӗрринче лагерь туса чарӑнчӗҫ.

Вечером путешественники разбили лагерь у большого озера.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Отряд кашни ирпех хӑпаракан хӗвел еннелле хускалса кайса, кун каҫиччен ниҫталла пӑрӑнмасӑр малалла пырать, каҫхине те хӗвел шӑп кӑна вӗсен ҫурӑмӗ хыҫне анса ларас вӑхӑтра канма чарӑнать.

Каждое утро отряд трогался по направлению к восходящему солнцу, ехал целый день, ни на шаг не уклоняясь в сторону, и вечером останавливался на ночлег, имея прямо за своей спиной заходящее солнце.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку каҫхине ҫул ҫинчи ҫынсем Кордильерсен ҫӳллӗ сӑрчӗсем патӗнчи улӑхра ҫӗр каҫрӗҫ.

Эту ночь путники провели у подножья сьерр, первых ступеней огромного хребта Кррдильеров.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла пулсан тирсене тӗрленӗ пиҫиххисемпе туртса ҫыхаҫҫӗ те, вӗсем вара йӗнер вырӑнне пулаҫҫӗ, каҫхине салатса ярсан, ытарма ҫук ӑшӑ утиял вырӑнне усӑ курма пулать.

Шкуры перетягиваются днём широкими узорчатыми ремнями и служат седлом, а ночью в развёрнутом виде — великолепным тёплым одеялом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхине вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗчченех ларатчӗ.

Вечером она сидела одна в своей комнате.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тата виҫӗ кунтан, пӗр каҫхине, пӳлӗме ҫурӑмӗ ҫине ҫул хутаҫҫи ҫакса янӑ Артём пырса кӗрсен, унӑн савӑнӑҫӗ тата чикӗсӗр ӳссе кайрӗ.

Радость ее была безгранична, когда дня через три, ночью, в комнатушку ввалился и Артем с походной сумкой за плечами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр кун каҫхине Павел вучах патӗнче пулмарӗ..

На другой день вечером Павла у костра уже не было.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗр каҫхине Артём чӳрече умӗпе яланхинчен хӑвӑртрах танлаттарса иртсе кайрӗ.

Однажды под вечер быстрее обычного протопал под окном Артем.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех