Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуян сăмах пирĕн базăра пур.
пуян (тĕпĕ: пуян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-пӗр завод хуҫин е ҫӗрме пуян сутӑҫӑн ывӑлӗ пулӗ-ха: службӑна лекесрен пытанса юлнӑ та, йӗксӗк, — тӑван ҫӗр-шыв ҫине сурнӑ кӑна вӑл, — халӗ «оборонӑшӑн ӗҫлет», шӳсе купчесе пырать, пуян хӗрарӑмсене савса эпекленет ӗнтӗ…»

Наверно, сын заводчика или какого-нибудь торгового зубра, уклонился, подлец, от службы, — начхать ему на родину, — и «работает на оборону», жиреет, с удобствами любит женщин…»

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Румыни ҫывӑхӗнчи темӗнле пысӑках мар, анчах пуян ялта Чубатый тахӑшӗн кӗлетӗнчен пӗр пӑт урпа вӑрласа тухма тӑнӑ.

Уже неподалеку от румынской территории, в какой-то зажиточной деревушке, Чубатый ухитрился выкрасть из амбара с меру ячменя.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Акӑ мӗнпе пуян та вӑйлӑ эпир», — тенӗн туйӑннӑ вӗсен куҫӗсем.

«Так вот чем мы богаты и всесильны», — точно говорили их восторженные взгляды.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем-ҫке пуян та сарлака шыва Ставрополь ҫеҫенхирне кӗме чарса тӑнӑ, Армавир еннелле пӑрса янӑ.

Это они не пустили полноводную реку на ставропольские равнины и повернули ее на Армавир.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗрӗс шухӑшласан, хаклӑ тусӑм, тӳрех курӑнать: эпир ҫӗнӗ пилӗкҫуллӑха кӗтӗмӗр пулсан, пур станицӑсем те телей патне, пуян пурнӑҫ патне пӗр стройпа пымалла, вӗсем полксем пек пӗр харӑс пыччӑр, — пӗри те мала тухса ан уттӑр, кӳрши ҫинчен ан мантӑр.

Сама логика, дорогой друг, нам подсказывает: коль скоро мы вступили в новую пятилетку, то надобно все станицы вести в одном строю, чтобы они шли, как полки, — никто не смеет лезть вперед и забывать о соседе…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ ун чухне тӳрех каларӑм: лайӑх пурӑнас килсен — пӗтӗм колхоза пуян тӑвар, уйрӑм анасем ҫинче нумаях пуяймӑн…

Я тогда так и сказал: хотите жить в достатке — сделайте весь колхоз богатым, а на индивидуальных посевах мы далеко не уедем…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вунпилӗк ҫулта чухнех вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе продовольстви отрядне кайса кӗрет, унта продармеец, пулеметчик, инспектор пулать, пуян казаксен пытарса хунӑ тырӑ запасӗсене тытса илме пулӑшать (вӑл тырӑ ун чух Мускавра тата Питӗрти выҫӑ пурӑнакан рабочисене ҫав тери кирлӗ пулнӑ!), Дон тӑрӑхӗнче 1922 ҫулчченех ашкӑнса ҫӳренӗ шурӑ бандӑсене хирӗҫ пулнӑ ҫапӑҫусене хутшӑнать, пӗрре кӑна мар йывӑрлӑха лекет.

Еще в пятнадцать лет он добровольно поступает в продовольственный отряд, где становится продармейцем, пулеметчиком, инспектором, помогает завладеть спрятанными запасами хлеба богатых казаков (этот хлеб тогда был очень нужен голодающим рабочим в Москве и Питере!), Участвует в боях против белых банд, действовавших на Дону до 1922 года, неоднократно попадает в трудное положение.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Тен хӗрӳ те эсир пуян пурӑннӑ пиркиех пирӗн пата пурӑнма куҫрӗ пулӗ?

Может, через то, что богато живешь, и дочь к нам ушла?

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Улттӑмӗш сотня пуян помещик поляк Шнейдер патӗнче тарҫӑри пек ӗҫлесе пурӑнать.

Шестая сотня батрачила у крупного польского помещика Шнейдера.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑ Польша ҫӗршывӗ питӗ пуян тесеччӗҫ, Эпир ҫитсе куртӑмӑр — йӑпӑх-япӑх кӗлмӗҫ ҫеҫ.

Говорили про Польшу, что богатая, А мы разузнали — голь проклятая.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗншӗн тесессӗн вӗсем пурте пуян ҫынсем.

— А потому это, что все они зажиточные.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир иксӗмӗр пуян ҫынсем, авӑ епле!.. — Сашка аллисемпе ҫапкаланса илнӗ.

Мы с тобой богатые, во!.. — Сашка, корячась, широко расплескивал руки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич ачисене ҫирӗп алӑра тытнӑ, пуян пурнӑҫпа пурӑннӑ пулин те, тата тарҫӑсем тытнӑ пулин те, ачисене яланах ӗҫлеттернӗ, ӗҫе вӗрентнӗ.

Мирон Григорьевич детей школил; не глядя на свое богатство и на то, что помимо них были работники, заставлял работать, приучал к делу.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пилӗк ҫул хушши пурнӑҫ ҫитменнипе тертленнӗ вӑл, ҫывӑхри хуторсенчи казаксене кашни сум укҫапах улталаса, хӗстерсе пурӑннӑ, унтан, сасартӑках темле майпа пуйса кайса, Шибай Серёжкинчен — Сергей Платонович пулса тӑнӑ, станицӑра вак-тӗвек тавар лавкки уҫнӑ, ухмаха ере пуҫланӑ пупӑн пуян тупраллӑ хӗрне качча илнӗ те пусма-тавар магазинӗ уҫнӑ.

Лет пять бедствовал, жулил и прижимал казаков окрестных хуторов на каждой копейке, а потом как-то сразу вырос из Сережки-шибая в Сергея Платоновича, открыл в станице галантерейную лавчушку, женился на дочке полусумасшедшего попа, взял немалое за ней приданое и открыл мануфактурный магазин.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Скачкӑра юланутпа маттур чупнишӗн пӗрремӗш приз илнӗ чухнех уйӑрса илчӗ ӑна старик станицӑри йӗкӗтсен ушкӑнӗнчен; анчах та ырӑ мар сӑмахпа вараланнӑ тата пуян мар качча хӗр памашкӑн питех кӳренчӗклӗ пек туйӑннӑ ӑна.

Старик выделил его из толпы станичных парней еще тогда, когда на скачках Гришка за джигитовку снял первый приз; но казалось обидным отдать дочь за жениха небогатого и опороченного дурной славой.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иртнӗ уйӑхрах та килкеленӗччӗ вӗсем патне хӑтана инҫетрен, Цуцкан шывӗ хӗрринченех, аравасӑр пуян казаксем-староверсем килнӗччӗ, Чир шывӗ хӗрринчен те, Хопер енчен те пайтах ҫӳренӗччӗ хӑтана, анчах каччисем Наталие килӗшмерӗҫ те, хӑта ҫӑкӑр-тӑварне ахаль сая яни кӑна пулчӗ.

Еще в прошлый мясоед наезжали сваты издалека, с речки Цуцкана, богатые невпроворот староверы-казаки; прибивались и с Хопра сваты, и с Чира, но женихи Наталье не нравились, и пропадала даром сватовская хлеб-соль.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем хӑйсен хуйхӑ-суйхӑсӑрлӑхӗпе Мелеховсен кил-ҫуртне хаваслӑх сӑнӗ кӗртнӗ, ӑна пуян та сапӑр хуҫалӑх тӗсӗ кӳрсе тӑнӑ.

Веселили они мелеховский баз беспечным своим видом, придавая и ему вид самодовольный и зажиточный.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫул ҫинче тӗл пулакан мужиксем ҫакӑн пек чаплӑ та пуян экипажа курса (аппӑшӗ унпа сайра хутра кӑна ларса ҫӳренӗ) хисеплӗн чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӗлӗкӗсене хывса пилӗк таранах пуҫ тайрӗҫ.

Попадавшиеся на дороге мужики, видя такой богатый экипаж (тетушка очень редко выезжала в нем), почтительно останавливались, снимали шапки и кланялись в пояс.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чуб ятлӑ пуян козак пулать ӗнтӗ унта, голова, дьякӑн архиерей хорӗнче чи мӑн сасӑпа юрлакан пӗлӗшӗ, леш хайхи, кӑвак сюртукпа ҫӳрекенни; Свербыгуз козак тата ыттисем те; кутья ҫеҫ мар, тутлӑ имҫам ярса вӗретнӗ эрех те, шафранпа туни те пулмалла унта, апат-ҫимӗҫӗ те тӗрлӗрен пулма кирлӗ.

Были приглашены: богатый козак Чуб, голова; приехавший из архиерейской певческой родич дьяка в синем сюртуке, бравший самого низкого баса; козак Свербыгуз и еще кое-кто; где, кроме кутьи, будет варенуха, перегонная на шафран водка и много всякого съестного.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫаплах ӗнтӗ, Чурсун йывӑҫ тӗпӗсемпе ҫеҫ мар пуян

Так что Чурсун богат не только лесом…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех