Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнчӗҫ (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гленарван, Паганель, Мак-Набс, Роберт, Джон Мангльс, Ольбинет тата икӗ матрос пурте пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫе тытӑнчӗҫ.

Гленарван, Паганель, Мак-Набс, Роберт, Джон Мангльс, Ольбинет и оба матроса дружно взялись за дело.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Европеецсем удупӑн хӳминчен тухсанах дикарьсем урсах кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.

Крики ярости встретили европейцев, когда они показались из-за частокола удупы.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кирек мӗн пулсан та географа пурте тӗлӗнмелле майпа ҫӑлӑнса тухнӑшӑн пӗтӗм чӗререн мухтарӗҫ, ҫапла вара иртнисем ҫинчен асӑнса илсе, паян мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗҫ.

Но как бы там ни было, все от души поздравляли географа с чудесным спасением и, отдав таким образом дань прошлому, вернулись к заботам настоящего.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Дикарьсем тепӗр хут кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ, вӗсем таркӑнсем ӑҫтине курчӗҫ пулмалла.

Новый взрыв криков свидетельствовал о том, что их местопребывание было открыто.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем малтан мӗнпур такелажа турӗҫ, унтан грот-мачтӑна тума тытӑнчӗҫ.

Они срубили сначала весь такелаж, а затем принялись и за грот-мачту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнтах пурте ӗҫе тытӑнчӗҫ, тӗттӗмленсе килсен тин ӗҫлеме чарӑнчӗҫ.

Тотчас же все принялись за работу и прервали её только с наступлением темноты.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Корчагина малалла калама парасшӑн мар пулчӗҫ, вӗсем пукансемпе кӗмсертеттерме, кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.

Корчагину не давали говорить дальше, стучали стульями, кричали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— «Практикӑллӑ ӗҫе пӑрахрӑмӑр, тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ пӗтӗм бюро районсенче ҫӳрет, троцкистсем халиччен пулман ҫивӗчлӗхпе кӗрешме тытӑнчӗҫ.

— «Практическая работа заброшена, уже четвертый день все бюро в районах, троцкисты развернули борьбу с небывалой остротой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Электротехниксем кунпа ҫеҫ ҫырлахмарӗҫ, вӗсем карташне те тасатма тытӑнчӗҫ.

Электротехники не успокоились на этом и принялись за двор.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ак тытӑнчӗҫ вара хайхисем мана лутӑркама, ӑҫтан тупнӑ эсӗ философи ҫинчен кун пек сӑмахсене, теҫҫӗ.

Давай они меня тут марьяжить, откуда, мол, у меня такие новости про философию.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Поезд тапрансан, кӑшт лӑпланчӗҫ, яланхи пекех антӑхса апат ҫиме тытӑнчӗҫ.

Когда поезд тронулся, поугомонились и, как всегда в этих случаях, жадно принялись за еду.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Икӗ хӗрача, кӗске ҫивӗтлӗскерсем, кӑмака ҫине хӑвӑрт хӑпарса кайса, унтан кайӑксем пек сӑнама тытӑнчӗҫ.

Две девочки-подростка с куцыми косичками быстро взобрались на печь и с любопытством дикарей выглядывали оттуда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лӑк тулнӑ вагонсенче вӑрҫма, кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.

В битком набитых вагонах заохали и зачертыхались.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Станцирен тӑватӑ километр ҫурӑра кӗреҫесем ҫӗре хаяррӑн кышлама тытӑнчӗҫ.

В четырех с половиной километрах от станции яростно вгрызались в землю лопаты.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Залра шавлама тытӑнчӗҫ.

В зале послышался шум.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Телеграф провочӗсем шифрланӑ телеграммӑсем ӑсатма васкарӗҫ, ҫав телеграммӑсем пырса кӗрекен вырӑнсенче республикӑна сыхлакансем, ҫывӑрма мансах, сӑпса йӑвисене тустарма тытӑнчӗҫ.

Прямые провода спешили передать шифрованные телеграммы, и везде, куда прилетали они, забывая про сон, сторожевые республики обезвреживали осиные гнезда.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӳршӗрен пысӑк самовар кайса илчӗҫ, мӗнпур пек сахарина ӗҫсе пӗтерчӗҫ, унтан, чей ӗҫсе тӑрансан, хорпа юрлама тытӑнчӗҫ:

В соседнем дворе был одолжен здоровенный самоварище, и на чай ухлопали весь запас сахарина, а покончив с самоваром, грянули хором:

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫавӑнпа та моряксем ҫӳллӗ йывӑҫсене темиҫе касса ячӗҫ те вӗсенчен сулӑ тума тытӑнчӗҫ.

Поэтому моряки срубили несколько высоких деревьев и связали из них плот.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Элен пӗрмаях шикленсе тӑчӗ, вӑл ҫак спектакльрен ҫапӑҫу тухса каясран хӑрать, ҫитменнине тата ачасем, спектакльре ыттисемпе пӗрлех выляканскерсем, ахаль вылямалла ҫеҫ мар, пӗрне-пӗри пикенсех кӳпкеме тытӑнчӗҫ.

Элен всё время боялась, как бы представление не перешло в настоящее сражение, тем более, что дети, принимавшие участие в спектакле, уже тузили друг друга с неподдельным жаром и отнюдь не только для видимости.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн юлташӗсем ҫӗр каҫмалли вырӑнсене хатӗрлеме тытӑнчӗҫ.

Его спутники занялись подготовкой ночлега и приготовлением постелей.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех