Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратса (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Нумайччен юратса тӑхӑнмалла пултӑр.

– Носите долго и с удовольствием.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитӗнӳсем пулччӑр тесессӗн, пирӗнтен кашнин хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм кӑмӑлпа, яваплӑха туйса тӑрӑшса тата юратса пурнӑҫласа пыма пӗлмеллине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Пурнӑҫа юратса, уншӑн парӑнса лайӑх малалла та вӗренесси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Чӑнах та, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ, темпе те кӑсӑкланакан, пурнӑҫа юратса пурӑнакан ҫынсемпе калаҫу та хӑйпе хӑй сыпӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

«Манӑн ачана апат кунта пӗҫерни питӗ килӗшет, юратса ҫиетӗп тет, яшка кашни кун ҫиетӗп тет, котлет питӗ тутлӑ тесе калать.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

— Манпа вӑл ку таранччен ачасемшӗн кӑна пурӑннӑ, юратса мар.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхи каччӑ та (повесть геройӗ) хӑйсен ялне ӗҫлеме килнӗ хӗр библиотекаре юратса пӑрахать, анчах лешӗ унпа йӳнейлех калаҫмасть, унӑн пурнӑҫӗ ыррӑн йӗркеленесси пирки иккӗленет: «Аҫу тӗрмере ларни сана ӗмӗр тӑршшӗпех такӑнтарӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех. Институт пӗтерсен те нихҫан та сана пысӑк ӗҫ шанса памӗҫ», — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хамӑн ӗҫе, чӑннипех, юратса пурнӑҫлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов республикӑра пурӑнакансене, пысӑк хисепе тивӗҫнисене, ӗҫе юратса пурнӑҫлакансене ӑшшӑн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Ашшӗ-амӑшӗсен профессийӗсене юратса, ачисем те ӑна малалла тӑсса, вӗсем пек пулма тӑрӑшни паха.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Ӗҫе юратса пурӑнни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

«Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхшӑн ан кулянӑр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять», – тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче.

«Делайте самое маленькое дело терпеливо и с любовью, не ропщите на размеры жизненной задачи. Самое малое дело можно осветить и осмыслить любовным к нему отношением и самое большое можно уронить и обесславить отношением небрежным и нерадивым», - говорится в его Духовном завещании чувашскому народу.

Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗҫ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/01/gla ... aet-s-dnem

Кунта вӑй хуракансем те хӑйсен ӗҫне юратса пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Кашни ӗнипе юратса калаҫнӑ, ҫапла майпа хӑйӗн кулленхи ӗҫӗпе хавхаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Пур ӗҫе те юратса, тӗплӗн пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Сана тӳрех юратса пӑрахать ак!

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Сана такам та юратса пӑрахма пултарать, эпӗ хам та яланах сан пек хӗрача ҫинчен ӗмӗтленнӗ, анчах ак, сана тӗл пултӑм та, ҫамрӑклӑх, юрату туйӑмӗсем манӑн йӑлтах таҫта кайса хӗсӗнсе пытанса ларчӗҫ, эпӗ калаҫма пултараймарӑм…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мана халиччен пӗр хӗрача та юратса курман-ха, хам та ун ҫинчен никама та каласа паман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— О, апла эсир ҫапах та юратса курнӑ иккен! — тетӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех