Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳллӗрех (тĕпĕ: ҫӳллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑхӑнсан, пушшех чиперленет, тата та ҫӳллӗрех, йӑрӑсрах курӑнать…

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Енчен те сирӗн пӗрре те пулсан ртуть юпипе 140Ӳ90 мм е ҫӳллӗрех те хӑпарнӑ пулсан, юн пусӑмне тӗрӗслесех тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Инсультпа инфаркт патне илсе ҫитерет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %b5%d1%82/

— Пирӗн хамӑрӑн ҫемьесем, килсе ҫӳреме вӑхӑчӗ ҫитмест, килти ӗҫсем хамӑртан ҫӳллӗрех, — ал лапписемпе пуҫӗсем тӑрне тытса кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Курӑка ытларах ҫырмаллӑ вырӑнта ҫулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна типӗтсен ҫӳллӗрех вырӑна вӗренпе туртса хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Ҫӗр метртан та ҫӳллӗрех техникӑна пуҫласа курать-ха Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чӑваш енӗн вӑта ҫӗрӗнче тата хӗвелтухӑҫ пайӗнче ҫӳллӗрех те капӑртарах хушпу йӑлара пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ку цифрӑсем, уйрӑмах хуласенчи вилеслӗх, Индири вӑтам цифрӑсене илсен самай ҫӳллӗрех.

Эти цифры, особенно смертность в городах, выше среднеиндийских.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Тата ҫӳллӗрех вырӑнсенче альп тундринче ӳсекен ӳсентӑрансем вырнаҫнӑ.

Для ещё больших высот характерна альпийская тундровая растительность.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Чупу пушмак хӗррин ҫӳллӗшӗ — ура тупанӗнчен кӑшт кӑна ҫӳллӗрех.

Высота верхнего края бегового ботинка — чуть выше щиколотки.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Хӗветӗртен кӑшт ҫӳллӗрех те ҫинҫешкерех кӗлеткеллӗ, сарӑ сӑнлӑ, пысӑк кӑвак куҫлӑ Петӗре Соньӑпа юнашар утса ҫӳреме питех килӗшсех каймасть пек те, хӗрӗ ҫавна юратса пӑрахрӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаши вӑтамран ҫӳллӗрех, тулли ӳт-тирлӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ, — тет кӑтра ҫӳҫлӗ, пӗвӗпе ыттисенчен ҫӳллӗрех те тӗреклӗрех шӑмшаклӑ каччӑ — стипендипе пӗрле хушма укҫа та пултӑр тесе аш-какай комбинатне хуралҫӑна вырнаҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Куҫӗ умӗнче — тӗттӗм хӗрлӗ, хура симӗс, кӗмӗл тӑрӑллӑ ҫӗр-ҫӗр ҫурт, вӗсенчен ҫӳллӗрех — шурӑ-хура ула трубасем, ҫуртсем хушшинчи симӗс «утравсем», вӑрӑм та сарлака урамсем.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнӗ конструкциллӗ ҫуртсен тимӗр каркасӗсем ҫывӑхран тата ҫӳллӗрех курӑнаҫҫӗ, тӳпепе пӗрлешнӗн туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Купи икӗ хутлӑ ҫуртран та ҫӳллӗрех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Трактор тапранчӗ, ҫынран ҫӳллӗрех ӳснӗ ҫап-ҫамрӑк хырлӑха кӗрлеттерсе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳллӗрех хӳме кирлӗ ӗнтӗ, вырӑсла хапха та кансӗрлемӗ.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманпа Хӗрӳ Хӗветӗр ҫуллахинчен ҫӳллӗрех пӗр тунката та хӑварасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗрӗссипе, Юманлӑхри лавккаҫӑ — хӑйӗнчен вуникӗ ҫул аслӑ, шите яхӑн ҫӳллӗрех, тулли кӗлеткеллӗ, ҫивӗч чӗлхеллӗ, пурте Машка-Милашка текен ачаллӑ хӗрарӑм патне киле кайса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Купӑс пирки никам та асӑнмарӗ те — хуйхӑ паян йӑла-йӗркерен ҫӳллӗрех.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех