Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темскер сăмах пирĕн базăра пур.
темскер (тĕпĕ: темскер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла пулчӗ те: Атарщиков сӑмси витӗр темскер мӑкӑртатрӗ те вӑрахчен шарламасӑр ларчӗ.

Так и произошло: Атарщиков что-то промычал невнятное, долго сидел молча.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лӑп ҫынсем тухса каяс умӗн Атарщиков Долговпа темскер пӑшӑлтатса илчӗ те хыттӑн пӗлтернӗ:

И уже совсем перед концом Атарщиков, пошептавшись с Долговым, крикнул:

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Корнилов мӗн шухӑш тытни ҫинчен йывӑр-ха пире калаҫма: те каллех вӑл Российӑра кивӗ йӗркесем тӑвасшӑн, те татах темскер

— Нам трудно судить, чего хочет Корнилов: только ли восстановления порядка в России, или восстановления еще чего-нибудь…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Арӑмне майӗпен ыталаса виҫӗ хут чуп туса илчӗ те темскер ҫинчен ыйтса пӗлме тӑчӗ, анчах ӑшри хумхану ҫиеле шӑвӑнса тухнипе тутисем вӗттӗн чӗтренме тытӑнчӗҫ, чӗлхи ҫыхланса ларчӗ.

Он степенно обнял жену, поцеловал ее три раза, хотел что-то спросить, но глубокое внутреннее волнение пробилось наружу — мелко задрожали губы и словно отнялся язык.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сӑнӗпе улшӑннӑ-и хӑй? — пырӗнче темскер типпӗн тӑвӑлса капланнипе чыхланса ыйтрӗ те Аксинья, тытӑнчӑклӑн тухакан сассине тикӗслетме тӑрӑшса, ӳсӗрсе илчӗ.

— Какой же он, Гришка? — давясь сухой спазмой, спрашивала Аксинья и покашливала, выправляя секущийся голос.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫ пулас умӗн Сергей Платоновичӑн пӗтӗм шӑм-шакӗ, темскер тулласа пӗтернӗ пек, сӑрӑлтатса ыратма пуҫларӗ.

День этот оставил под исход Сергею Платоновичу садную дурную боль.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ак кунта, атте, темскер

— Тут вот, батя, что-то…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Куратӑн… ав, мӗнле… — темскер калас тесе пуҫланӑччӗ Иван Алексеевич; анчах ҫав самантра Лиховидов пичӗ ҫинчи шӑнӑрсем хыттӑн туртӑнса хутланчӗҫ.

— Вот… видишь как… — начал Иван Алексеевич, пытаясь что-то сказать, но лицо Лиховидова пронизала судорога.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн вилес умӗн темскер кӑшкӑрнипе карса пӑрахнӑ тути-ҫӑварӗ тӗлӗнче йӑм хура мӑйӑхӗ хурлӑхлӑн усӑнса аннӑ; вилӗм кӑвакартса янӑ пичӗ ҫинче сарлака куҫ харшисем чӑрсӑррӑн шӑртланса тӑраҫҫӗ.

Над его широко раскрытым ртом, таившим немые отзвуки последнего крика, понуро висели густые черные усы, на выбеленном смертью лице хмурились в смелом размете широкие брови.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл татах темскер кӑшкӑрчӗ, анчах сотня юнашар урамалла пӑрӑнса кӗчӗ те, Иван Алексеевич ҫухатрӗ ӑна куҫран.

Он еще что-то кричал, но сотня свернула на следующую улицу, и Иван Алексеевич потерял его из виду.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий ӑҫта та пулин сарай ҫывӑхнерех пырса тӑрать, кӗрхи сивӗ каҫӑн тӗксӗм ытамне тинкерсе сӑнать, ҫав хушӑрах хӑйӗн куҫӗ те куҫҫульпе тулнине, куҫ хупаххисенче темскер ҫивӗччӗн те ачашшӑн чике-чике килнине туять.

Листницкий стоял где-нибудь неподалеку от сарая, вглядывался в осеннюю хмарь вечера и ощущал, что глаза его увлажняются слезой, остро и сладко режет веки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ темскер пӑлханатӑн пулас? — сӑнаса пӑхса илчӗ ун ҫине Меркулов.

— Ты как будто взволнован? — Меркулов испытующе посмотрел на него.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Меркулов, пуҫне чалӑштарса, ҫаплах темскер ӳкерсе ларать.

Меркулов, косо наклонив голову, рисовал.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пирӗн Кубань тӑрӑхӗнче темскер хӑйне уйрӑм, урӑх ҫӗрте пулман пурӑнӑҫ пур…»

У нас в Кубани есть что-то особенное, есть жизнь, которой больше нигде нет…»

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темскер ваннӑ унта…

Какая-то в ней случилась поломка…

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ пур, темскер калаҫатӑн!..

А ты говоришь черт знает что!..

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл, офицер мундирӗн тӳмине тытса пӗтӗркелесе, ӑна темскер каларӗ, унтан атамана пӳрнипе юнарӗ.

Он что-то сказал офицеру, вертя в пальцах пуговицу его мундира, и помахал атаману пальцем.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Акасса йӗркеллех, пит лайӑх акса хӑвараҫҫӗ, шӑтасса вара темскер шӑтса тухать, уйӑрса илме те ҫук: арбуз тес — арбуз мар, кавӑн тес — кавӑн мар, хӑяр — хӑяр мар… шуйттан пӗлет мӗн иккенне!

Засеют как следует, а взойдет такое, что и разобрать нельзя: арбуз не арбуз, тыква не тыква, огурец не огурец… черт знает что такое!

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗр-пӗр ҫӗрте темскер лӑпках маррине илтетчӗ те вара: «Атьӑр-ха, ачсемӗр, атьӑр-ха хӗрес хума тытӑнар! — тесе кӑшкӑратчӗ.

И, бывало, чуть только услышит старик, что в ином месте неспокойно: — А ну-те, ребята, давайте крестить! — закричит к нам.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ай»! темскер кӑшкӑрса ячӗ мӑн сасӑпа.

— Ай! — закричало басом.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех