Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ҫывӑхланчӗҫ, тату турӗҫ; 6. кирек кам та хӑйӗн юлташне пулӑшать, хӑйӗн тӑванне: «ҫирӗп тӑр!» тесе хавхалантарать.Они сблизились и сошлись; 6. каждый помогает своему товарищу и говорит своему брату: «крепись!»
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑр, Киттим ҫӗрне кай, анчах унта та канӑҫ пулмӗ сана, терӗ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла каларӗ: тӑр та патша таврашӗн пуҫлӑхӗ патне кай, ҫав Севна патне, кермен пуҫлӑхӗ патне, ҫит, [вара кала ӑна]: 16. кунта санӑн мӗн пур, кунта санӑн кам пур, эсӗ мӗншӗн кунта хӑв валли тупӑклӑх тӑватӑн? те.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. «Канаш пух, мӗн тумаллине палӑрт: кӑнтӑр варринче, ҫӗрлехи пек, хӑвӑн сулхӑнупа витсе тӑр пире, хӑваласа янисене хӳтӗле, шуйханса ҫӳрекенсене тытса кайма ан пар. 4. Хӑваласа янӑ ҫыннӑмсем, моавсем, сан патӑнта пурӑнччӑр; вӗсене вӑрӑ-хурах тапӑнасран хӳтӗле: пусмӑрлакан пулмӗ, ҫаратассийӗ пӗтӗ, хӗсӗрлекенсем ҫӗр ҫинчен ҫухалӗҫ. 5. Хӗрхенӳллӗ пулсассӑн аслӑ пукан ҫирӗпленӗ, ун ҫинче, Давид чатӑрӗнче, чӑнлӑха шыракан, тӗрӗс сут тӑвакан тӳре ларӗ».
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа Исаийӑна каланӑ: эсӗ хӑвӑн Шеар-ясув ывӑлупа пӗрле Тури пӗве патне, шыв ҫулӗ пуҫланакан тӗле, пир-авӑр шуратмалли хир енне каякан ҫул ҫине, Ахаза хирӗҫ тух, 4. ӑна ҫапла кала: сӑнасах тӑр, лӑпкӑ пул; ан хӑра, ҫак йӑсӑрланакан икӗ вутпуҫҫирен — Рецинпа Сири ҫыннисенчен тата Ремалия ывӑлӗнчен, — вӗсен хӗрсе кайнӑ ҫиллинчен санӑн чӗру ан шиклентӗр.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлти Турӑ Хӑй епле парать, ҫавӑн пек пар, питӳ-куҫу хаваслӑ пултӑр — аллу вӑйне кура парса тӑр: 10. Ҫӳлхуҫа тавӑрса парать, Вӑл сана ҫичӗ хут ытла тавӑрса парӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унпа кулса-ейӗлсе ан тӑр — унпа пӗрле хуйхӑрмалла ан пултӑр, кайран, ӗмӗрӳ вӗҫӗнче, шӑлна ҫыртмалла ан пултӑр.10. Не смейся с ним, чтобы не горевать с ним и после не скрежетать зубами своими.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавах эсӗ мӗскӗн ҫынна кӑмӑл ту, ӑна пулӑшасран туртӑнса ан тӑр; 12. Турӑ ячӗпе ан пӑрах мӗскӗн ҫынна, ӑна пушӑ алӑпа кӑларса ан яр.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӗрарӑм намӑссӑрланса пӑхнинчен сыхланса тӑр, вӑл хӑвна ҫылӑха кӗртсессӗн, ан тӗлӗн вара: 14. шывсӑр антӑхнӑ ҫулҫӳревҫӗ куҫ тӗлне пулнӑ шыва мӗнле ҫӑтӑхса ӗҫет, 15. вӑл та ҫавӑн пек кирек хӑш чатӑр умне пырса ларать те ҫӗмрен умӗнче йӗннине хатӗрлет.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӑслӑлӑха кайӑка йӗрленӗ пек йӗрлесе ҫӳре, ӑна хӑйӗн ҫулӗ ҫинче сыхласа тӑр.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ывӑлӑм! вӑю ҫитнӗ таран хӑвна ху ырӑ ту, Ҫӳлхуҫана кӳрес парнене тивӗҫлӗн парса тӑр.11. Сын мой! по состоянию твоему делай добро себе и приношения Господу достойно приноси.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫын ҫумне ан ҫыпҫӑн, сана тӗртсе ан яччӑр, ытла аякра та ан тӑр, сана манса ан кайччӑр.13. Не будь навязчив, чтобы не оттолкнули тебя, и не слишком удаляйся, чтобы не забыли о тебе.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Камӑн ҫынна вӗлерме ирӗк пур, ҫав ҫынран аяккарах пӑрӑн, вара вилӗм сехрипе сехӗрленмӗн; 17. ун пек ҫынпа ҫывӑхланас пулсассӑн вара — асӑрхан: пурӑнас кунҫулна ан таттӑр, 18. пӗлсех тӑр: эсӗ серепесем хушшипе пыратӑн, шӗвреке тӑрӑллӑ хӳме ҫинче ҫӳретӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӗрупраҫ ҫине ытараймасӑр пӑхса ан тӑр, унӑн илемӗ астарса янипе кайран хаса тӳсмелле ан пултӑр.5. Не засматривайся на девицу, чтобы не соблазниться прелестями ее.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑм юрланине нумайччен итлесе ан тӑр, юррипе килентерӳҫӗн сана илӗртсе ан ятӑр.4. Не оставайся долго с певицею, чтобы не плениться тебе искусством ее.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хаяр чӗлхеллӗ ҫынпа ан тавлаш, унӑн вут-ҫулӑмне кӑвайт хурсах ан тӑр.4. Не спорь с человеком, дерзким на язык, и не подкладывай дров на огонь его.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗм чунупа савӑнса-хӑраса тӑр, Унӑн священникӗсене хисепле: 32. хӑвна Пултаракана пӗтӗм вӑй-халупа юрат, Уншӑн ӗҫлекенсенчен ан сивӗн.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Астусах тӑр — Турӑ ҫилли тӑхтамасть, 18. чунна витӗрех йӑвашлантар.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тусран тӑшман пулса ан тӑр: усал ят илсе эсӗ намӑс ҫеҫ курӑн; икӗ чӗлхеллӗ ҫылӑх ҫын ҫапла тӑвать.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.