Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утсене (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юхан шывӑн тепӗр енче, топольсен хыҫӗнче, утсене хураллакан казаксем пытанса выртнӑ.

За речкой, за тополями скрываются коноводы.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑ пынӑ хушӑра хурҫӑ утсене пӗр хут ҫеҫ мар улӑштарма тиврӗ…

А за время войны мне пришлось сменить не одного стального коня…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каллех утсене чӑпӑрккапа хӑвалать.

И снова плеткой коней.

Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Сиккипе килнипе хашкама ернӗ утсене кантарас тесе, взвод пилӗк минут хушши утӑмпа пычӗ.

Взвод пять минут ехал шагом, давая передышку хрипевшим от скачки лошадям.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсенчен пӗри чӑхӑмласа тӑнӑ утсене йӗвенӗсенчен туртать, иккӗмӗшӗ вӗсене палашпа хӗнет, ыттисем, учӗсем ҫинчен аннӑскерсем, тупӑ урапи шӑлӗсенчен уртӑннӑ та, ӑна вырӑнтан тапратасшӑн термекленеҫҫӗ.

Один из них тянул под уздцы взноровившихся лошадей; второй бил их палашом, остальные, спешенные, пытались стронуть орудие, помогали, вцепившись в спицы колос.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кошевой, илсе кай утсене ав ҫав чӑрӑшсем хыҫне, — ҫапла, ав ҫавӑнта, ҫӑрарах вырӑна.

— Кошевой, отведи коней вон за энти сосны, — ну да, вон за энти, какие погуще.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утсене мӗншӗн илместӗн? — хӑтӑрма тытӑнчӗ ӑна взводнӑй урядник.

Почему не берешь коней? — налетел на него взводный урядник.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коноводсем утсене айлӑма, хӳтлӗх вырӑна илсе кайрӗҫ.

Коноводы брали лошадей и отъезжали в лощинку, под прикрытие.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Трубач утсене йӗнерлеме тӳт кӑшкӑртать.

Трубач играет седловку.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утсене саламатсемпе ҫунтарма пуҫларӗҫ.

Налегли на плети.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫхине утсене йӗнерсемпех тӑратрӗҫ.

С ночи лошади стояли оседланные.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кил хуҫи — шурӑ кӗҫҫе шлепке тӑхӑнса янӑ кукӑр ураллӑ, сухалне хырнӑ поляк — казаксене сарайне ертсе кайрӗ, утсене ӑҫта тӑратмаллине кӑтартрӗ.

Хозяин — бритый кривоногий поляк в белой войлочной шляпе — отвел казаков в стодол, указал, где поставить лошадей.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Июнь уйӑхӗнче сотньӑсем хуларан улӑха, утсене хирти курӑкпа тӑрантарса пурӑнма тухса кайрӗҫ.

В июне сотни выступили из города на лунки.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрман хыҫӗнчен тупӑ сасси янӑрама пуҫларӗ; ку хутра вӑл салтаксен хӑлхине мӗнпур вӑйпа ҫитсе ҫапӑнчӗ, утсене сехрелентерсе пӑрахрӗ.

За лесом пухнул орудийный гул; теперь он потрясал слух всадников, заставляя настораживаться лошадей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утсене устав ҫинче кӑтартса панӑ срокра йӗнерлерӗҫ.

Лошадей оседлали в положенный по уставу срок.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утсене йӗ-нер-ле-мелле-е!

— Се-е-длать коней!

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утсене тӑварар та юланутпа каятпӑр!

Коней выпрягем, и верхи!

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑл патӗнче казаксем пулнӑ пулсан, — ӗҫ урӑхла май ҫаврӑннӑ пулӗччӗ: вахмистр пӗр сӑмахсӑрах хӗнесе тӑкнӑ пулӗччӗ Григорие, анчах та утсене шӑварма ҫавӑтса тухнисем, карта хӗрринче пулнӑ пирки, калаҫнине илтеймерӗҫ.

Если б у колодца были казаки — по-иному обошлось бы дело: вахмистр, несомненно, избил бы Григория, но коноводы были у ограды и не могли слышать разговора.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр кунтан утсене пӑхма тытӑнчӗҫ.

Через день начался осмотр лошадей.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич утсене кӳлме тухрӗ.

Пантелей Прокофьевич отправился запрягать.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех