Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламасӑр (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, ҫапла, урлӑ-пирлӗ шутламасӑр ҫырмастӑп эп ку сӑмаха.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эпӗ малӗмӗтӗн тӑрӑ тупинче кайӑк пулса вӗҫнӗ чух, эсӗ ним шутламасӑр, такампа хура ҫӗр ҫинче упаленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫук, ун-кун пирки шутламасӑр, «вылямалла та кулмалла», студентсенчен пӗрне часах джинсы шӑлаварлӑ тӑвать, анчах пач кӗтмен ҫӗртен пӑтӑрмаха лекет.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Апат ҫинипе хваттершӗн тытса юлнине шутламасӑр крючниксем кунне пӗрер тенкӗрен кая ӗҫлесе тупмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шутламасӑр каланӑ сӑмах хутшӑнӑва пӑсма, сирӗн плансене пӗтерме пултарать.

Одно неосторожное слово может испортить отношения и сломать ваши планы.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шутламасӑр тунӑ утӑм тумалли вӑхӑт мар, эсир халӗ ку лару-тӑрура ҫухалса кайма пултаратӑр.

От экстравагантных поступков желательно отказаться, сейчас не самое подходящее время, вы можете запутаться в создавшейся ситуации.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗрремӗш хут ҫакӑннӑ чухне пӗр шутламасӑр турӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Куна вӗсем шутламасӑр, асӑрхамасӑрах тунӑ.

Делали они это, не задумываясь, сами того не понимая.

Ҫынсем мӗн калаҫҫӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/447

Ҫавна пула ӳлӗм мӗн пуласси ҫинчен шутламасӑр Ҫтаппан енне сулӑнчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Г. пӗр шутламасӑр пысӑк лаптӑкра типӗ курӑк ҫунтарнине тупса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/

Вӑл никампа та харкашма шутламасӑр шӑммине ӳркевлӗн кӑшласа выртать.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Ним шутламасӑр тӑшман ҫине кӗрсе кайни паттӑрлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр хушӑ тапранмасӑр, нимӗн ҫинчен те шутламасӑр ларчӗ вӑл, хырӑмӗ ыратни кӑшт иртнӗ пек пулсан тин халӗ кӑна пырса кӗнӗ шавлӑ ҫамрӑксене сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Анчах шутламасӑр каласа янӑ сӑмаха каялла тавӑраймӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня, ним шутламасӑр кулакан, «браво!» кӑшкӑрса алӑ ҫупакан ҫынсем ҫине пӑхса, ирӗксӗрех хӑй те хавасланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чунтан юратнӑ геройӗ ҫинчен шутламасӑр калаҫни Микулана кӳрентерчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех, хӑйне хӑй Якурпа Элекҫее шутламасӑр тыткалани Микула кӑмӑлне улӑштарнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайран пӑхатӑп — кунта ман пек тӗплӗ шутламасӑр йӑнӑшпа килнисем нумай.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вӑл Шигалее шутламасӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс тӗрӗс те калатӑн пулӗ, Шигалей хан, — терӗ окольничий унпа тек вӑрҫма шутламасӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех