Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗсене (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Афиша ҫине «Патпа Паташон» ячӗсене тем пысӑкӑш саспаллисемпе ҫырса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Профессионал пулма тур килмесен те, нумай ҫынна савӑнтарма пултарӑн эс ку сӗрме купӑспа, — терӗ Анисим Митрофанович; кун хыҫҫӑн Хусанти хӑш-хӑш профессорсен ячӗсене — хӑйсен ирӗкӗпе музыкӑна вӗреннисене — аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пуҫ мимипе нерв системи ҫинчен вӗренмелли кӗнекене илчӗ те Эльгеев вулама тытӑнчӗ, ҫавна май Данилов муляж тӑрӑх нерв ячӗсене кӑтартса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсен ячӗсене асра тытма кӑна уйӑх ытла вӗренмелле.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хамӑр Булак ҫырми урлӑ каҫсан та, урам ячӗсене пӗлместӗп, — килӗшмерӗ инкӗшӗпе Анна Ивановна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем яланхи йӑлапа пӗр-пӗрин ячӗсене тата хӑш ял ҫынни пулнине ыйтса пӗлчӗҫ, тепӗр хут ал пачӗҫ, калаҫса татӑлнӑ пек, мӑкӑрич тума кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӳршӗсем пӗр-пӗрин патне каҫса ывӑлӗсен ячӗсене асӑнаҫҫӗ, вӗсен ҫулӗсене шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юписем ҫумне йывӑҫ хӑмасем ҫыпӑҫтарнӑ, унта, хура сӑрӑпа ҫырса, салтаксен хушамачӗпе ячӗсене паллӑ тунӑ, хӑҫан вилнине кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗренекенсем хисеп ячӗсене вулама ҫӑмӑллӑнах хӑнӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахальшӗн мар, юратнӑ мӑшӑрсем ҫав хӗрес умне пыра-пыра тупа тӑваҫҫӗ, хӑйсен ячӗсене ҫав хӗрес ҫине ҫыра-ҫыра хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вӗсен ячӗсене кирек мӗнле улӑштарсан та, патшалах йӗрки улшӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Миҫен-ши Хусанта ҫав таса хӗрарӑмсен ячӗсене хисеплесе йышӑннӑ ҫынсем?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку святойсен ячӗсене пурне те кӗркуннепе асӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вера, Надежда, Любовь тата вӗсен амӑшӗ София ячӗсене халӑх пит хисеплет.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Туҫи марисем хӑйсен турханӗсен, ҫӗрпӗвӗсен, халӑх сӑмахлӑхӗнче асӑнакан паттӑрӗсен ячӗсене манмаҫҫӗ иккен ‒ вӗсене халалласа нумай-нумай палӑк лартнӑ.

Горномарийцы не забывают имена своих турханов, воевод, героев, упоминаемых в народной словесности, в их честь они поставили множество памятников.

Академи пайташӗсем Туҫи Мари районӗнче пулнӑ // Галина Никитина. https://chuvash.org/news/32126.html

Кӑтра Энтрейӗн пӳрт тулли ача-пӑча, ячӗсене хӑшӗнне пӗлсе те ҫитереймеҫҫӗ ашшӗпе амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вырӑс ачине никам та хирӗҫ калакан пулмарӗ: вырӑсла кайӑк ячӗсене вырӑсран урӑх кам пӗлтӗр.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пупсемшӗн вӑл — ҫӑмӑл ӗҫ мар: ҫӗршер ҫын ячӗсене асӑнса, кӗске пулсан та, виле тӗмески умӗнче кӗлтумалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Артем малалла майӗпен утса лавкка ячӗсене вуланӑ вӑхӑтра ӑнсӑртран хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те утмӑл ҫула ҫывхарса пыракан туя тытнӑ лутра арҫынна асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Ҫавӑнтах ман еннелле темиҫе алӑ тӑсӑлчӗ: ячӗсене каларӗҫ, паҫӑрхи ӑнланманлӑхшӑн кӳренме, унра япӑх пӗлтерӗш курма кирлӗ маррине пӗлтерчӗҫ.

Тотчас протянулось ко мне несколько рук с именами и просьбами не вменить недоразумение ни в обиду, ни в нехороший умысел.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех