Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Итле-ха мана, эпӗ сана хам мӗн курнине каласа кӑтартам, 18. ӑслӑ ҫынсем мӗн илтнине каласа парам, вӗсем хӑйсен ашшӗсенчен мӗн илтнине пытарса хӑварман, 19. ҫӗре пӗр вӗсенӗн ашшӗсене ҫеҫ панӑ пулнӑ, вӗсенӗн хушшинче ют ҫын ҫӳремен.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӑнах та, выльӑхран ыйт-ха — вӗрентӗ сана, вӗҫен кайӑкран ыйт-ха — пӗлтерӗ сана; 8. е ҫӗрпе калаҫса пӑх — ӑс парӗ сана, тинӗс пуллисем те каласа парӗҫ сана.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ вӗсем сана вӗрентӗҫ, каласа кӑтартӗҫ, сӑмахӗсене пӗтӗм чӗререн калӗҫ: 11. хӑмӑш нӳрӗксӗр ҫитӗнеет-и, чакан шывсӑр ӳсеет-и?
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чӗлхем-ҫӑварӑма чармӑп ӗнтӗ; сывлӑшӑм тӑвӑнса ҫитнине каласа парам, чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вара Иов чӗлхипе усал каласа ҫылӑха кӗмен.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: санӑн ывӑлу-хӗрӳ аслӑ пиччӗшӗн килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларатчӗ; 19. сасартӑк пушхиртен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл килчӗ те пӳрте тӑватӑ кӗтессинчен тӑпӑлтарса ҫӗклерӗ, пӳрт ачусем ҫине йӑтӑнса анчӗ, вӗсем пурте вилчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ку ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тата тепӗри пырса калать: Халдея ҫыннисем виҫӗ ушкӑнпа пычӗҫ те тӗвесене тапӑнчӗҫ, вӗсене хӑваласа кайрӗҫ, тарҫусене хӗҫпе касса вӗлерчӗҫ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: тӳперен Турӑ вучӗ ӳкрӗ те сурӑхсемпе кӗтӳҫӗсене ӗнтсе-ҫунтарса ячӗ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав кун Артаксеркс патша иудейсен тӑшманӗн Аманӑн ҫуртне патша майрине Эсфире панӑ; Мардохей ӗнтӗ патша умне тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Эсфирь вӑл хӑйӗн тӑванӗ пулнине каласа панӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мӗн пулса иртнине вӑл арӑмне, Зерешь ятлӑскерне, тата хӑйӗн мӗнпур тусне каласа панӑ.13. И пересказал Аман Зереши, жене своей, и всем друзьям своим все, что случилось с ним.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аман вӗсене хӑйӗн шутсӑр-сумсӑр мулӗ ҫинчен, ывӑлӗсен йышӗ ҫинчен, патша ӑна мӗнлерех асла хурса чаплӑ улпутсемпе патша ҫумӗнчи ытти ҫынсенчен ҫӳле ҫӗклени ҫинчен каласа панӑ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Гафах каялла килнӗ те Эсфире Мардохей сӑмахӗсене каласа панӑ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсфирь патне хӑйӗн хӗрарӑм тарҫисемпе хайранӗсем пынӑ та ӑна пӗтӗмпе каласа панӑ, вара патша майри шуйхансах ӳкнӗ.4. И пришли служанки Есфири и евнухи ее и рассказали ей, и сильно встревожилась царица.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗр Мардохее хӑйне ҫеҫ вӗлерни уншӑн питӗ сахал пек туйӑннӑ; ӑна ӗнтӗ Мардохей хӑш халӑх ҫынни иккенне каласа панӑ; Аман вара Мардохейӗн пӗтӗм халӑхне, Артаксеркс патшалӑхӗнчи мӗнпур иудее пӗтерме шут тытнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫакна илтсессӗн Мардохей ӑна патша майрине Эсфире пӗлтернӗ, Эсфирь вара ун ятӗнчен патшана каласа панӑ.22. Узнав о том, Мардохей сообщил царице Есфири, а Есфирь сказала царю от имени Мардохея.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иудифь каласа пӗтерсен, пӗтӗм халӑх хыттӑн кӑшкӑрса янӑ, ҫав савӑнӑҫлӑ сасӑ хуларах илтӗннӗ.9. Когда она перестала говорить, народ громко воскликнул, и радостный крик его раздался в городе.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑх хушшинче тӑракан Иудифь ӑна пӗтӗмпе — хӑй кунтан тухса кайнӑ кунран пуҫласа вӗсемпе калаҫакан кун таранччен — каласа панӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ каласа парсамччӗ мана: ҫак кунсенче эсӗ мӗн турӑн?
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн пухӑвунта Ахиор мӗн каланине эпир илтнӗ, мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем ӑна чӗрӗ хӑварчӗҫ те, вӑл пире сана мӗн каланине йӑлтах каласа пачӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.