Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳллӗрех (тĕпĕ: ҫӳллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗрентекен кирек хӑҫан та хисеплӗ, ыттисенчен ҫӳллӗрех картлашкара тӑракан ҫын.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Тусем кирек мӗнле зонӑра пулсан та, вӗсен ҫутҫанталӑкӗ ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн улшӑнса пырать; мӗн чухлӗ ҫӳллӗрех, ҫавӑн чухлӗ сивӗрех пулать.

В какой бы зоне ни находились горы, их природа меняется с высотой: чем выше, тем холоднее.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сайран пурӑнакан халӑх ҫӳллӗрех вырӑнсене вырнаҫа-вырнаҫа ларнӑ.

Редкое население ютилось на более возвышенных местах.

Колхидӑри шурлӑхсем вырӑнне хитре садсем пулаҫҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тинӗс хӗрринчи ҫӗршыври ҫӳллӗрех вырӑнсенче тӗрлӗрен хурт-кӑпшанкӑ, ҫӗлен-калта нумай.

На более возвышенных местах побережья много различных насекомых, ящериц и змей.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем Крым тӑвӗсенчен ик-виҫ хут ҫӳллӗрех.

Они в два-три раза выше Крымских.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ку вырӑнсенче ҫеҫенхирсен ҫӗр ҫийӗ ҫӳллӗрех.

В этих местах поверхность степей повышается.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Лутра вырӑнсенче мӑксем ӳсеҫҫӗ, ҫӳллӗрех ҫӗрте — лишайниксем.

В пониженных местах растут мхи, на более возвышенных — лишайники.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тинӗс шайӗнчен 200 метр ҫӳллӗрех тӳремлӗхсене тӳпемсем (возвышенности) теҫҫӗ; вӗсене карта ҫинче сарӑ-тӗксӗм тата сарӑ тӗслӗ ӳкерсе кӑтартнӑ.

Равнины, поднимающиеся над уровнем моря выше 200 метров, называются возвышенностями; они окрашены на карте в белый, желтый и темножелтый цвет.

Ҫӗршыв ҫийне карта ҫине епле ӳкереҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӳллӗ тусем ҫумӗнче ҫак ҫын кӗлетки тата та пӗчӗкрех курӑнать. мӗншӗн тесен вӗсем 5, 10, 15 хут ҫӳллӗрех.

Большие же горы по отношению к фигурке будут в 5, 10 и 15 раз выше той горки, которую вы устроили.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

1. Ҫав план айӗнче «Ҫӳллӗрех вырӑнсемпе айлӑм вырӑнсене мӗнле ӳкереҫҫӗ» тенӗ паллӑсене тӗплӗ пӑхӑр.

1. Рассмотрите внимательно под этим планом условный знак: «Как изображаются на плане пониженные и более возвышенные места?»

Топографи планӗ мӗн вӑл тата вӑл мӗншӗн кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӳллӗрех ҫӗклесе утма тахат ҫитми пулнӑ ҫав.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунта курӑк ҫӳллӗрех.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫаксене тӑвас тесен, Вишневский шучӗпе, халӑха вӗрентес ӗҫе ҫӳллӗрех шая ҫӗклемелле, нумай пусӑллӑ пусӑ ҫаврӑнӑшӗсем йӗркелемелле, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине пур енӗпе те лайӑхлатмалла, садсем лартмалла, пахча-ҫимӗҫ ӳстермелле.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫавна май аяларах ҫуртсене вӑл часах пырать, ҫӳллӗрех ҫӗртисене ҫитме вара 2-3 кун кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Туйӑмсем хӗлӗх ҫине тухнӑ май Славик хавхаланчӗ, мӑнаҫланчӗ, хӑйне ырату кӳрекенсенчен ҫӳллӗрех ҫӗкленнӗ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Маюкран вӑл виҫ-тӑватӑ ҫул ҫамрӑкрах, кӗлеткипе — ҫӳллӗрех те туллирех.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫавсене пулах хӳме тенине ҫӳллӗрех тытма тӑрӑшатпӑр, ҫӑра тенине тӗреклӗреххине те пысӑкраххине шыратпӑр, чӳрече касатпӑр та ҫавӑнтах решетке ҫапса хуратпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӗрӗ ун хӑйӗнчен чылай ҫӳллӗрех, кӗрнеклӗрех.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳллӗрех ҫинҫешке арҫыннине Таранов тӳрех палларӗ: Ярабаев колхоз председателӗ пулнӑ чух унӑн заместителӗнче ӗҫленӗ Хумма Левенӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эсир ҫӳллӗрех пӳллӗ, патвар ҫан-ҫурӑмлӑ хӑтлӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех