Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑннӑ (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗлхе саккунне йышӑннӑ вӑхӑтра урӑхла самана пулнӑ, ҫӗнӗ сывлӑш вӗрнӗ, малашлӑх пирки шухӑшланӑ, ыррине кӗтнӗ, хамӑрӑн пуласлӑх хамӑрӑн алӑра пулнине шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Нумай патшалӑх йышӑннӑ ӑна.

Много государств приняли его.

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ун чухне Чӗлхе саккунӗ пулман, положени кӑна йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ҫакӑн ҫинчен Атнер Хусанкайпа /вӑл хастаррӑн хутшӑннӑ май «Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен деклараци», «Чӑваш Республикин чӗлхисем ҫинчен» саккун /1990/, «Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫинчен» йышӑну /1992/, Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсем ҫинчен /ялавӗ, гербӗ, гимнӗ/ саккун акчӗсем, ҫавӑн пекех «Чӑваш Республикин Президенчӗ ҫинчен», «Чӑваш Республикин Президентне суйласси ҫинчен» саккунсем тата ытти те йышӑннӑ/ калаҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Чӑваш чӗлхи республикӑра патшалӑх чӗлхи пулса тӑчӗ пулсан та, ӑна аталантарма программа йышӑннӑ пулин те — ҫивӗч ыйту татӑлман-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков сӑмахӗпе ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне районта пай ҫӗрӗсем 23 693 гектар йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Пъедестал ҫинчи чи ҫӳллӗ картлашка ҫине чуманкассисем хӑпарнӑ, 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсене муркашсемпе ярославкӑсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Шкул командисенчен малти вырӑнсене Муркаш, Оринин тата Ҫатракасси шкулӗсенче вӗренекенсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн суйлавӗн малтанхи сасӑлавне хутшӑнас текенсен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Патшалӑх Думин депутачӗ пулас текен 44 ҫынран 61 заявка йышӑннӑ, ҫак шутран 41 заявкӑна регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Шупашкартан килнисем юлашкинчен ҫынсене харпӑр-хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Тӑвай районӗн 2016 ҫулхи пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем енӗпе 229385 пин тенкӗ суммӑпа йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Николай Малов пӗлтернӗ тӑрӑх - Патшалӑх Думин депутачӗ пулас текен 44 ҫынран 61 заявка йышӑннӑ, ҫак шутран 41 заявкӑна регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

45. Иисус Галилейӑна пырсан, Галилея ҫыннисем, Вӑл Иерусалимра уявра мӗн тунине пурне те курнӑскерсем, Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ — уява вӗсем те кайнӑ пулнӑ.

45. Когда пришел Он в Галилею, то Галилеяне приняли Его, видев все, что Он сделал в Иерусалиме в праздник, - ибо и они ходили на праздник.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫапла ӗнтӗ эсӗ манпа пӗр шухӑшлӑ тӑратӑн пулсассӑн, ӑна мана йышӑннӑ пек йышӑн.

17. Итак, если ты имеешь общение со мною, то прими его, как меня.

Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫакна тӑвансене ӑнлантарса пар, вара эсӗ, чӑн тӗн сӑмахӗпе тата ху йышӑннӑ ырӑ вӗрентӳпе тӗреклӗленсе, Иисус Христосшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраканӗ пулӑн.

6. Внушая сие братиям, будешь добрый служитель Иисуса Христа, питаемый словами веры и добрым учением, которому ты последовал.

1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Эпир унччен мӗн каланӑччӗ, халӗ те каллех ҫапла калатӑп: хӑвӑр йышӑннӑ Ырӑ Хыпара сире урӑхла вӗрентекене ылхан пултӑр.

9. Как прежде мы сказали, так и теперь еще говорю: кто благовествует вам не то, что вы приняли, да будет анафема.

Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Верия ҫыннисем Фессалоника ҫыннисенчен уҫӑ кӑмӑллӑрах пулнӑ: ку чӑнах ҫапла-ши тесе, Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса вӗсем Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ.

11. Здешние были благомысленнее Фессалоникских: они приняли слово со всем усердием, ежедневно разбирая Писания, точно ли это так.

Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Савл вара, ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсене вӗлерме шухӑш тытнӑскер, аслӑ священник патне пынӑ та 2. унран Дамаскри синагогӑсем валли ҫырусем ыйтса илнӗ: вӑл ӗнтӗ ҫав вӗрентӗве йышӑннӑ унти арҫыннине те, хӗрарӑмне те — кама тӗл пулнӑ, ҫавна — тытса-ҫыхса Иерусалима илсе пыма ирӗк илесшӗн пулнӑ.

1. Савл же, еще дыша угрозами и убийством на учеников Господа, пришел к первосвященнику 2. и выпросил у него письма в Дамаск к синагогам, чтобы, кого найдет последующих сему учению, и мужчин и женщин, связав, приводить в Иерусалим.

Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Иисус каялла таврӑнсан, халӑх Ӑна хапӑлласа йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн пурте Ӑна кӗтсе тӑнӑ.

40. Когда же возвратился Иисус, народ принял Его, потому что все ожидали Его.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех