Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗсене (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр чӗнмест, Ҫемен ҫине пӑхмасть, шурӑ тутӑр вӗҫӗсене пӗрре салтать, тепре ҫыхать.

Девушка молчала, отвернувшись от Семена, и то завязывала, то развязывала концы белой косынки.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Гаранжа тарӑннӑн сывларӗ те, мӑйӑхӗн вӗҫӗсене чӑмлакаласа, пӗртен-пӗр хӑрах куҫне йӑлтӑртаттарса илчӗ, тутлӑ ӗмӗте путнӑн йӑл кулчӗ.

Гаранжа вздохнул и, покусывая кончики усов, блистая единственным глазом, мечтательно улыбнулся.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Малтан вӑл вылянса пыракан сӑнӑ вӗҫӗсене курчӗ, унтан сасартӑк учӗсене пӑрса лапам айккипе атакӑна кӗме тапса сикнӗ нимӗҫсем курӑнса кайрӗҫ.

Сначала он увидел колышущиеся кончики пик, потом внезапно показались немцы, повернувшие лошадей, шедшие из-под склона котловины в атаку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл ӳсӗр, тӑрмаланса пӗтнӗ ҫӳҫӗ ҫумне хӗвелҫаврӑнӑш хуппи ҫыпҫӑнса тулнӑ, тӗрлесе тунӑ пӗчӗкрех шаль тутрин вӗҫӗсене салтса янӑ.

Она пьяна, в распатлаченных космах — подсолнуховая лузга, развязаны концы расписного полушалка.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка, ҫырури сӑмахсен вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, ӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, Пантелей Прокофьевич, Григорин вӗҫӗмсӗр саламӗсемпе ыйтӑвӗсене ним вырӑнне хумасӑр ирттерсе ярса, аран-аран унӑн тӗп шухӑшне ӑнланса илчӗ.

Дуняшка читала быстро, глотая концы слов, и Пантелей Прокофьевич с трудом поспевал улавливать смысл, откидывая бесчисленные поклоны и расспросы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, тумтир аркипе чӗркенӗ ачине кӑкри ҫумне чӑмӑртаса, хапха умне тӑрса юлчӗ; унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫинчи хӗрлӗрех тутӑр вӗҫӗсене ҫил варкӑштарса ҫавӑрттарать.

Аксинья стояла у ворот, прижимая к груди закутанного в полу ребенка, ветер трепал, кружил на плечах ее концы красного шалевого платка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑвӑрт пакӑлтатса кайрӗ Наталья, сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, ҫӳлелле ашшӗн ӗнтнӗ пек хӗрлӗ сухалӗ ҫине йӑлӑнса пӑхса.

— Часто залопотала Наталья, не договаривая концы слов, снизу моляще взглядывая в рыжую подпалину отцовской бороды.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ну-но, — ытарлӑн тӑрӑхласа илчӗ Петро, табак тӗтӗмӗпе йӳҫӗхсе кайнӑ мӑйӑхӗн вӗҫӗсене ҫӑвара пӗтӗрсе чиксе.

— Ну-но, — грязно усмехнулся Петро, заправляя в рот горький от табачного дыма ус.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таврида ҫыннисем, миххисене пӑрахса, лашисене кӳлчӗҫ те, ура ҫине тӑрса чӗн тилхепе вӗҫӗсене ҫавӑркаласа, учӗсене чӑпӑрккасемпе ҫунтарса, арман картишӗнчен тухрӗҫ, унтан, урам тӑрӑх кӗмсӗртеттерсе, хутортан тухса вӗҫтерчӗҫ.

Тавричане, побросав мешки, запрягли в брички лошадей и, стоя, махая узлами ременных вожжей, полосуя лошадей кнутами, вырвались со двора и загрохотали по улице за хутор.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Чупатпӑр, вӗтӗрти-нӑтӑрти… — чӑшкӑрать Петро, эрехпе исленсе кайнӑ мӑйӑх вӗҫӗсене силлентерсе.

— Целуйтесь, тетери-ятери… — шипел Петро, шевеля косичками намокших в водке усов.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл аллипе пиҫиххи вӗҫӗсене выляткалать.

Идет он, играет концом наборного пояска.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, анаслакаласа, ӗҫ вӑхӑтӗнче тӑхӑнмалли шӑлаварне пӑтаран туртса антарчӗ, унӑн вӗҫӗсене шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикрӗ, унтан хӑй ҫине уртса янӑ чирикӑн таврӑнса тӑракан хыҫне тӳрлетсе, нумайччен аппаланса тӑхӑнса тӑчӗ.

Григорий, посапывая, стянул с подвески будничные шаровары, вобрал их в белые шерстяные чулки и долго надевал чирик, выправляя подвернувшийся задник.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Теприсем шанчӑклӑ вырӑн тупайманнипе тумтирӗсене пӑсрӗҫ: ҫӑматтисен кунчисене тӑрӑхла касса антарчӗҫ, е касса кӗскетрӗҫ, алсишсен вӗҫӗсене сӳтрӗҫ, кӗрӗксен ҫӗввисене сӳтрӗҫ.

Иные, не найдя надежных мест, портили вещи, разрезали вдоль или сильно укорачивали голенища валенок, распускали концы варежек, разрывали по швам шубы…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗррине кӑвак хӑю тытнӑ виҫкӗтеслӗ тутри унӑн хулпуҫҫи ҫинче выртать, вӗҫӗсене кӑштах кӑкӑр ҫине ҫыхкаласа янӑ.

Косынка с широкой голубой каймой лежала у нее на плечах, и концы ее были слегка связаны на груди.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Андрей наҫилкка вӗҫӗсене кӑштах Умрихин аллинчен туртса илетчӗ.

Андрей едва не вырвал из рук Умрихина концы носилок.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ҫак самантрах вӑл сулӑнса кайрӗ те наҫилкка вӗҫӗсене кӑштах аллинчен вӗҫертсе ямарӗ.

Но тут же он так покачнулся, что едва не выронил концы носилок.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей йывӑррӑн, хӑрӑлтатса сывлать, кӑштах пӗкӗрӗлсе утнӑ май; хурӑн шертӗ вӗҫӗсене аялалла уснӑ аллисемпе вилӗ ҫын пек хытӑ пӑчӑртаса тытнӑ.

Андрей шел, хрипло вздыхая, сутулясь, мертво сжимая в опущенных руках концы березовых жердей.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийка Лозневоя вӗҫӗсене тӗрленӗ алшӑлли пачӗ.

Марийка подала Лозневому расшитое на концах полотенце.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ачасем аяккинчи штрека, кӑмкан ҫакӑнса тӑракан ҫӗрелле ыткӑнчӗҫ; хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫӑвӑнкаларӗҫ те, вӗҫӗсене тӗрлӗ еннелле турткаласа, пӗр алшӑллипе шӑлӑнчӗҫ.

Мальчики бросились в боковой штрек, где были прилажены к стенке рукомойники, наскоро плеснули в лицо водой, вытерлись одним полотенцем, дергая его концы в разные стороны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ӑна аслати тума тимӗр витрепе кӗмсӗртеттерме, шут шӑрҫине пуҫ тӗлӗнче шакӑртаттарма, пуш ещӗке урапа тапса шаккама тата икӗ провод вӗҫӗсене тӗкӗнтерсе ҫиҫӗм кӑларма тиврӗ, анчах кӑна пробкӑсем ҫунса каймалла мар тумалла пулнӑ.

Ему пришлось греметь железным ведром, изображая гром, трясти над головой конторскими счетами, бить ногой в пустой ящик, сводить вместе концы электрических проводов, чтобы получалась вспышка, и в то же время делать это так, чтобы не перегорели пробки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех