Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартать (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Корана пӑхмасӑр тенӗ пек пӗлет хӑй, арабла пӗр такӑнмасӑр шатӑртаттарать, Мӑхамета пуҫ ҫапма Меккӑпа Мединӑна кайса ҫӳрени ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе каласа кӑтартать, ҫар ҫынни мар — кирек мӗнле хӗҫ-пӑшала та сӳтсе пӑрахса ҫӗнӗрен пуҫтарать.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗнӗ уяв вара кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче ашшӗн вырӑнӗ сумлине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ылтӑн кӗркунне» курав ял хуҫалӑхӗ паянхи кун мӗнле пурӑннине яр уҫҫӑн кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

Тукай мӑрсапа ял варринчи хӑйсем пурӑнакан ҫурта таврӑнсан Иливан мӗн курни-илтнине ытти тӗкӗрҫӗсене каласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑваш юрри юрласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек чух Палюк мучи вӗсене юриех астарса йӗкӗлтет: ашне кӑтартать, анчах труках хурса памасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫенӗк умне тухать те Твиккапа Квиккана аш кӑтартать ҫех, лешсем тӳрех вӗҫсе пырса ҫенӗк карлӑкӗ ҫине лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Ҫӑт-ҫӑт ҫыхнӑ саппунӗ пӗвне епле йӑрӑс кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫын ыйтать пулсан, кирек кам та ҫапла та капла темелле, вӑл пур, пӑшаллӑ ҫынна курнӑ упа пек куҫ шуррисене ҫеҫ ҫавӑрса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Предприяти-организаци ӗҫ-хӗлне курав уҫӑмлӑ кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстерме, ҫемье йӑли-йӗркине хаклама, пархатарлӑ ӑру ҫитӗнтерме, аслисене хисеплеме вӗрентес тӗлӗшпе республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ чӑннипех пуҫарулӑх кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Пуп, ун ҫумӗнче пӗтӗм пӗвӗпе пӗкӗ пек авӑнса ӳксе, йӑнӑш тӗлсене пӳрнипе тӗрте-тӗрте кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан пӗчӗк учительница мана ҫав саспаллине кӗнеке ҫинче кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл мана, хӑма ҫине грифельпе чӗриклеттерсе, ҫырса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваҫҫа хӑй каласа кӑтартать, мухтанать вӑл Шӗшлӗ таврашӗсем хӑйсен киревсӗр ӗҫне чеелле тума пӗлнипе.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Выставкӑра тӗп вырӑнта - икӗ витрина, вӗсенчен кашниех пирӗн ҫӗршыв тата хула историйӗнчи хурлӑхлӑ пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Ун пек хаяр хӑтланса фельдфебель пӗр харӑс икӗ мулкач тытать тетчӗҫ: хӑйне тӑрӑшса ӗҫленӗ пек кӑтартать иккен тата салтаксем пӗрре те пулин тӑраниччен ҫисе курасчӗ тесе хӑйсене часрах ҫапӑҫу хирне ӑсатма ыйтатчӗҫ.

Издеваясь подобным образом, фельдфебель убивал сразу двух зайцев: во-первых, выставлял себя образцовым командиром, а во-вторых, когда не выдерживавшие его муштры солдаты рвались попасть любой ценой в действующую армию,

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ ан ҫиллентер тесе ӑна вӑл пуп ҫывӑхне пыма хӑйман пек кӑтартать.

А чтобы тот ничего не заподозрил и не рассердился, корчил из себя стеснительного, несмелого парня.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унчченхи ҫулсенчи статистика яр уҫҫӑн кӑтартать: сивӗсем хуҫаланма тытӑнсан, шел те, инкексен хисепӗ хӑвӑрт ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Пур ҫӗрте те ӗҫ кал-кал пыни, хуҫалӑх ертӳҫипе ӗҫченсем хӑйсен тивӗҫӗсене яваплӑ пурнӑҫланине ҫирӗплетет, вӗсен тӑрӑшулӑхне кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех