Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утсене (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки кунне, хутортан каяс умӗн, 13-мӗш кавалери полкӗн пулеметчикӗсем сарлака хыҫлӑ тавричански ҫуна ҫине Моховсен граммофонне хӑпартса лартрӗҫ, утсене чӑм кӑпӑка ӳкерсе, нумайччен хутор урамӗсем тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳрерӗҫ.

В последний день пулеметчики 13-го кавполка перед уходом поставили на широкоспинные тавричанские сани моховский граммофон, долго вскачь мылили лошадей по улицам хутора.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро утсене нӑхтасенчен ҫавӑтрӗ, тутине пӗркелентерсе, питне хунар ҫутинчен пӑрчӗ.

Петро потянул за недоуздки и отвернул от фонаря лицо со сморщенными губами.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

 — Илсе каяҫҫӗ пирӗн утсене.

— Коней заберут у нас.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсене тухса пӑхмаллаччӗ, — пӑшӑлтатрӗ Ильинична старикӗ патӗнчен иртсе пынӑ чух.

— Пошел бы, коней глянул, — шепнула Ильинична, проходя мимо старика.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аникушка, Христоня, Томилин Иван, Мелеховсем тата тепӗр вунӑ-вуникӗ хӗрарӑм пулӗ, батареецсем пулӑшнипе, тупӑсемпе снаряд ещӗкӗсене ҫыран хӗррине туртса тухрӗҫ, утсене тӑвалла хӑпарма пулӑшрӗҫ.

Аникушка, Христоня, Томилин Иван, Мелеховы и с десяток баб при помощи батарейцев выкатили орудия и зарядные ящики, пособили лошадям взять подъем.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий утсене тӑватшарӑн кӳлнинченех тавҫӑрчӗ: «Батарея… Хӗрлисемех-ши?»

Григорий по четверной упряжке угадал: «Батарея… Неужели красные?»

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сакӑр лашапа темскер турттарса килеҫҫӗ; калаҫни, утсене нулатса хӑвалани, намӑс сӑмахсемпе ятлаҫни илтӗнет.

Лошади восьмеркой тащили что-то, слышались говор, понуканье, матерная ругань.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсене тӑварма каятӑп.

Пойду распрягать.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич утсене кутлӑх тӑхӑнтартрӗ, ҫуна хыҫне пӗр михӗ сӗлӗ хучӗ, ывӑлӗсем ҫаплах лашисене йӗнерлеме тухманнинчен тӗлӗнсе, каллех пӳртелле кӗрсе кайрӗ.

Пантелей Прокофьевич уже накинул на лошадей шлейки, уложил в задок чувал с овсом и, дивясь про себя, что сыны так долго не выходят седлать коней, снова пошел к куреню.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсене тутлӑ шӑршӑллӑ ҫутӑ симӗс ӳхлӗм хурса парса, Пантелей Прокофьевич Григорий патне пырса тӑчӗ, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене канӑҫсӑррӑн чарса пӑрахса, хӑйӑлтатса тухакан сасӑпа пӑшӑлтатса ыйтрӗ:

Кинув лошадям ярко-зеленого пахучего пырея, Пантелей Прокофьевич подошел к Григорию, спросил хриплым шепотом, беспокойно расширяя черные, с нездоровыми кровянистыми белками глаза:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсене тӑварса аппаланнӑ хушӑра вӗсем сӑмахсемпе пӑт-пат перкелешсе калаҫрӗҫ.

Распрягая лошадей, они перебрасывались отрывистыми фразами.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич утсене хапхаран ҫавӑтса кӗрет.

В ворота за уздцы вводил лошадей Пантелей Прокофьевич.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаша пӑхакансем утсене хутор еннелле анакан аслӑ улӑха ҫавӑтса кайрӗҫ.

Коноводы свели лошадей в просторный, ниспадавший к хутору лог.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лачкам тара ӳкнӗ тутӑ утсене лавҫӑ-украинец тытса пырать.

Возница-украинец погонял упаренных сытых коней.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче Мальбрук утсене шӑварма илсе пычӗ.

В полдень Мальбрук привел и поставил лошадей на водопой.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой, вӑй ҫитнӗ таран чӗлпӗре карӑнтарса тытнӑскер, утсене хавхалантарас тесе, кӑшкӑрса ячӗ:

Со всей силой натягивая поводья, Кошевой крикнул, желая ободрить лошадей:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсене хӗрхенетӗн-и тата?

— А коней жалеешь?

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенски казакӗсем кунта кӗсресем ҫавӑтса килнӗ, фельдшерпа смотритель утсене мӗнле йышӑннине пӑхса тӑнӑ: кӗсресем ҫӳллӗшпе икӗ аршӑнтан, ҫулӗпе тӑватӑ ҫултан кая мар пулма кирлӗ.

Казаки Вешенского юрта пригоняли маток-кобылиц, фельдшер со смотрителем следили при приеме маток, чтоб ростом каждая была не меньше двух аршин и возрастом не моложе четырех лет.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӑл, мӗн-ха… ӗнер каларӗ мана: ху ҫумна офицер ҫулӑхас пулсан, ҫывӑрса ил унпа, ачашласа йӑпат, атту Караҫкӑшӑн утсене тытса тухӗҫ е татах мӗн те пулин тӑвӗҫ, терӗ…

— Он, видишь… он вчерась мне сказал: дескать, ежели будет офицер приставать, переспи с ним, примолви его, а то за Гераську коней заберут либо ишо чего…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсене тасатса тирпейлерӗҫ.

Убрали коней.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех