Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗренме (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Художество училищине йышӑну экзаменӗ пама кайрӑм, ӑнӑҫлӑ тытрӑм, вӗренме илчӗҫ.

Поехал сдавать вступительные экзамены в художественное училище, сдал отлично, приняли на учебу.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Килте атте-аннепе канашлатӑп, Шупашкара, художество училищине вӗренме каяс шухӑша ӑнлантаратӑп вӗсене.

Дома советуюсь с родителями, объясняю желание учиться в художественном училище в Чебоксарах.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Калас пулать, вӑрҫӑ йывӑр ҫулӗсенче шкулта вӗренме пирӗн май пулман, выҫӑ вилесрен ҫӑлӑнмалла пулнӑ.

Надо сказать, что во время тяжелых военных лет не было возможностей ходить в школу, надо было спасаться от голодной смерти.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Мускава Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренме 13 чӑваш ҫамрӑкӗ кайрӑмӑр.

- В Московское театральное училище имени Щепкина поехали учиться 13 чувашских молодых людей.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Шупашкарта артиста вӗренме илесси пирки конкурс пыни ҫинчен ӑнсӑртран пӗлтӗм.

О том что в Чебоксарах идет конкурс на прием учиться на артиста узнал случайно.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Пионера кӗрекен кашни ача дружина тата класс умӗнче Тӑван ҫӗршыва чун-чӗререн юратма, лайӑх вӗренме, аслисене хисеплеме тупа тӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Питӗ кӑмӑлне кайнӑ ӑна баян, пианино калама вӗренме.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Шкул пӗтерсен ӑҫта вӗренме каяс ыйту сиксе тухсан вӑл пӗр иккӗленмесӗр Ульяновскри культурӑпа ҫутӗҫ училищине кайнӑ, оркестр уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ҫав вӑхӑтрах Ульяновскри ял хуҫалӑх академине вӗренме вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Улька та ав Шупашкара артисткӑна вӗренме каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Лисук Шупашкара вӗренме кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Лисук Шупашкара вӗренме кайрӗ.

Лиза поехала в Чебоксары учиться.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗренме вӑхӑт.

Время учиться.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Шупашкара артисткӑна вӗренме кайма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

1937 ҫулхи вӗренӳ ҫулне Валяпа Анна пӗрле пиллӗкмӗш класра вӗренме тытӑннипе пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫавӑн пиркиех пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан малалла вӗренме каяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӑй вӗренме пултараймасан та Евтук аванах пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑтам шкул пӗтерсен выльӑх тухтӑрне вӗренме кӗтӗм.

После окончания средней школы поступил учиться на ветврача.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кайран мана вӑрман маҫтӑрӗ пулма вӗренме ячӗҫ.

Позже меня отправили учиться на лесовода.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Чи асра юлни — пӗрремӗш класа вӗренме кайни.

Самое памятное - как пошел учиться в первый класс.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех