Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрӑсем (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӗненетӗп: ҫакнашкал чаплӑ юрӑсем хайлакан халӑх — чӑннипех пысӑк чунлӑ халӑх!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юрӑсем вӗреннӗ чух вӑл Таньӑна чылай пулӑшрӗ, анчах концертсенче баян калама килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫамрӑк ӑру юрӑсем те шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Вӗсем поселокӑн тӗп площадӗнче пухӑнса «Август» парка ҫити юрӑсем шӑрантарса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Тӗрлӗ ҫипуҫ, тӗрлӗ диалект, тӗрлӗ юрӑсем, тӗрлӗ ҫанталӑк – пысӑк хуласем ҫеҫ мар, ялсемпе район центрӗсем те: эпир унччен пулман вырӑнсене ҫитме калаҫса татӑлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн яллӑ вырӑнсем-ха? // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10875-m- ... r-nsem-kha

Чунсене хӑпартлантаракан юрӑсем, тӗлӗнмелле хитре ташӑсем, хусканӑвӗсем, тумӗсем, сӑнӗсем… — кашни номер колоритпа, кӑсӑклӑхпа уйрӑлса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

«Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать», «Пиҫ, пиҫ, палан» юрӑсем ял-йыша уйрӑмах тыткӑнлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Вӑйӑ карти те илем иртсен шыв сивӗннӗ пек сивӗнме пуҫлать; шавлӑ юрӑсем те, шӑв-шав та, тул ҫутӑлас чух макӑракан тӑлӑх купӑс сасси те ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Акӑ Матӗрне инке пӳртӗнче чӑвашла юрӑсем янӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Сумлӑ юбилей ячӗпе салам сӑмахӗсемпе пӗрлех савӑк юрӑсем парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Сумлӑ кунпа саламларӗҫ // Л.НОСОВА. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%81%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Ҫак кун педагогсем ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ, ҫепӗҫ юрӑсем кашнин чунне витерчӗҫ, чӗрене сӑрхӑнса кӗрсе ырӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Ырансенче тин ак улӑхри пӗтӗм йыш кӗске вӑхӑта пӗр ӗҫпе хавхаланса пӗр сывлӑшпа сывлама тытӑнсан юрӑсем пуҫланса каяҫҫӗ…

Вот завтра их объединит общая работа, заставит всех дышать единым вздохом, вот тогда уже будет кстати и песня…

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсенчен хӑш-пӗрне Ятман вӑрҫа кайичченех илтнӗ, хӑш-пӗрисем ҫӗнӗ юрӑсем.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ, ташӑсем ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмастпӑр // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85%d0%b ... bfa%d1%80/

Ҫавӑн пекех пултаруллӑ ентешӗмӗрӗн кӑмӑла каякан сӑввисемпе Н. Краснов, А. Никитин, В. Тарават, К.Петрова, И. Христофоров, И. Тимофеев, Г. Мартьянов, К. Марков тата ытти паллӑ композиторсем те юрӑсем хайланӑ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Унтан Хуруйсем пурте пӗрле тинӗс, патриотизм, паттӑрлӑх темипе юрӑсем шӑрантарчӗҫ, Тинӗс Ҫар Флочӗн ветеранӗсем ӑмӑртусем ирттерсе хӑйсен хастарлӑхне тӗрӗслерӗҫ, кайран вара пурте пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Ку юрӑсем халӗ Чӑвашрадио тата телевидени фондӗнче упранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Кунта П.А.Ялгирпа, И.В.Семеновпа, А.И.Мефодьевпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, вӗсен сӑввисемпе «Кӗмӗл туй», «Саншӑнах ҫунатӑп», «Иккӗн ҫеҫ» юрӑсем кӗвӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

1973 ҫулта хӑй «Шупашкарӑм» ятлӑ сӑвва ҫырса тата С.Есенин сӑмахӗсене тӗпе хурса юрӑсем кӗвӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Кунтан Юмансар хӗрӗсемпе каччисем яланлӑхах тухса кайсассӑн ирпе те каҫпа кам хитре юрӑсем юрласа мухтӗ сана?

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех