Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Синантроплӑ вӗҫен кайӑксене килти кайӑк-кӗшӗксем патне тата выльӑх апачӗ усракан зданисене кӗртмелле мар (чӳречесемпе алӑксем ҫине сеткӑсем лартмалла).
Кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланӑр // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... en-syxlanr
Комисси лашасене усракан вырӑн кӳршисем пурӑнакан ҫуртран мӗн чухлӗ метрта вырнаҫнине, картисен ҫӳллӗшне тата ыттине те тӗпченӗ…
Йӗрке пуриншӗн те пӗрре: ӑна пӑхӑнмаллах! // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51311-j-rk ... h-nmallakh
Чун туртни вӑл — пурнӑҫӑн чи тӗп ӑс-хакӑлӗпе пултарулӑх вӑй-хӑватне, пултарулӑхне, пӗлӗвне тата хӑнӑхӑвӗсене пурнӑҫланӑ чухне кашни ҫынра пытарса усракан турӑ парни пек.
Чун туртнипе врач профессине суйланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3930318
1 кГ вӑй тесе 1 кг массӑн масса эталонне усракан вырӑнти, урӑхла каласан, нормальнӑй хӑвӑртланни чухнехи йывӑрӑшне калаҫҫӗ.
Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Чӑматана упраса усракан камера пар.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пирӗн умӑрта чӗрӗлӗх ӑшшине хӗрхенмесӗр ҫӗр ҫине сапакан сарӑ хӗвел, утмӑлтурат ҫеҫки пек кӑн-кӑвак тӳпе, ҫӗр-ҫӗр тӗрлӗ чӗр-чунпа вӗҫен кайӑка хӑй хӳттинче усракан тулӑх вӑрман…
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Шыв анчах шеллемелле мар — ҫемьене тӑрантарса усракан сӗтпе тивӗҫтеретех.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫав паркра эпир пӳлӗмре ӳстерсе усракан ӳсентӑрансем тулта ирӗкрех ӳсеҫҫӗ: тутлӑ шӑршӑллӑ лаврӑсем, шупка-кӗрен чечеклӗ олеандрсем; тата пит пысӑк шур чечеклӗ, тӗксӗм симӗс ҫулҫӑллӑ магнолисем те ӳсеҫҫӗ.
Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тискер кайӑк усракан фермӑсем тунӑ, вӑл фермӑсенче тундрӑри чи хаклӑ йышши тискер кайӑксене килти выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетнӗ пекех ӗрчетеҫҫӗ.Устроены звериные фермы, где наиболее ценные звери тундры разводятся, как домашние животные.
Мамӑк тир промысли // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Анатолий Семенович парник валли усракан икӗ вӑрӑм хӑмана алӑ пӑчкипе татса темиҫе пӗр тан татӑк турӗ те вӗсемпе чӳречене тул енчен тачӑ ҫапса лартрӗ, ӗҫне пӗтерсен, пахчаран тухса, чӳрече ҫинелле аякран сӑнаса пӑхрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Эпӗ килти хуҫалӑхра усракан ӗнене кашни ҫулах «Зетта Страхование» ОООн Елчӗкри уйрӑмӗнче страхлатӑп.
Усси пулчӗ // Альбина КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%83%d1%8 ... bb%d1%87e/
Майра патшан ҫывӑхӗнче тӑракан, Ун сывлӑхне чунтан-вартан упраса усракан — Яштак улпут сисрӗ, чӑтаймарӗ, йӑл кулчӗ, — Хӑй патшине Чӗкеҫпеле паллаштарма вӑл пулчӗ.
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— «Тӗнчипе чаплӑ, хаклӑ хӑнана, Хамӑр хута кӗрсе усракан патшана, Парнесем парӑпӑр, кӑмӑлне кӳрӗпӗр — Ывӑлӗсен ячӗн тивӗҫне илӗпӗр, Сарӑлӗ пирӗн ҫинчен Раҫҫейпе ырӑ ят…
IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Комбикормсем усракан склад хыҫӗнчен Ҫемен хуралҫӑ тухрӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Кӗҫех чӗпӗсем усракан пӳлӗме зоотехник кӗрсе тӑчӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Сӑвакан ӗне усракан ҫамрӑк ҫемьесем сахал, — тет Р.Минатуллов.
Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/
Кӗтерук чылаях ырханланнӑ пулин те, Ваҫли унӑн салхуллӑ куҫӗсенче чунне тыткӑнра усракан ӑшпиллӗхпе ҫепӗҫлӗх сӳнменнине асӑрхама ӗлкӗрчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Йӑлтах хатӗрленсе ҫитсен, Хветут ял тӑрӑх тухса кайрӗ, лаша усракан ҫывӑхрах ҫынсемпе тӑванӗсем патне кӗре-кӗре тухрӗ — нимене кайма пултарни е пултарайманни ҫинчен калаҫрӗ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пирӗн шкулти аквариумсене, эпир пӑхса усракан кайӑксене пӑхса ҫӳрерӗ, эпир мӗн каласа панисене ҫырса илчӗ.
Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.
Вӗсене эпир ҫеҫ мар, ӗне чылай усракан ытти фермерсем те туянаймаҫҫӗ.
Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.