Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутлани (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хваттерте виҫӗ кун кӗтессем шутлани йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӑна, вара вӑл мӑшӑрӗпе калаҫрӗ, лешӗ ӗҫӗнче виҫӗ кунлӑха отгул илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанри Предпринимательлӗх тата туризм министерстви, ПР Медицина палати тата пӗтӗм тӗнчери федерацин професси комитечӗ Китайри йӑлана кӗнӗ медицинин обществи хушшинче мӗн тума шутлани ҫинчен калакан протокола алӑ пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра Китайӑн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3769766

Утас ҫулу тумхахсӑр пултӑр, шутлани пурнӑҫа кӗрсе пытӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/

Стервиз: — Ҫапла, ун пек каламан, ну, апла калама шутлани ҫӑвар уҫичченех сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Икӗ кун ҫӳресех ӑнланчӗ Ваҫук: унччен хӑй ҫапла шутлани — ҫын аллинчи кукӑль мӑннӑн курӑнни ҫеҫ, кӗтӳҫ ӗҫӗ — йывӑр, урана ыртаракан, ӗшентерекен ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Капитан, сывлӑх сунса: «Вольно!» — терӗ те Абаевпа Гильманов кӗҫӗн сержантсем пирки командовани мӗн шутлани пирки тӗплӗн ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Ҫиленместӗп, анчах чылай ҫынсем сан пек шутлани тарӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Карлсон хӑйӗн шухӑшне Путинран интервью илме шутлани ҫинчен ӑнлантарса панӑ: американецсем Раҫҫейпе Украинӑра мӗн пулса иртнине пӗлмеҫҫӗ.

Карлсон объяснял свое решение взять интервью у Путина тем, что американцы не в курсе того, что происходит в России и на Украине.

Владимир Путин Tucker Carlson Network видеоплатформӑна хывакан Такер Карлсон журналистӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3637125

Ӗҫпе кайса килнӗ май «Минскри автомобиль завочӗ» ОАО тата «Уфари трамвай-троллейбус завочӗ» АО хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытма шутлани ҫинчен Меморандум тунӑ.

В ходе рабочей поездки был заключен Меморандум о намерении сотрудничества между ОАО «Минский автомобильный завод и АО «Уфимский трамвайно-троллейбусный завод».

Андрей Назаров Минскри автомобиль завочӗн гендиректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканпа тӗл пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3637186

Малалла Архип Григорьевич нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн халӑха чура тума шутлани ҫинчен, ирсӗр тӑшман шалчи туласси ҫинчен Гитлера ылхана-ылхана каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑншӑн сире сӗнӳ пама хӑятӑп: ресторана кайӑпӑр та, унти уйрӑм пӳлӗмре ман хуҫа сирӗнпе мӗнле ӗҫ тума шутлани ҫинчен каласа парӑп.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь те ӑна начарах шутлани туйӑнмасть-ха.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мана пӗтнӗ тесе шутлани питех те аван.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук хуняшшӗ килӗнчи йӑлана тытма шутлани ҫинчен каласшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман ҫинчен вӑл мӗн шутлани, тепӗр тесен, маншӑн икӗ айкки те тӑвайкки, эпир унпа пӗрле пӗрех ача тӗне кӗртес ҫук, — сасӑпах каласа хучӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл пулмасан та шутласа кӑларакансене хӑйсем ҫапла курас тесе шутлани те ҫитӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ҫапла майпа шутлани тӗрӗс мар.

Но такой способ определения расстояний неточен.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл эпӗ хытӑ аманни ҫинчен, вӑл мана кунта, пӳрте ҫӗклесе килсе хуни, ман сурана ҫыхни ҫинчен, анчах, мана часрах медицинӑллӑ пулӑшу кирлӗ тесе шутланипе хӑй ҫырана ҫитсе ӳкме, унта тревога туса ман пурнӑҫа ҫӑлма шутлани ҫинчен ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ аннене хам Васьӑна качча кайма шутлани ҫинчен каларӑм.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем пурнӑҫа хӑйсем уйрӑлнӑ вырӑнтан пуҫласа ярӗҫ тесе шутлани айванла пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех