Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарса (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6 пин ҫул каялла тинӗс ҫав тери хӑпарса кайнӑ та Кейп-Код ҫинче пӑрлӑх хӑварнӑ тӑпрасене юхтарса кайма тытӑннӑ.

В районе 6 тысяч лет назад море поднялось настолько, что стало размывать оставленные ледником на Кейп-Коде отложения.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

— Ха, юпа вӗҫне ҫитиех чакаланса хӑпарса кайнӑ, — мӑкӑртатать ашшӗ, анасшӑн пулса чӗрнипе кӑчӑртаттаракан кушака тимлӗн сӑнаса.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Пукан ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса тӑрать те Вихтӗр шатӑрт, шатӑрт татать страницӑсене хӗп-хӗрлӗ тӗспе ӳкернӗ тӗле ҫити.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ачине ҫапса ярсан, чул ҫине шыв сапа-сапа, милӗксене ашшӗ лайӑхрах ярса тытать те, лапка ҫине хӑпарса ларса, пуҫлать хӑйне ҫатлаттарма.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вихтӗр, йӑпӑлти кушака айккинелле сирсе, кӑмака умне пукан пырса лартать, хӑпарса чӗвӗн тӑра-тӑра, кӑмакан мал енчи шӑтӑккине аллине чикме пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ун-кун пӑхсан, виҫҫӗмӗш ҫӳҫкемес урапа ҫине хӑпарса ларнине, ҫапла майпа тарса ӳкме шутланине асӑрхать Левен.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрманҫӑ, мал еннелле тӗллесе, шофера епле каймаллине ӑнлантарса парать, хӑй кузов ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халӗ вӗсем каллех эпӗ кармашса ҫитейми ҫӳле вӗҫсе хӑпарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Качака сухал тапранма пуҫланӑ машина ҫине аран хӑпарса ларма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мотоцикл вӑхӑт-вӑхӑтӑн сывлӑшалла вӗҫсе хӑпарса каяссӑн, хӑш чух, тикӗс мар вырӑнсенче, кӗҫ-вӗҫ саланса пайӑн-пайӑн тӗрлӗ еннелле сирпӗнессӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илмелли сӑлтавсен йышӗнче ытларах юн пусӑмӗ хӑпарса кайни, ачасен ӳт температури ӳсни, вар-хырӑм ыратни, эрех ӗҫекенсем аптӑрани.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Ҫапла май вара карап пӑр ҫине шуса хӑпарса ӑна хӑйӗн йывӑрӑшӗпе ҫӗмӗрме пултарнӑ.

в результате чего судно могло наползать на лёд и ломать его своей тяжестью.

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

Прожекторсен ҫутинче тин кӑна ҫунӑ юр пек шуррӑн курӑнакан ракета, яш ҫӗкленсе, сывлӑшра ҫеккунтан темиҫе пайӗ чухлӗ асар та писер ҫатӑртатса тӑрать, кайран, хӑйне аялтан темле асамлӑ вӑй пырса тапнӑн, ярр хӑпарса каять тӳпенелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сӑртлӑрах вырӑна хӑпарса ҫитсен, сӗтел ҫине ӑста художникӑн ӳкерчӗкне кӑларса хунӑн, сасартӑк куҫ туллин курӑнса каять Кипеккасси ялӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗлӗнмелле янӑравлӑ вӑл: ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑра иртсе пыракан тулли ҫуна тупанӗ чӗриклетсе ҫухӑрни те ҫумра хӑйӑ чӗлнӗ чухнехиллех илтӗнет; ҫырма-ҫатра таврашӗнче кашкӑр таврашӗ кӗскен «У-у-а-у» туса илни ҫурӑм тӑрӑх, кӗпе айӗпе, сиввӗн хӑпарса каять; питӗ аякри алӑксем шалтӑртатса хупӑннине те итлеттерет сана хӗллехи ҫӗрӗн асамлӑ шӑплӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫитӑрсен умӗнчи тӑвайккинчен хӑпарса уҫӑ вырӑна тухсан, умра Ултутти инке кӗҫӗн хӗрне, Мариҫ ятлӑскерне, ҫавӑтса пынине курать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Нина Ивановна вара хӑй, ултӑ ҫул кӑна вӗреннӗскер, е магазинра, е столовӑйра уборщица пулнӑ, кайран, пӗр йӑваш ҫынна качча тухнӑ хыҫҫӑн, унӑн ӗнси ҫинех хӑпарса ларнӑ, ӗҫкелеме пуҫланӑ, ӗҫкӗсенче вара хӑйне «эпӗ министр арӑмӗ» тесе ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Уяр ҫанталӑкра икӗ хутлӑ ҫурт тӑррине хӑпарса пӑхсан, вӗсен пӗтӗм ҫӗршывӗ ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать теҫҫӗ, полицейски хӑйӗн шӑхличне тӗрӗлтеттерни ҫав патшалӑхсен пӗр чиккинчен тепӗр чиккине илтӗнет теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кӑштах тӗтрепе карӑннӑ тулли уйӑх Атӑл леш енчи чӑрӑшсемпе хырсен тӑррине анса ларнӑччӗ те, ҫӗре анма та, тепӗр хут ҫӳлелле хӑпарса кайма та именсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анна Федоровнӑпа пӗрле вӑл кашни кунах киле таврӑнатчӗ, пӳрте кӗнӗ-кӗменех ман пата чупса пыратчӗ, «пичче килтех!» — тесе савӑнса, ман чӗркуҫҫи ҫине хӑпарса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех