Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпине (тĕпĕ: тӳпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурт-кӑпшанка шанчӑклӑ ҫӗре, урӑхла каласан, хӑй шлепкин тӳпине пытарсан, Бенедикт пичче ҫырана чарӑнсан кашнинчех хӑйӗн тӗпчевне малалла тӑсрӗ.

Спрятав насекомое в надежное место, то есть в тулью своей шляпы, кузен Бенедикт пользовался каждой стоянкой у берега, чтобы продолжать свои исследования.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Бенедикт пичче тарнине ун ҫине шутлӗҫ, ҫакӑ тыткӑнрисемшӗн илмелли услам тӳпине пӗчӗклетӗ тесе шухӑшланипе вӑл мӗнлерех кӑтӑрса кайнине тӗшмӗртме ҫӑмӑл.

Легко представить себе, какое бешенство охватило его при мысли, что бегство кузена Бенедикта будет поставлено ему в счет и, значит, уменьшит долю его барыша.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗн макӑрнине пӗлес тесе, Ваҫҫа пусма тӑрӑх кӗлӗт тӳпине улӑхса кайнӑ.

Вася влез по лестнице под крышу амбара.

Кушак ҫури // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Эсир питӗ вӑйлӑ ҫын пулас, Геркулес, — терӗ Гаррис мистер, негра сутнӑ чухнехи пек, ура тупанӗнчен пуҫ тӳпине ҫити тинкерсе пӑхса, — Африкӑри чура пасарӗсенче сире пысӑк хак панӑ пулӗччӗҫ.

— Вы, видно, силач, Геркулес, — сказал мистер Гаррис, оглядывая негра с головы до ног, словно тот был выставлен для продажи, — на африканских невольничьих рынках за вас дали бы немало.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Карап команди пысӑках маррипе вӗсен, чӑн та, вӑя шеллемесӗр ӗҫлеме тивнӗ, анчах ун вырӑнне ҫын сахалли ҫу каҫипе илнӗ тупӑша пайланӑ чухне кашнин тӳпине пысӑклатнӑ.

Правда, они трудились не жалея сил, так как судовая команда была весьма невелика, но зато их малочисленность увеличивала долю каждого при подведении баланса по окончании сезона.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Якшин сасартӑк чарӑнса тӑчӗ, Ковалев ҫине ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен тарӑхса сӑнаса пӑхрӗ, тӳссе тӑраймарӗ — кӑшкӑрса ячӗ:

Якшин резко остановился, смерил Ковалева гневным взглядом с ног до головы и, не сдержавшись, крикнул:

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Тӗмӗсемпе йывӑҫсем ҫине ӳкекен уйӑх ҫути пӗрмаях улшӑнса тӑрать: яштака чӑрӑшсен вуллисене пӗрре ҫывӑхах илсе килет, тепре аяккалла илсе каять, пӗрре тӗмӗсем хыҫӗпе шуса иртет, тепре йывӑҫсене пӑч тӗттӗмре хӑварса, пионерсен пурҫӑн ялавне тата Лёньӑна ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех ҫутата-ҫутата илет.

Ее неверный свет, падающий на траву, кусты и деревья, неожиданно менял их очертания: то он отдалял, то приближал стройные стволы сосен, то скользил за кустами, то с головы до ног освещал Леню и шелковое пионерское знамя, оставляя в полной тьме деревья.

10 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Бельский тата нумайччен Шатрова ҫӑлтӑрсен тӳпине кӑтартрӗ.

Бельский еще долго показывал Шатрову ночные светила.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Ку таранччен тӳпе хӗрринче ҫакӑнса тӑнӑ Орион текен сӑлтӑр ушкӑнӗ халь пуҫ тӳпине ҫитиех хӑпарма ӗлкӗрнӗ.

Созвездие Ориона, стоявшее дотоле низко над горизонтом, уже успело подняться до зенита.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Пирӗн умра ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен пылчӑкланса пӗтнӗ, ҫӳҫне тустарнӑ, чупса ҫӳренипе йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Шура тӑрать.

Шура стоял перед нами с головы до ног перемазанный в глине, взлохмаченный, потный от беготни.

Ҫӗнӗ пальто // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Иртнӗ калӑмра ретре ҫӳрене чух вал тулли эрехле купкана пуҫ тӳпине лартса тумлам тӑкмасӑр ташласа кӑтартнӑ.

Еще в прошлый калым он сплясал с полной чаркой водки на голове и ни капли не расплескал.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӑвас ӗҫне пӗтерсен, вӑл хӑй тӳпине тивекен укҫине алла илчӗ те Селиме валли парнелӗх пасарта карӑс явлӑк туянчӗ, ҫӑварни кунӗ каҫ, ҫын курасран вӑтаннипе, анкарти хыҫӗпе иртсе, килне таврӑнчӗ.

Но как только они закончили работу, парень взял свою долю денег, купил на базаре для Селиме подарок — платок из гаруса и в первый день масленицы, к вечеру, чтобы не попадаться людям на глаза, задами и огородами пробрался к своему домику.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Кантюк тӳпине саккунӗ пур пуль ҫав.

— А для Кандюка всегда закон найдется!

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтара чи малтанхи хут курнӑ пек уринчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫити пӑхрӗ, унтан икӗ чӑмӑрне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те: — Тух-хса-тухса кай ман ҫуртӑмран, кӗлӗмҫӗ, хӑртӑк, саплӑк!.. — сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрашрӗ вӑл.

Оглядел Тухтара с головы до ног, будто впервые его видел, и, подняв кверху сжатые кулаки, завопил истошным голосом: — Во-он из моего дома! Во-он, попрошайка, босяк, заплатник! — слюни так и летели вокруг.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтарпа Селиме паҫӑр ӑна-кӑна пӑхмасӑрах хапхаран иртсе ҫӳренӗ иккен те, апӑс инкекӗ халь шӑпах вӗсен тӳпине ӳкме пултарать, анчах кирек мӗн каласан та, ҫак киревсӗр япалана Шерккей ҫурчӗ умне килсе хунӑ-ха, пӗтме маннӑ тухатмӑшӗ тем хайлапа ҫапла пӑсасшӑн ҫӳрет.

А Селиме с Тухтаром, оказывается, уже входили и выходили за ворота, вот на них и может пасть этот наговор, эта порча, короче, что тут ни гадай, а ворожбу эту принесла сюда какая-нибудь колдунья-тугатмыш, только в чем провинился Шерккей, чтоб напускать на него порчу?

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Рави хӑйӗн тӳпине ҫеҫ мар, Шашин тӳпине тӗ ҫисе янине Шашийӗ асӑрхарӗ иккен.

Шаши заметила, что Рави уничтожил не только свою, но и её порцию риса.

Канмалли вӑхӑт // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

— Эпӗ пачах татман! — терӗ Дёма, унтан пуҫ тӳпине сӑтӑрса илчӗ.

— Я и не рвал даже! — сказал Дёмушка и потёр ладонью свою макушку.

Груша // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Кунта чул сарнӑ, ҫавӑнпа хӗвел те хытӑ пӗҫертет, — терӗ хуллен Валя Степанова, хӑйӗн пуҫ тӳпине тытса пӑхса.

Здесь камни, и солнце печет очень, — тихо сказала Валя Степанова, трогая рукой свою макушку.

38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Хамӑр патра пурнӑҫ условийӗсем лайӑхрах, пурӑнма интереслӗрех те хӑтлӑрах пуласси ытларах хамӑртанах килнине ӑнланса пурте пӗрле ӗҫлесе пырсан, ҫак ӗҫе кашниех хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшсан эпир вӗсене ӑнӑҫлах татса пама пултарӑпӑр», — терӗ тӗл пулу итогӗсене пӗтӗмлетнӗ май ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Кузьмин.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28

Манӑн пуҫӑм тӑрринчи ҫӗр тӳпине пӗлӗт тесе те калама юрать, пӑхсан, пӗр-икӗ кунтанах чӗреслетсе вӑйлӑ ҫумӑр пулмалли пысӑк пӗлӗтсем шукаласа ҫӳрени курӑнать.

Свод пещеры, если хотите, небо, как бы затянутое тучами, образовавшимися из водяных паров, грозило через несколько дней обрушиться на Землю проливным дождем.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех