Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 43 №; 2003, 54 №; 2005, 64 №; 2006, 68, 71, 72 №-сем; 2007, 74 №; 2008, 76 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 85, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 93, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2012, 11, 12 №-сем; 2013, 6, 7, 10 №-сем; 2014, 5, 11, 12 №-сем; 2015, 6, 10, 12 №-сем) 41 статйи, 46 статйин 6-мӗш пункчӗ, 462 статйин 4-мӗш пункчӗ, 47 статйин 1-мӗш пункчӗн пӗрремӗш абзацӗ, 471 статйин 1-мӗш пункчӗ, 51 статйин 1-мӗш пункчӗ, 961 статйин пӗрремӗш абзацӗ (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин республика бюджечӗн проектне пичетлесе кӑлармалли вӑхӑта пырса тивекен пайра), иккӗмӗш абзацӗ, 962 статйин 1-мӗш пункчӗн иккӗмӗш абзацӗ, 3-мӗш пункчӗ, 964 статйин 1-мӗш пункчӗ (Чӑваш Республикин республика бюджечӗн проекчӗ тӗлӗшпе граждансен сӗнӗвӗсене йышӑнмалли вӑхӑта пырса тивекен пайра) вӑйра тӑнине 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен чарса лартас.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Граждансен коммерциллӗ мар пӗрлӗхӗнчи дача участокне ял хуҫалӑх ҫыравӗ ирттерме килнӗ Алина Пушкинӑна ӑшшӑн кӗтсе илчӗ вӑл, унӑн кашни ыйтӑвне туллин хуравларӗ тата хӑш ҫимӗҫ ӑҫта ҫитӗннине кӑтартса ҫӳрерӗ.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк: 563 ҫыруҫӑн, 95 инструкторӑн тата ытти специалистӑн утӑ уйӑхӗн 1 — ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче ҫырав объекчӗ шутне кӗртнӗ фермерсен тата предпринимательсен — 3,4 пин, ялти ҫынсен килти — 238,9 пин, хуларисен 8,7 пин хуҫалӑхне, граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлӗхне тата 9,8 пин лаптӑка тишкерсе тухмалла.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Любовь Арвидсовна палӑртнӑ тӑрӑх — ҫыравӑн республикӑри респонденчӗсен йышӗнче фермер хуҫалӑхӗсем — 4 пин, ялта пурӑнакансен уйрӑм хуҫалӑхӗсем — 239 пин, хуларисен — 9 пин, граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлешӗвӗнчи 9780 участок.
Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Граждансен, юридици вӑйӗнчи тытӑмсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлес енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Михаил Игнатьев Святослав Осокинпа Владимир Петров адвокатсене Тав хучӗпе чысларӗ.
Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ҫакна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та палӑртрӗ: «Граждансен, юридици вӑйӗнчи тытӑмсен прависемпе интересӗсене хӳтӗленӗ май эсир чӑннипех яваплӑ тивӗҫе пурнӑҫлатӑр. Нумайӑшӗ саккунсен улшӑнӑвне сӑнаса ӗлкӗреймест, ҫавна май сирӗн пулӑшу пысӑк пӗлтерӗшлӗ».
Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Граждансен коммерциллӗ мар пӗрлешӗвӗсенчи участоксен 56,6 проценчӗ юхӑннӑ.
Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Чӑвашстат ертӳҫи Эльвира Максимова пӗлтернӗ тӑрӑх - ҫыравра шута илмелли списокра (ҫу уйӑхӗ тӗлне) 436 ял хуҫалӑх организацийӗ (ҫав шутра предприятисен хушма хуҫалӑхӗсем те), 3674 фермер (уйрӑм пайтаҫӑсемпе пӗрле) тата 238,7 пин уйрӑм хуҫалӑхсем, хуласенчи граждансен суйласа илнӗ 8709 хуҫалӑхӗ (34 пин хушма хуҫалӑхран), граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлешӗвӗпе вӗсенчи 9780 участок (пӗтӗмӗшле 141,2 пин участокран).
Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Ҫав шутра — диспансеризаци ирттересси, граждансен уйрӑм категорийӗсен профилактика медтӗрӗслевӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
«Сывӑ наци» текен ӑнлав граждансен ӳт-пӳ сывлӑхне кӑна мар, кӑмӑл-сипет сывлӑхне те палӑртать.Понятие «здоровая нация» включает в себя не только физическое, но и нравственное здоровье граждан.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ҫын вӑй-хӑвачӗ – Чӑваш Ене аталантармалли чи пӗлтерӗшлӗ тупра, ҫавӑнпа та пирӗн хамӑрӑн граждансен ӑнӑҫулӑхне инвестицисем хывмалла.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе ку ыйту пирки тивӗҫлӗн канашланӑ, граждансен пӗрлӗхӗ те пуҫарӑва ырлать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ӗҫтешсемпе, министерствӑсемпе ведомствӑсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе пӗрле граждансен сӗнӗвӗсемпе хушӑвӗсене тӗплӗн тишкерсе пӑхса тухатпӑр тата вӗсене пурне те пурнӑҫласа пыратпӑр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Республикӑри кӑларӑмсем граждансен интересӗсем ҫине тимлӗх уйӑрса, чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинчен объективлӑн пӗлтерсе тӑрса, ҫӗнӗ технологисене наци пичечӗн чи лайӑх йӑли-йӗркипе тачӑ ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2926907
Нумай хваттерлӗ ҫуртсен капиталлӑ юсавӗшӗн тӳлес енӗпе граждансен уйрӑм категорийӗсене пулӑшмалли саккун проекчӗ пирки нумайӑшӗ кӗтнӗскер темелле.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Право сыхлавӗн ҫирӗп тӗрекӗ пулнӑ май, прокуратура ӗҫченӗсем граждансен прависене хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ, патшалӑх интересӗсене шанчӑклӑн сыхлаҫҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1325595
Эсир патшалӑх интересӗсене, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене шанчӑклӑн хураллатӑр, хӑвӑрӑн ырми-канми ӗҫӗрпе право йӗркине ҫирӗплетес тата обществӑра саккун ыйтнисене хисеплеме хӑнӑхтарассине йӗркелес ӗҫе, Раҫҫей патшалӑхӗн малашнехи демократилле аталанӑвне питех те пысӑк тӳпе хыватӑр.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1556241
Прокуратура сотрудникӗсен ҫӳллӗ шайри ӗҫлӗхпе этем пахалӑхӗсем граждансен прависене тата тӗрӗслӗх принципӗсене хӳтӗлемелли тивӗҫсене малашне те йӗркеллӗн пурнӑҫлама пулӑшса пырасси пирки иккӗленместӗп.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2684664
Прокуратура патшалӑхпа общество интересӗсене, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене тухӑҫлӑн хӳтӗлекен патшалӑхӑн питех те пӗлтерӗшлӗ институчӗ пулса тӑрать.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2925759
Прокуратура ӗҫченӗсен компетентлӑхӗнчен тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен граждансен социаллӑ прависене тата экономикӑри ирӗклӗхӗсене, патшалӑхӑн саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлессин пахалӑхӗ тата ҫӗршыври политика ҫирӗплӗхне упраса хӑварасси тӳрремӗнех килет.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=3173826