Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарса (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫилли час сӳрӗлекенскер, хӑйне алла илчӗ пулмалла, тепӗр самантранах вӑл тусан тустарса тӑвалла хӑпарса кайни урам енчи шӗтӗрнек витӗр курӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Богдановпа Михха, иккӗмӗш хута хӑпарса, уйрӑм пӳлӗме кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян вӑл ку чункӗрӗн юлашки хӑми ҫине хӑпарса тӑрӗ те, вара ытти ҫӗршер чӑваш ӑна пуйтарасшӑн ҫурӑмӗсене авӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшӗсем кӑна урлӑ сак ҫине хӑпарса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ӳпне ҫаврӑнса ӳкни хура маска кӑмӑлне каймарӗ пулсан та, ӗнтӗ ҫӗнессе шаннипе, вӑр-вар ун ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ хӑма сыпӑнса тӑнӑ ҫӗрте ун ури пусӑмласа пыракан хӑми кӑшт путрӗ, тепӗр хӑми хӑпарса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак ещӗк ҫине хӑпарса тӑнӑ хура мӑйӑхлӑ этем татах кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Короленко урамӗнчен малтан кӳлмек (залив) пуҫламӑшне ҫитеттӗм, ун хыҫҫӑн ҫырма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса вӗтлӗх витӗр психиатри больници патне тухаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пӗрре ҫапла хамӑрӑн йытӑ ҫинче юн ӗҫсе кӳпченӗ сӑвӑс лара парать, ун ҫине тепри — пӗчӗкреххи — вырнаҫнӑ, виҫҫӗмӗш чи пӗчӗк сӑвӑсӗ те кунтах — вӑтамми ҫине хӑпарса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Вӗсем ҫине уйӑрнӑ ҫӑвӑр хуртсем ларсан чикмекпе хӑпарса кунтӑк ӑшне пуҫтарма тиветчӗ, е тата чикмексӗрех ҫӑкасем ҫине хӑпарса каяттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Каҫ пулсан аппаланкаласа хурӑн ҫине хӑпарса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Боцмана эпӗ аялта ҫамрӑксем мӗн калаҫнине хурӑн ҫине хӑпарса ларса итлеме сӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Иккӗмӗш хута хӑпарса пӑхрӑм — пур ҫӗрте те алӑк хупӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ачасем вара килӗсене ҫитсе кӑмака хыҫне е сарай тӑррине хӑпарса пытанма та ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Касса татнӑ тилхепене сыпрӑм, урхалӑхпа хырӑмайлӑха тӗрӗслерӗм-хытартӑм, урапа ҫине хӑпарса лартӑм, лашана малалла хӑваларӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Кӑкӑрӗ мӑшӑр пӳске пек хӑпарса тӑрать, ӳт-пӗве илем кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Килте халӗ паш хӑпарса тӑракан виҫӗ тӳшек, вунӑ ҫытар.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Унтан урапа ҫине тепӗр хут хӑпарса тӑчӗ те мӗн лав курӑнми пуличчен алӑри тутрипе ял еннелле сулла-сулла тӑван тӑрӑхпа сывпуллашрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Лена сивӗ ларкӑч ҫине хӑпарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Каччӑ, хӗр хирӗҫлеменнине кура, аллине ирӗке ячӗ: икӗ ҫип пӳске пек хӑпарса тӑракан кӑкӑрӗнчен, пилӗкрен аяларахри вырӑнтан ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех