Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлет (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ шкулсем пӗр-пӗриншӗн конкурент пулни чӑрмантарать тесе калас — кашниех чыслӑ, тӗрӗс информацие тӗпе хурса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Республикӑн тӗп хулинчи пӗр больницӑра ӗҫлет вӑл.

Она работает в одной из больниц столицы республики.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Юля Шупашкарти планпа экономика колледжӗнче преподавательте ӗҫлет.

Юля работает преподавателем в Чебоксарском планово экономическом колледже.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Трактор тӑвакансен заводӗнче ӗҫлет.

Работает на тракторостроительном заводе

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Пӗчӗк кредитсем уйӑрса паракан тата поручительлӗхе гарантилекен тытӑм ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен производство проекчӗсем тӑрӑх оборудование ҫӗнетме каякан тӑкаксен пӗр пайне саплаштараҫҫӗ.

Успешно работает система микрокредитования и предоставления гарантийных поручительств, частично компенсируются затраты на модернизацию оборудования по производственным проектам субъектов малого и среднего предпринимательства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Юлташӑн ашшӗ спорт журналисчӗ пулнӑ май /НТВ телеканалта ӗҫлет/ вӑл пире хӑш-пӗр футбол вӑййисене йыхрав хучӗ парнелет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Пирӗн коллективра шӑпах ҫакӑн пек чунлӑ ҫынсем пухӑннӑ, пӗтӗмпе 32 ҫын ӗҫлет, — тет ҫӑкӑр завочӗн директорӗ Александр Никифоров. — Тата лайӑх ҫӑкӑр мӗнле ҫӑкӑр-ха вӑл? Ҫинӗ чухне кун пирки шухӑшлакан ҫук та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Суту-илӳ центрӗн пӗрремӗш хутӗнче райпон 3-мӗш аптека пункчӗ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Райпо коллективӗ халӑх ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерес тӗлӗшпе нумай ҫул тӗллевлӗн ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Куҫарупа та нумай ӗҫлет.

Много работает с переводом.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Каярахпа аспирантурӑра пӗлӳ илчӗ, халӗ тӗп хулари пӗр фирмӑра ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

1952 ҫултанпа тракторпа ӗҫлет.

На тракторе с 1952 года работает.

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Тепӗр шухӑша та палӑртасах килет: «Тӗрлӗ жанрпа ӗҫлет. Ку — интереслӗ, астаруллӑ. Унӑн ӗҫӗсенче поэзи пурри те туйӑнать. Вӗсем кашнинех ырӑ ӗҫ тума хавхалантараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Акӑ, Наталья Мадюкова кунта 10 ҫул ытла ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Аслӑ Пӑла Тимешри вулавӑш ертӳҫи Н.А.Викторова пуҫарнипе кунта алӑ ӗҫӗ тӑвакансен кружокӗ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

12. Вӑл аҫтаха умӗнче малтанхи тискер кайӑкӑн мӗнпур ирӗкӗпе ӗҫлет, пӗтӗм ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене ӗнтӗ вилмеллех сурантан тӳрленнӗ малтанхи тискер кайӑка пуҫҫаптарать; 13. вӑл ҫынсем умӗнче хӑватлӑ паллӑсем туса кӑтартать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать.

12. Он действует перед ним со всею властью первого зверя и заставляет всю землю и живущих на ней поклоняться первому зверю, у которого смертельная рана исцелела; 13. и творит великие знамения, так что и огонь низводит с неба на землю перед людьми.

Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ун ҫинчен сире ҫакна калам: вӑл сирӗншӗн те, Лаодики хулипе Иераполь хулинче пурӑнакансемшӗн те ывӑна пӗлмесӗр ӗҫлет.

13. Свидетельствую о нем, что он имеет великую ревность и заботу о вас и о находящихся в Лаодикии и Иераполе.

Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Тимӗрҫӗ тимӗртен пуртӑ тӑвать, кӑмрӑкпа ӗҫлет, ҫапкӑчпа туптаса пуртӑ ӑсталать, ӑна туса ҫитересехчӗ тесе вара вӑйлӑ аллипе выҫса ҫитичченех, халран кайичченех ӗҫлет, шыв та ӗҫмест, ӗнтӗ йӑшсах ҫитет.

12. Кузнец делает из железа топор и работает на угольях, молотами обделывает его и трудится над ним сильною рукою своею до того, что становится голоден и бессилен, не пьет воды и изнемогает.

Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Пуян тӑрӑшса мул пухать, ӗҫлет те — кайран канлӗхре хӑй ырӑлӑхӗпе савӑнса пурӑнать; 4. ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакан чухӑн ӗҫлет те — кайран та ҫукпах аптӑрать.

3. Потрудился богатый при умножении имуществ - и в покое насыщается своими благами. 4. Потрудился бедный при недостатках в жизни - и в покое остается скудным.

Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хӑшӗ ӗҫлет, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать, васкать — пӗрех кая юлса пырать.

11. Иной трудится, напрягает силы, поспешает, и тем более отстает.

Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех