Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрӑсем (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учительсен хорӗ кӑмӑла тыткӑнлакан юрӑсем шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/

Ӗҫ хыҫҫӑн канма ларсан юрӑсем юрлаттӑмӑр, такмак калаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

— Манӑн хӑлхара халӗ те эсир юрлакан юрӑсем янӑраҫҫӗ, капӑр тумлӑ, хаваслӑ ҫынсем куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Вӗсем аслӑ Атӑл ҫинчен, киле юлнӑ савнисемпе арӑмсем ҫинчен, Хусан хули ҫинчен пӗрре шӳтлесе, тепре чунтан хурланса юрӑсем тӑсрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн чунӗнче илемлӗ юрӑсем, хирти чечексем те пӗлӗтри кайӑксем вырнаҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юлашкинчен хӑнасем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн тӑрса ташларӗҫ, тӗрлӗ юрӑсем юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Аксу енчи юрӑсем Эльгеева пит килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урра! кӑшкӑрни, шавлани, революцилле юрӑсем юрлани таврара чылайччен янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кулӑшларах юрӑсем тупрӑн-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Переменӑсенче революцилле юрӑсем юрлакалаҫҫӗ, урок сиктерсе ҫӳрекенсем йышлӑланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Антонина Павловна чӑвашла юрӑсем юрлаттарать! — пысӑк праҫник пулассипе хӗпӗртенӗскер, Тимуш Хусантан килнӗ хӑнасене тӗлӗнтересшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мокша шывӗ хӗрринче каҫсенче шухӑ кӗвӗсем илтӗнетчӗҫ, кимӗпе ярӑнса ҫӳрекенсем вӑрман тӑрӑх аякка-аякка юрӑсем янрататчӗҫ — шӑпланчӗҫ ҫавсем.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Учениксем кунӗпех темӗскерле юрӑсем вӗренеҫҫӗ, турӑ законӗ урокӗсенче ачасем светски юрӑсем юрласа лараҫҫӗ, тенӗ хӑшӗ-пӗри.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа Михаил Николаевич час-часах турӑ законне вӗрентмелли сехетсенче тӗрлӗ юрӑсем вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виҫҫӗмӗш класа куҫсан, шкул ачисем вырӑсла юрӑсем нумай пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев тепӗр хут аллине кӗсле тытса пӑхрӗ, анчах пуҫа хурлӑхлӑ юрӑсем ҫеҫ пырса кӗчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑпланнӑ складра каллех юрӑсем янра пуҫларӗҫ, анчах пурне те килӗшмеллисем кӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

И. С. Бахӑн «Фантазийӗнчен» пуҫласа «Раҫҫейре ҫуралнӑ эпӗ», «Сывлӑмӑм — Раҫҫей» тата ытти тӗрлӗ юрӑсем таранах.

От «Фантазии» И.С. Баха, до различных песен «Родилась в России я», «Росиночка — Россия» и т.д.

Отчетлӑ концерт Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче те иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31975.html

Мӗн пур сӗтеле, буфет умӗнчи вырӑна ҫынсем йышӑннӑ; янкӑр ҫутӑ, табак тӗтӗмӗ, шӑв-шав, кӑшкӑрашу хушшинчи юрӑсем тимлӗхӗме арпаштарса-ҫавӑрттарсах ячӗҫ.

Все столы, проходы, места у буфета были заняты; яркий свет, табачный дым, песни среди шума и криков совершенно закружили мое внимание.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем илемлӗ тумсемпе ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.

Малыши, воспитанники детского сада, танцевали в красивых нарядах, водили хороводы, пели песни.

Хӗрлӗ Чутайра ача-пӑча фольклориадин фестивалӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31918.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех