Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсса (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ паҫӑр мана: санӑн питӳ ҫутах мар, пӗркеленкӗ терӗн, — калаҫма пуҫларӗ Обломов, сӑмахне малалла тӑсса, — ҫапла, эпӗ ҫемҫешке, тӑхӑнса ҫӗтнӗ сӑхман пекех кивӗ, анчах ку — ҫанталӑка пула мар, ӗҫе пула мар, вуникӗ ҫул хушши ҫутта хам ӑшра хупса усранӑран ҫапла, вӑл тухмалли ҫул шырарӗ, анчах хӑйӗн тӗрмине ҫеҫ ҫунтарса ячӗ, ирӗке тухаймасӑр сӳнчӗ.

— Ты сказал давеча, что у меня лицо не совсем свежо, измято, — продолжал Обломов, — да, я дряблый, ветхий, изношенный кафтан, но не от климата, не от трудов, а от того, что двенадцать лет во мне был заперт свет, который искал выхода, но только жег свою тюрьму, не вырвался на волю и угас.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захар, нянька пекех, ӑна чӑлхисене, пушмакӗсене тӑхӑнтарать, Илюша вара, вунтӑватӑ ҫула ҫитнӗ ача, выртнӑ ҫӗртех ҫаврӑнкаласа е пӗр урине, е теприне тӑсса пама ҫеҫ пӗлет; мӗн те пулин урӑхла пек туйӑнсан, Захаркӑна сӑмсаран тапать.

Захар, как, бывало, нянька, натягивает ему чулки, надевает башмаки, а Илюша, уже четырнадцатилетний мальчик, только и знает, что подставляет ему лежа то ту, то другую ногу; а чуть что покажется ему не так, то он поддаст Захарке ногой в нос.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗнле майпа? — кӑшкӑрчӗ Обломов, пӗр аллине хӑна еннелле тӑсса, тепринпе пукан шутарса лартса.

Какими судьбами? — воскликнул Обломов, протягивая одну руку гостю, а другою подвигая стул.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗнле кичем! — пӑшӑлтатрӗ вӑл, урисене пӗрре тӑсса ярса, тепре хуҫлатса хурса.

— Какая скука! — шептал он, то вытягивая, то поджимая ноги.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр чухне вӑл этемлӗхӗн айӑпне, ултава, элеке, тӗнчипе сарӑлнӑ усал-тӗселе курайми пулса ҫитет те — ҫынна унӑн суранне кӑтартса парасшӑн ҫунать, унтан сасартӑк унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тинӗсри хумсем пек вылянма тытӑнаҫҫӗ, унтан вӗсем ӗмӗт пулса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм юна вӗрилентереҫҫӗ, хул шӑнӑрӗсене хускатаҫҫӗ, юн тымарӗсене хытараҫҫӗ, ӗмӗтсем ӑна мӗнле те пулин ӗҫ тума хистеҫҫӗ; вӑл, шухӑшсемпе хавхаланнӑскер, пӗр минутрах икӗ-виҫӗ хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать е куҫӗсене йӑлкӑштарса вырӑн ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленет, аллине тӑсса йӗри-тавра хавхалануллӑн пӑхкалать…

Случается и то, что он исполнится презрения к людскому пороку, ко лжи, к клевете, к разлитому в мире злу и разгорится желанием указать человеку на его язвы, и вдруг загораются в нем мысли, ходят и гуляют в голове, как волны в море, потом вырастают в намерения, зажгут всю кровь в нем, задвигаются мускулы его, напрягутся жилы, намерения преображаются в стремления: он, движимый нравственною силою, в одну минуту быстро изменит две-три позы, с блистающими глазами привстанет до половины на постели, протянет руку и вдохновенно озирается кругом…

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Сывӑ-и, земляк, — пат татса каларӗ Тарантьев, ҫӑмлӑ аллине Обломов еннелле тӑсса.

— Здравствуй, земляк, — отрывисто сказал Тарантьев, протягивая мохнатую руку к Обломову.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Темиҫе ҫӗрте крансем мӑйӗсене тӑсса ларнӑ.

Вытянув шеи, поворачивались подъемные краны.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Новиков хучӗсене тӑсса панӑ.

Новиков протянул бумаги.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Эсир мана панӑ кӗнекене вуласа тухрӑм, каялла илсе килтӗм, — хуравларӗ Новиков Войничӑн «Овод» кӗнекине тӑсса панӑ май.

— Принес книжку, которую вы мне дали почитать, — ответил Новиков и протянул «Овод» Войнич.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

«Чӑн-чӑн Илья Муромец вӗт ку. Акӑ кама сӑнламалла Васнецов художникӑн», — шухӑшлать Крылов ӑна хӑйӗн хучӗсене тӑсса панӑ май.

«Ни дать ни взять богатырь Илья Муромец. Вот с кого бы писать художнику Васнецову», — подумал Крылов и протянул свои бумаги.

Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Аннеҫӗм, анне, кур-ха, асамлӑ пуль ку юр пӗрчисем, юмахри пек вӗҫеҫҫӗ, — тенӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗр ача тӳперен вӗҫсе анакан шурӑ мамӑка тытма аллисене тӑсса.

— Мама, мама, посмотри, какими чудесными стали снежинки, как в сказке! — засмеялась девочка в меховой шубке, подставляя руки летящим снежным пушинкам.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Женя аллинчи теттине сӑмахсӑрах тӑсса пачӗ.

Женя послушна отдала им игрушку, которая все еще была в ее руках.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Шӑнкӑравламаллах, — терӗ те Женя телефонне Маргаритӑна тӑсса пачӗ.

— Позвонить надо, — согласилась Женя и протянула Маргарите телефон.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӗр ача Федора билетсем тӑсса пачӗ.

Женя протянула Федору билеты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Пултараймастӑп, — терӗ Федор тӑсса панӑ пистолетран пӑрӑнса.

— Я не могу! — пролепетал Федор, отшатнувшись от протянутого ему оружия.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Персе пӑрахма сӗнетӗн-и? — Женя пистолета туртса кӑларчӗ те ӑна аврине Федор еннелле туса тӑсса пачӗ.

— Ты предлагаешь его пристрелить? — Женя вытащила из-за пояса пистолет и рукояткой вперед протянула его Федору.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Каллех Женьӑн шухӑшламалла, — ассӑн сывласа илчӗ те Женя шалти кӗсйинчен Чебурашкӑна туртса кӑларса Маргаритӑна тӑсса пачӗ.

— Опять Женя! — вздохнула Женя пошарила в рюкзаке и достала Чебурашку, протянула его Маргарите.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ачасем подъезд алӑкӗ хыҫне пытанасса кӗтменскер, вӑл малалла вирхӗнчӗ те Женя юриех тӑсса хунӑ ураран такӑнса малалла сирпӗнсе кайрӗ, аллисене сарса ярса ҫӗре лаплатрӗ, чӑмӑрти уҫҫине кӑларса ӳкерчӗ.

Бандит никак не ожидал, что ребята остановятся и спрячутся за дверью, поэтому поспешил изо всех сил, так что когда Женя подставила ему ногу, он ее не увидел и полетел вперед. Упал, раскинув руки в стороны и выронив ключи от машины.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Федор ӑна хӗр ачана тӑсса пачӗ.

Мальчик протянул его девочке.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Маргарита тетттене тӑсса пачӗ.

Маргарита протянула ему игрушку,

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех