Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12. пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13. килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28. сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Акӑ Симон, сирӗн пӗртӑванӑр: пӗлетӗп, вӑл канаш паракан ҫын, яланах ӑна итлесе пурӑнӑр, вӑл сирӗншӗн аҫӑр вырӑнне пулӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кайӑр Вефиле — ҫылӑха кӗрсе пурӑнӑр, Галгала кайӑр — усал ӗҫӗрсен шутне ӳстерсе ярӑр; парнӗрсене кашни ирех кӳрсе тӑрӑр, хӑвӑрӑн вуннӑмӗш пайӑра кашни виҫӗ кунранах илсе пырӑр.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне калӗ: «акӑ Эпӗ сире ҫӑкӑр, эрех, ҫу паратӑп, ҫакӑнпа тӑранса пурӑнӑр, урӑх сире ют халӑхсен мӑшкӑлӗ тумӑп. 20. Ҫурҫӗртен килнине сирӗн патӑртан пӗр шывсӑр, пӗр нимӗнсӗр ҫӗре хӑваласа кӑларӑп, унӑн малтанхи эшкерне тухӑҫ тинӗсне, хыҫалтине анӑҫ тинӗсне хӑваласа ярӑп, вара унран усал шӑршӑ кӗме тытӑнӗ, киревсӗр шӑршӑ-маршӑ сарӑлӗ, мӗншӗн тесен вӑл нумай усал тунӑ» тейӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр.19. Я Господь Бог ваш: по Моим заповедям поступайте, и Мои уставы соблюдайте, и исполняйте их.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Манӑн вилекен ҫынна вӗлерессӗм килмест, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; Турӑ енне ҫаврӑнӑр та — пурӑнӑр!32. Ибо Я не хочу смерти умирающего, говорит Господь Бог; но обратитесь, и живите!
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 15. этем ывӑлӗ! санӑн тӑванусене, санӑн тӑванусене, санӑн пӗртӑванусене, пӗтӗм Израиль килне — пурне те — Иерусалимра пурӑнакансем: «Ҫӳлхуҫаран аякра пурӑнӑр; ку ҫӗре пире еткерлӗхе панӑ» тееҫҫӗ.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эй Моав ҫыннисем, ӗнтӗ хуласене пӑрахса хӑварӑр та чул тусем ҫинче пурӑнӑр, ҫӗр хӑвӑлне кӗнӗ ҫӗрте йӑва ҫавӑракан кӑвакарчӑнсем пек пулӑр.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Годолия — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ — вӗсене, вӗсен ҫыннисене шантарса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса пурӑнма ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче юлӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, сире лайӑх пулӗ; 10. эпӗ вара Массифа хулинчех юлӑп та хамӑр патӑмӑра килсе ҫӳрекен халдейсем умӗнче халӑх ячӗпе калаҫӑп; эсир эрех, ҫуллахи ҫимӗҫсем, ҫу пуҫтарӑр, вӗсене хӑвӑр савӑтӑрсене тултарӑр, хӑвӑр йышӑннӑ хулӑрсенче пурӑнӑр, тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах вӗсем ҫапла каларӗҫ: эпир эрех ӗҫместпӗр; Рехав ывӑлӗ Ионадав, пирӗн аттемӗр, пире: «эсир хӑвӑр та, сирӗн ачӑрсем те ӗмӗрне те эрех ан ӗҫӗр; 7. ҫурт та ан лартӑр, вӑрлӑх та ан акӑр, иҫӗм пахчисем те ан ӗрчетӗр, вӗсем ан пулччӑр сирӗн, ӗмӗрӗр тӑршшӗпех чатӑрта пурӑнӑр, ҫапла сирӗн хӑвӑр куҫса ҫӳрекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр» тесе хушса хӑварнӑ.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл пирӗн патӑмӑра Вавилона та ҫапла ҫырса янӑччӗ: тыткӑнра пурӑнасси вӑраха пырӗ, ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр» тесе ҫырнӑччӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр.5. стройте домы и живите в них, и разводите сады и ешьте плоды их;
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене ан итлӗр, Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр; мӗншӗн-ха ҫак хулана юхӑнтарса хӑвармалла?17. Не слушайте их, служите царю Вавилонскому и живите; зачем доводить город сей до опустошения?
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудея патшине Седекияна эпӗ ҫак пӗтӗм сӑмаха каласа патӑм: Вавилон патшин сӳсменне мӑя тӑхӑнӑр та ӑна тата унӑн халӑхне пӑхӑнса пурӑнӑр, вара чӗрӗ юлатӑр, терӗм.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сире ҫапла каланӑ: «хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсенчен, усал ӗҫӗрсенчен хӑпӑр та Ҫӳлхуҫа сире тата сирӗн аҫӑрсене ӗмӗр-ӗмӗре панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑр; 6. урӑх турӑсем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсене пӑхӑнса, пуҫҫапса ан пурӑнӑр, хӑвӑрӑн аллӑр ӗҫӗсемпе Мана ан ҫиллентерӗр, вара сире усал тумӑп» тенӗ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫакӑншӑн сире ҫак ҫӗр ҫинчен хӑвӑр та, хӑвӑр аҫӑрсем те пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа ярӑп, унта эсир кунӗн-ҫӗрӗн урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнӑр: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗрхенмӗп.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнӑр: Ҫӳлхуҫа Турӑ — ӗмӗрлӗх тӗрек.4. Уповайте на Господа вовеки, ибо Господь Бог есть твердыня вечная:
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ачамсем, мана — аҫӑра — итлӗр, ҫӑлӑнас тесессӗн эпӗ каланӑ пек пурӑнӑр: 2. Ҫӳлхуҫа этем ашшӗне ачи-пӑчи тӗлӗшӗнчен асла хунӑ, амӑшне ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен тӳре тивӗҫне панӑ.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх хӑйне валли ҫурт лартнӑ, унӑн ҫичӗ юпине чутласа якатнӑ, 2. парне выльӑхӗ пуснӑ, эрехне шӗветнӗ, сӗтел ҫине хатӗрленӗ; 3. вара тарҫисене хула тӳпемӗсенчен халӑха ҫапла йыхравлама янӑ: 4. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» Катӑк ӑслине вӑл ҫапла каланӑ: 5. «килӗр, манӑн ҫӑкӑрӑма ҫийӗр, шывпа шӗветнӗ эрехӗме ӗҫӗр; 6. ӑссӑрлӑха пӑрахӑр та — пурӑнӑр, ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрӗр!» 7. Сӗмсӗр ҫынна ӑс парӑн — мӑшкӑла юлӑн, усал ҫынна ӳпкелӗн — намӑс курӑн.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.