Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартать (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, температура минуса пӗрре те анасшӑн мар та, сывлӑш та кӑнтӑрласерен 15–20 градус кӑтартать

Куҫарса пулӑш

«Ҫанталӑк прогнозне сӑнанӑ май кӑҫал…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/192

Ҫӗр ҫунни тата унран тӗтӗм тухни пушар ҫӗр айне кайнине кӑтартать, торф шалтан ҫунса пушӑ вырӑнсем хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Шурӑ пурҫӑн кӗпе яш хурӑн пек яштака ҫамрӑк ӳт-пӗвӗн илемлӗхне пытармасть, унӑн мӗнпур илӗртӳлӗхне, ҫепӗҫлӗхне кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Сӑн-питсем кӑна мар, пӳлӗмри шавлӑ калаҫу та ӑна тӳрех кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Эсӗ пессимист пулсан, вӑл санӑн вӑйсӑрлӑхна ҫеҫ кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнчи вӑрмана та, лӑпкӑн, анчах тарӑн вӑрттӑнлӑхпа тӗлӗрекен вӑрмана та, ҫуркунне ҫулҫӑ саракан ешӗл катасене те, кӗркунне ҫулҫӑ тӑкакан салхуллӑ катасене те кӑтартать композитор.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ку вӑл пирӗн писательсем, Коммунистсен партийӗ вӗрентнӗ пек, пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшнине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Иванов-Пайман хӑйӗн «Кӗпер» романӗнче чӑвашсемпе вырӑссем хушшинчи туслӑха сӑнласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пур пьесӑсенче те автор ҫӗнни ҫӗнтерсе пынине ӗнентерӳллӗ кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Автор Туйсар ятне асӑнать, сноскӑра Чӑваш наци музейӗнче унӑн шлепкипе туйи упраннине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ку ӗнтӗ тепӗр хут чӑвашсем хӑйсен ял таврашне кӑна мар, самай инҫери тӑрӑхсене пит лайӑх пӗлнине ҫирӗплетсе кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Сулахаййи тӗтреллӗ кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах мӗншӗн хӗрарӑм пӗрмаях ҫурӑмне ҫеҫ кӑтартать!

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сире Виктор Павлович ӗмӗр асӑнмалӑх «услам» кӑтартать акӑ, ӑна столовӑй валли уйрӑм ҫынсенчен аш туянма ирӗк парас ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кун хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмест — пӗччен пурӑнакан карчӑка Глафира тип шар кӑтартать: столовӑй буфетӗнче пулӑ туяннӑ чух ӑна укҫа тӗрӗс тавӑрса памасть — пӗр тенке яхӑн улталать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ывӑннӑ куҫ ула-чӑла кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ вӑл хӗре аллинчен тытать, Елюк хӑй аллине каялла туртса илет, пуҫӗпе сулса кафедра еннелле кӑтартать: «Асту, вӗсем асӑрхаҫҫӗ, аван мар апла», — тет пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Унта вӑл ял пурнӑҫӗ, чӑваш культури, йӑли-йӗрки, апат-ҫимӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Кайран, ак, кӑтартать…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эпӗ ӑна хам 50 ҫул тултарнӑ тӗле кӑларас тесе пурӑнаттӑм, — каласа кӑтартать писатель.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех