Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрӑсем (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачисем вӑрҫӑ ҫинчен юрӑсем шӑрантарчӗҫ, вальс ташласа ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чикӗ хӳтӗлевҫисем – яланах малти ретре // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%87%d0%b ... %82%d1%80/

Мероприяти тӑршшӗпех вӗсем ҫулталӑк хушшинче туяннӑ пӗлӗвӗсемпе пултарулӑхсене кӑтартнӑ, юрӑсем юрланӑ, сӑвӑсем каласа кӑтартнӑ, ташӑсемпе савӑнтарнӑ, ҫапла майпа пирӗн геройсене «Злыня Страшиловнӑна» тата итлеменсен шкулӗнчи «Нехочухӑна» лайӑх шкулта ҫеҫ вӗренме вӗсем тивӗҫлӗ тесе ӗнентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498

Ку тарана ҫитсе Вихтӗр ака-суха юрринчен чаплӑрах юрӑсем илтмен-шим е ашшӗ панӑ сахӑртан тутлӑрах апат ҫисе курман-шим?

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Авӑ епле янӑравлӑ, хитре юрӑсем хывса хӑварнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Урам тӑрӑх юрӑсем юрласа саланчӗҫ тӑванӗсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хут купӑспах пӗтӗм чунран савӑнса ӗҫрӗҫ-ҫирӗҫ тӑвансем, тахҫантанпах пулманччӗ ку ҫуртра хаваслӑ кӗвӗпе чунран юрламалли юрӑсем, чӑваш ташшисене те ҫаптарчӗҫ кунта ҫав каҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кашни эрнере тенӗ пекех туйсем ирттерчӗҫ, хут купӑс сасси шӑпланма пӗлмерӗ, ун ҫумне шӑхличпе параппан сассисем хутшӑнчӗҫ, урамсенче юрӑсем янӑрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мӑшӑрӗ хурлӑхлӑ та савӑк юрӑсем кӑмӑлтан юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Концерт программинче вӑрҫӑ ҫулӗсенчи паллӑ юрӑсем, чуна пырса тивекен патриотла юрӑсем янӑранӑ, вӗсем чи йывӑр та синкер вӑхӑтра салтаксене ҫапӑҫу хирӗнче пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗре Ҫӗнтерӳ кунне халалласа концерт иртнӗ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3761489

1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине халалласа, вӑрҫӑ тата тыл паттӑрӗсене асӑнса округри шкулсенче, кадет класӗсенче ӑс пухакансем — лайӑх паллӑсемпе вӗренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — хӑйсене тӗрлӗ енлӗн кӑтартрӗҫ, юрӑсем шӑрантарса, ялавсем ҫӗклесе ушкӑнӑн-ушкӑнӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк армеецсен парачӗ иртрӗ // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11964-camr-k ... arach-irtr

Юнтапа тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем те илемлӗ юрӑсем парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Культура ӗҫченӗсемпе шкул ачисем клуба пуҫтарӑннӑ хӑнасене илемлӗ юрӑсем парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Ачасем Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑн геройӗсене сӑвӑсемпе юрӑсем халалланӑ, администраци представителӗсем ял ҫыннисене хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе ашшӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен манмалла мар тесе сӑмах каланӑ, пухӑннисем пуҫне хунисене чӗнмесӗр пӗр минут тӑрса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑслӑкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3758609

Шурут вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, Шурут тата Йӳҫ Шӑхаль ялӗсенчи культура ҫурчӗсем, Тутар-Шурут клубӗ ҫумӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсемпе ансамбльсем куракансене хаваслӑ юрӑсем парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Клубри юрӑсем урамсене тухса саланчӗҫ те халь ӗнтӗ таҫта-таҫта аташса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Лайӑх юрӑсем ҫыракан поэтсемпе композиторсене асамҫӑсемпе танлаштарас килчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юрӑсем те, калаҫусем те юрату ҫинчен…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иккӗмӗш хутри хӗрсем ҫав вӑхӑтра темӗнле юрӑсем те юрларӗҫ пуль, анчах вӗсен кашни юрринчех илемлӗ юрату туйӑмӗ сисӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫырансем хӗрринче те, кимӗсем ҫинче те ҫамрӑксемччӗ, вӗсем пирӗн пӑрахут еннелле чечек ҫыххисем ывӑтатчӗҫ, алӑсемпе те тутӑрсемпе ҫулатчӗҫ, тем кӑшкӑратчӗҫ, тӗлӗнмелле илемлӗ юрӑсем юрлатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Юрӑсем, ташӑсем, унтан каллех юрӑсем пӗр-пӗринпе улшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех