Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратса (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— О, апла эсир ҫапах та юратса курнӑ иккен! — тетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Кам юратса курман, ҫавсене кӑтартма-вӗчӗхсе калатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Реслубликӑри ачасем Леонид Агаковӑн кӗнекисене яланах юратса вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

«Эпӗ чӑваш писателӗсен произведенийӗсене питӗ юратса вулатӑп.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пирӗн вулакансем вӗсене те ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ, юратса вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хӑй чӗлхине юратса хисеплекен халӑх ытти халӑхсен чӗлхисене те сума сума пултарать.

Народ, уважающий родной язык, способен с уважением относиться и к языкам других народов.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Пӗрре курса юратса пӑрахнӑ Еркинейшӗн вӑл тем тума та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Сухати (автор ӑна поэмӑра Сухатӳ тет) вӑхӑтӗнче вӑл Еркиней йӗкӗтпе паллашать, ӑна юратса пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Вӑл урӑхларах арҫынна — ӑслӑрах, ятлӑ-сумлӑрах, чипертерех арҫынна — юратса пӑрахнӑ пулсан эп ним те каламан пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юратса пӑрахрӑн-им? — каччӑ ҫине кӑн пӑхрӗ лектор, ҫав вӑхӑтрах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫавӑнта ӑна пӗр инженер юратса пӑрахнӑ пулнӑ, ҫавӑн ҫинчен вӑл мухтанарах тата ӳкӗнерех аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Тӗрлӗ сӑлтава пула унӑн ячӗ, ытти хӑш-пӗр ҫыравҫӑпа танлаштарасан, тен, ытлашши анлӑ сарӑлман пулӗ, анчах литературӑна юратакансем, ӑнланакансем Мартынов пултарулӑхне хӑть те хӑҫан та пысӑка хурса хакланӑ, ун кӗнекисене юратса вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Эй, Ҫӳлти турӑ, эй, Пӳлӗхҫӗ, эсир те пулӑшсамӑр мана, эпӗ сире яланах юратса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тахҫанах шӑпчӑк кӗренӳт ятлӑ чечеке юратса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арӑмне савӑнтарса, ывӑлне юратса

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялта эпӗ пӗр хӗре юратса пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти аслӑ турӑ вара ҫӗр-аннен чи юлашкинчен ҫуралнӑ ачисене питӗ юратса пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ыттисем пек пулман, вӗсем ӑна, ашшӗне, хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ ҫӑка уйрӑмах унӑн уттине юратса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл пин ҫын хушшинче Ҫичҫӗр ҫулхи пӗр старик, Хӑҫан ҫавӑ старикӗн Ҫӗрнӗ шӑмми-шаккинчен — Сӗтел тӑвӗҫ кӑкринчен, Ура тӑвӗҫ уринчен, Ҫав сӗтелӗн хушшинче Апатланӗҫ иккӗшӗ — Тин пӗрлешчӗр юратса Чӗкеҫпеле Еркиней!»

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех