Шырав
Шырав ĕçĕ:
Выҫӑлла-тутӑллӑ тӑрантаркаласа усракан станоксене хӑвӑн аллупа ху чарса лартма хӑрушӑрах пулнӑ.Страшновато было своей рукой остановить хотя и впроголодь, но все-таки кормившие станки.
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Помещик усракан икӗ йыттӑн асав шӑлӗсем мӗн иккенне Сунь пуринчен те лайӑхрах пӗлнӗ.Ему больше, чем кому-либо другому, были знакомы клыки двух помещичьих собак.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Паян ветеринари ӗҫченӗсем пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче те, килти чӗр чунсене пӑхса усракан ҫемьесенче те тем пекех кирлӗ.
Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/08/31/glava- ... et-s-dnem-
Тӑрнасем хыҫҫӑн манӑн тепӗр чаплӑ ташлакан «артистка» — килте усракан ула чӑхӑ пулчӗ.После журавлей у меня появилась другая замечательная «танцовщица» — обыкновенная рябенькая курочка.
Ташлакан тӑрнасемпе ҫара уран ҫӳрекен чӑхӑ // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ӑна тӑшмантан пытарса усракан ырӑ чун тупӑнӗ-ши?
«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
«Ҫамрӑк гварди» штабне Волчанский хуторта тыткӑнри красноармеецсене тытса усракан тепӗр лагерь пурри ҫинчен паллӑ пулчӗ.
Йӗплӗ пралук леш енче // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Арестленисене хупса усракан ҫуртра ҫынсем калама ҫук нумай, унта ларма та вырӑн ҫук, пурте ҫӗрӗпех ура ҫинчех ирттереҫҫӗ, ура ҫинче тӑрсах ҫывӑраҫҫӗ.В арестном помещении людей набито столько, что сесть негде, все стоят целыми ночами, спят стоя.
Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Иван Иванович картиш тӑрӑх иртрӗ; картишӗнче Иван Никифоровичӑн ал вӗҫҫӗн ҫитерсе усракан инди кӑвакарчӑнӗсем нумай, арбузпа дыня хупписем пур, тӗл-тӗл ешӗл курӑк ӳсет, ваннӑ кустӑрмасем, пичке кӑшӑлӗсем тӗрлӗ ҫӗрте курӑнаҫҫӗ, ҫавӑнтах хура кӗпеллӗ ача йӑраланать — шӑпах ӗнтӗ художниксем юратакан картина.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Ҫак ҫапкаланчӑксен пӗр каварлӑхне пӗтермешкӗн пӗр план ҫеҫ йышӑнма юрать: хӗҫ-пӑшал усракан залсене хытӑ сыхлас, шкул хапхисене питӗрес те вӗсене сыхласа тӑрас, гладиаторсене тарма парас мар, ҫавӑнпа хулана каймалли мӗнпур ҫулсемпе урамсене пӳлсе лартас.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл виличченех, кашни каҫхине, пӳрчӗ умне тухса ларса, ҫурҫӗр еннелле хурлӑхлӑ пӑхса, тӑрантарса пӑхса усракан савнӑ ывӑлӗ тавӑрӑнассине кӗтсе ларӗ.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Вӑрттӑнлӑхпа вилӗм сыхласа усракан Гледич вӑрманӗсем тӗксӗмленсех пыраҫҫӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Амӑшӗ вилсен — ҫынна ӗҫтерсе усракан юрату ҫӑлкуҫӗ типсе ларать.— После смерти матери иссякает источник любви, питающий человека.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Мӗншӗн Будённый ячӗпе хисепленекен выльӑх-чӗрлӗх усракан совхоза ертсе пыни ҫинчен эпӗ урӑх чухне каласа парӑп.А почему я заведую животноводческим совхозом имени Буденного, я расскажу после.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Халӗ эпӗ Будённый ячӗпе хисепленекен выльӑх-чӗрлӗх усракан совхоза ертсе пыратӑп.А теперь я заведую животноводческим совхозом имени Буденного.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Пӑлан усракан колхозниксем, арканӗсене ывӑтма хатӗрленсе, кӗтӳ хушшинче ҫӳреҫҫӗ, пурте тӗксӗм ӳтлӗ вӗсем, вӑйлӑ, пуҫӗсене вӑрӑм туна ҫыртасран сеткӑсем тӑхӑннӑ.
Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эпӗ ӑна, Экэчона юрас тесе мар, ҫӳҫне ҫивӗтлесе ҫӳреме ирӗк патӑм, мӗншӗн тесен хӑш чухне ун пек ҫивӗтлӗ ачасем пирӗн пата тундрӑран та килкелеҫҫӗ; ашшӗ-амӑшӗсем пӑлан усракан тӳрӗ колхозниксемех вӗсен, пӗр-пӗр инкек пуласран ачисен ҫивӗчӗсене тивтересшӗн мар вӗсем.
Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн ятарласах кӑнтӑрла шӑпчӑксен клеткисене тасатма, ҫӗрле йытӑсем улпут ҫурчӗ ҫывӑхӗнче вӗресрен вӗсене аяккалла хӑвалама усракан арҫын ачасем пулнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ку иккӗмӗш мар, виҫҫӗмӗш, пӗчӗкскер, ӑҫта кирлӗ ҫӗре чуптарма усракан хӗр пулнӑ.Не вторая, а третья, маленькая, которую держали для посылок.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Амӑшӗ ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра пытарса усракан ҫичӗ пӑтлӑ сыснине чиксе пӑрахнӑ та, пӗчӗк ҫунашкапа туртса, нимӗҫсем уйӑрса лартнӑ староста патне кайса леҫнӗ: хӗре анчах ан илччӗр.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Судья пулма, ротӑри салтаксене «ӗҫтерсе, ҫитерсе усракан» тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна, пур салтаксем те хисеплекен Зверев старшинана уйӑрса хунӑ.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.