Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр виҫӗ минутран икӗ хутлӑ ҫуртри кашни пӳлӗмрех ҫутӑ ҫуталчӗ те, вараланса пӗтнӗ, намӑсланнӑ Володя хуллен пусма ҫинчен шуса анчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ пӑнчӑсен секторӗсем шуса, яка металл ҫинче веер пек сарӑлса ҫухалаҫҫӗ.Секторы лоснящихся бликов скользили, расходились веером и пропадали в полированном металле.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑй тата, Архангельскри йывӑҫ тротуар ҫинче конькипе ярӑннӑ пек шуса, сандали тепне те шӑтарчӗ ӗнтӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта шуса ансан эп хыпашлама пуҫларӑм — эпир пытанмалла выляттӑмӑр, — унтан шӑтӑк витӗр ҫӳлтен ҫутӑ ӳкрӗ те, эсир партизан пулнӑ чух, Гриценко мучипе стена ҫине алӑ пуснине вуларӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан вӑл ашшӗ ҫавӑтса пынипе, тӳп-турӗ тӑракан трапӑн тимӗр картлашкисем тӑрӑх урисемпе шуса хулӑн хурҫӑ хӑлӑпсенчен тытса, Никифор Семеновичпа пӗрле теплоход тӗпне анчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан кукӑр хыҫӗнчен, карапӑн ҫӳллӗ те хура кӗлетки хуллен шуса тухрӗ.А потом из-за поворота медленно выполз высокий черный корпус корабля.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун чух ачасем хунарсене хӑвӑрт пуҫ тӗлне ҫӗклеҫҫӗ те, тӗттӗмӗн хура аллисем вӑхӑтлӑха юлташсене вӗҫертеҫҫӗ, ҫӗр айӗнчи коридор кӗтессисене шуса, хунар ҫути ӳкмен чул хыҫне пытанаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗсем чӗрҫи ҫинчен шуса анакан ачисене ҫавӑрса илеҫҫӗ, автобус тӑрӑх кусакан баулсене тытаҫҫӗ, шӳт тӑваҫҫӗ, анчах сӑмахӗсем, силленнӗ чух пырӗсенчен кулӑшла ӗклетсе, чӗтресе, темӗнле сиккеленчӗклӗн тухаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кровать урлӑ ҫурӑмпа выртса шуса, ура тупанӗсемпе ҫӗре перӗнчӗ те, ҫара уран, кӗллисемпе пӳлӗм тӑрӑх ҫатлаттарса, хӑех кӗтессе кайса тӑчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вальӑпа пытанмалла вылянӑ чухне, Володя ҫав симӗс хӑрушӑ вӗлтренлӗх айне майӗпен шуса кӗрсе выртрӗ.Володя играл с Валей в прятки и тихонько заполз под эти зеленые опасные заросли.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫавӑнта ҫӗр ишӗлсе ӑнчӗ те, эпӗ те шуса антӑм…
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ваня хӑракаласа ҫывӑхнерех шуса пычӗ те шӑтӑка пӑхса кӑшкӑрса илчӗ:Превозмогая робость, Ваня подполз поближе, заглянул в провал и закричал:
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя хушӑка шуса кӗчӗ те, хускалмасӑр лӑпчӑнса выртрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хулпуҫҫи урлӑ каллӗ-маллӗ пӑхрӗ те, ишӗлсе аннӑ икӗ пысӑк рак хуран чулӗ хушшине шуса кӗнине туйрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл Ваня уттине, хыт-хура кӑштӑртатнине илтрӗ те, юлташа курӑнас мар тесе, сӑрт ҫинчен аялалла хӑвӑрт шуса кайма пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хытӑ хускатнипе кӗмӗл тумлам сасартӑк тайӑлнӑ коробка кӗтессине шуса анчӗ те, ҫӗре сиксе ӳкрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗтӗм ҫеҫенхирӗпе, сакӑр ҫухрӑм кайса та, вӗсем пурӗ те пӗр чӗрӗ япала, ногай кибиткине анчах, тӗл пулчӗҫ, лешӗ, арба ҫине вырнаҫтарса лартнӑскер, вӗсенчен пӗрер ҫухрӑмра ерипен шуса пычӗ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Эх, кордонран ыйтса килме май тухнӑшӑн эпӗ ҫав тери савӑнатӑп! — терӗ Лукашка, пӳрт умӗнчи хӗр ҫумне ҫывӑхарах шуса ларса тата пӗр тӑтӑшах ун ҫине куҫран пӑхса.
XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Шуса ҫеҫ тухрӗ, пӑхкалать.
IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тӗллеме пуҫларӑм, анчах хӑмӑш хушшинчен мана курӑнмасть; ҫӗклентӗм, вӑл вара, эсрелӗ иртрӗ пулас, часрах ӑшӑх вырӑналла шуса тухрӗ те йӗри-тавра пӑхкалать.