Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗреннӗ ҫынна кайрӑм тесе, хӑй те юратса, хисеплесе пурӑнӗ…
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Амӑшӗ унӑн, Пӑрасук, ҫак ялти ватӑ хусаха — каччине хӑйне юратса мар — ҫак тавралӑха юратса килнӗ, теҫҫӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
«Илемлӗ вырӑн» тесе качча килекенсем чылаях пулнӑран-ши — кунта ҫутҫанталӑка юратса унпа киленме пӗлекенсем, тарӑн туйӑм-сисӗмлӗ, ырӑ та ҫемҫе чунлӑ ҫынсем, хитре хӗрсем чылай, теҫҫӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
— Юратса тата! —
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
— Юратса пӑрахмарӑн пулӗ те мана? — тӳрленсе тӑрса аяккинчен кӑлт! тӗртсе илчӗ вӑл Маюка.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Темле кукӑль евӗрлӗскер, салтаксем епле юратса ҫирӗҫ?!
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Тен, хӑш чух ытларах та калать пуль, анчах кураймасӑр мар, ӑнланса, юратса ятлать.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ.
Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/
Ҫавӑн пекех Николай Осипов литераратуровед та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ.
Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/
Пӗр-пӗрне хисеплесе, юратса пурӑнакансем часах ватӑлмаҫҫӗ ҫав.
Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html
Кашнинех юратса, тӗрӗс-тӗкел, сывӑ пӑхса ӳстересси, йӗркеллӗ ҫынсем тӑвасси канӑҫ та паман-ха вӗсене.
Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html
Вӑрттӑнлӑхӗ — пур ӗҫе те тӑрӑшса, юратса тунинче.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Пӗчӗкскер хамӑра шанса, парӑнса ҫывӑхланнӑран эпир те ӑна юратса пӑрахрӑмӑр.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Сӗнсен, тен, Укаҫ килӗшӗ те ӑна качча тухма, анчах — юратса мар, вӑрҫӑ асапне пӗчӗклетес тесе, арҫынсӑр йывӑр тесе ҫеҫ килӗшӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шӑнкӑрч йӑви ӑстала-ӑсталах столяр ӗҫне юратса пӑрахнӑ Прохор Петрович, питӗ те пултаруллӑ столяр пулса тӑнӑ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Каласса та тус пулнӑран ҫеҫ каларӑм ку сӑмахсене, пӗлерех пурӑнтӑр тесе, юратса.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Ӗҫе куллен савӑнӑҫпа, тулли кӑмӑлпа утнӑ, — чунӗпе те уҫӑ иртнӗ кунсенче 60 ҫул тултарнӑскер, — чи кирли — кирек мӗнле ӗҫе юратса пурнӑҫлани.
Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/
Пултарулӑха аталантарма, предметсене юратса вӗренме хавхалантарса пынине те каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen
Пурте хӑйсен ӗҫне юратса, тӑрӑшса пурнӑҫлани сисӗнет тесе малашне те курӑмлӑ ӗҫлеме сунчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ҫӗнӗ цех уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=A8tXiI5NxLc