Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чулсенчен купаласа тунӑ лутра сакльӑсем хӑйсен пӗчӗк чӳречисемпе урамалла пӑхса лараҫҫӗ.Низкие сакли, сложенные из камней различной величины, выглядывали на улицу своими крошечными окнами.
Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Мартин Мартынч ҫав вӑхӑтра хӑйӗн хваттерӗн чӳречисемпе алӑкӗ умне, урамран ҫӗр ҫавӑрса илсе, хитре кӑна карта тытса лартнӑ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Ҫырса ларакан Таранова пуҫне кӑшт ҫӗклес пулсан кӑсӑя та, урам леш енчи вӑрман тӑрри те курӑннӑ пулӗччӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл пурӑнакан тӑхӑр хутлӑ ҫурт чӳречисемпе йӑлӑмалла пӑхса ларать.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Уҫ халех лавкка чӳречисемпе алӑкне! — ним каличчен малтан хаяррӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ Тарье, Сергей лавккан шал енчи алӑкӗнче курӑнсанах.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ватӑ тирексемпе йӑмрасем айӗнче Шӗшлӗн икӗ хутлӑ чул ҫурчӗ пысӑк чӳречисемпе ҫуталса ларать.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Концертсем вӑхӑтӗнче эпӗ музыка калакансенчен хама катарарах лартма йӑлӑнаттӑм, ещӗкӗн чӳречисемпе алӑкӗсене пурне те тачӑ хупса, чаршавӗсене карса хураттӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫанталӑк шӑрӑхчӗ, пӳлӗм чӳречине уҫса хунӑччӗ, ман пысӑк ещӗкӗн чӳречисемпе алӑкне те уҫса хунӑччӗ, — эпӗ сӗтел хушшинче шухӑша кайса ним хуйхӑсӑр лараттӑм; сасартӑк эпӗ такам чӳречерен Глюмдальклич пӳлӗмне сиксе кӗнине сисрӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак столяр пит чаплӑ маҫтӑрччӗ: эпӗ кӑтартнипе вӑл виҫ эрне хушшинче тӑршшӗпе сарлакӑшӗ вунултшар футлӑ, ҫӳлӗшӗ вуникӗ футлӑ йывӑҫ пӳлӗм турӗ; чӳречисемпе алӑкне уҫса ямалла, икӗ шкаплӑ турӗ, — каснӑ-лартнӑ Лондонри ҫынсен ҫывӑрмалли пӳлӗмӗ пекех пулчӗ ҫав.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тӗтӗмпе тулнӑ, таса мар, чӳречисемпе кӳршӗри ҫуртӑн чул стени еннелле пӑхакан пӳлӗмре — тӑвӑр та пӑчӑ, шавлӑ та хӑрушла.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хӑнасем халӗ — паркалла ансӑр чӳречисемпе тухакан пушӑпа пӗрех, ҫутӑ, пӗчӗк пӳлӗмре.Гостей отвели в светлые, маленькие, почти пустые комнаты, выходившие узкими окнами в парк.
Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
… Вӗҫет, явӑнать, тӗк пек хӑпара-хӑпара вӗлтӗртетсе пысӑк-пысӑк кӗленче савӑт пек ӳсет, чӑл-пар вана-вана арканать тӑлӑх-тӑлӑх хуткупӑс сасси, кӗртсемпе юр капламӗсене; шӑннӑ-пӑрланнӑ пӳрт чӳречисемпе лӑпчӑннӑ-пусӑрӑннӑ ҫӗрлехи тӗнчеве хӑйшӗн хута кӗме, ӑшӑ, хӳтӗ пама йӑлӑнса-тархасласа эрленет, куҫҫулленет Виталий ӗсӗклевӗ:
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хула хӗрринчи пӗчӗк пӳртсем именсе, чӳречисемпе тусанлӑ ҫул ҫинелле пӑхса ларатчӗҫ, ҫул тӑрӑх апат начар ҫитернӗ вӗтӗ чӑхсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир кайри пӳлӗм урлӑ иртсе чӳречисемпе шӗшкӗлӗхелле пӑхакан пӳлӗме кӗрсе тӑтӑмӑр.Мы прошли прихожую и очутились в комнате, выходившей окнами в ореховый сад.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Председатель Хветӗре чӳречисемпе алӑкне хӑмапа ҫапса хунӑ пура патне ҫавӑтса пычӗ.Председатель тащил Федора к темному срубу с заколоченными дверями и оконными отверстиями.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Чӳречисемпе алӑкӗсем ҫук, хӑмапа кӑна ҫапса хуркаланӑ-ха.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пристане тӑрӑхла ларакан темиҫе кирпӗч ҫуртӑн кантӑкӗсем йӑлтах ванса пӗтнӗ, шӑтӑк чӳречисемпе вӗсем ытла та кичеммӗн пӑхса лараҫҫӗ.Несколько больших каменных домов, стоявших вдоль пристани, угрюмо смотрели черными провалами окон.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Пикмӑрса пӳрчӗн урам енӗ хӑйӗн симӗсӗн-кӑвакӑн йӑлтӑртатакан кӗленчеллӗ чӳречисемпе Шерккее тӗллесе пӑхать те: «Эс те мана саватна ҫак?» — тесе ыйтнӑн туйӑнать.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӳрт-ҫурт хӑйӗн пӗчӗк чӳречисемпе ирхи урамалла хаваслӑн пӑхать.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Акӑ вӑл, ҫӗнӗ те кӑвак чӳрече хашакӗсемлӗскер, — ешӗл ҫаран ҫинче ларать, хӑйӗн пысӑк чӳречисемпе хӗвел ҫинче йӑлтӑртатать.
Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Вут-ҫулӑм, тӗтӗм, тусан капанӗ тем ҫӳллӗш ҫӗкленчӗ Ильински скверта, хӑрушшӑн, чӗрене ҫурса ямалла кӑшкӑрашнисем илтӗнчӗҫ, ҫуртсен чӳречисемпе хашакӗсем тухса сирпӗнчӗҫ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
- 1
- 2