Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫланӑ вара ҫакскер арӑмне тум-хаяррӑн урипе те чӑмӑрӗпе ӑса кӗртме, «тӳсе, унран сӳс тӑпки тума».
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Мӗнле Трофим хӗнесе, ватса, тӳсе пӗтернӗ мана?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ана темӗнле Трофим тапӑннӑ, хӗнесе, ватса, тӳсе пӗтернӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Апла пулин те ҫак учреждени хуҫи, хӑйне хӑй ӗҫӗнче сӳс тӳсе сӳсленнисен, ҫӗр чавса чӑмланнисен, ҫӳп-ҫап пухса лаштанккаланнисен ретӗнче картса, шӑмми-шаккине шалтан «ӑшши парса» вӗрилетме, ленчетме, лӑш пама шутларӗ: кӗтесри тӑпӑл-тӑпӑл шкап патне тӑнкӑл-танкӑл пычӗ те алӑкӗсене уҫрӗ, ҫӳлти сентри ҫинчен «Спирт» тесе ҫырнӑ виҫ литр кӗрекен банка тата икҫӗр грамм кӗрекен пуш стакан илчӗ, банкӑри шӗвеке стакана чӑп тулли тултарчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Атӑл ҫинче, нумай пулмасть кӑна-ха совет салтакӗ Гитлер вӑрӑ-хурахӗсене урӑх пуҫ ҫӗклемелле мар тӳсе тӑкнӑ Атӑл хӗрринче, ГЭС тума тытӑнасси ҫинчен илтсенех, Василий юлташӗсемпе сывпуллашнӑ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Анчах ҫиме мар — чӗпӗсене валли тӳсе пама хыттӑр тесе.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Шапасем» тесе эпир хутран тунӑ трубасен ӑшне бертолет тӑварӗпе тӳсе ватнӑ кӑмрӑк хутӑшӗ тултарса, хуҫлатса кантӑрапа хытӑ авраса ҫыхнӑ меслете калаттӑмӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсенчен пӗрисем сывлӑшран селитрӑпа шывланакан пайӗсене сӑрхӑнтарса илсе, унтан алпа хыпашласа туйса илме май килекен типӗ те хытӑ япала тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ; теприсем минтерсемпе йӗп чикмеллисем ӑшне тултармашкӑн мрамор тӳсе вӗтетсе лараҫҫӗ; виҫҫӗмӗшӗсем тата, лаша чӗрнисем ан катӑлччӑр тесе, вӗсене чул пек ҫирӗплетесси ҫинчен шутлаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫӑнӑх ҫук чухне, — унашкал вӑхӑтсем те час-часах пулкалатчӗҫ, — ҫӑнӑх шӳрпи вырӑнне нимӗр ҫиеттӗмӗр: какай шӳрпине ҫӗрулми ярса пӗҫереттӗмӗр те, ӑна тӳсе нимӗр тӑваттӑмӑр.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Юлашкинчен йывӑҫ килӗре тӳсе ватма тытӑнса пӑхнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Тепринче ӑна амӑшӗ пит сайра-хутра пӗҫерекен апат ҫитерӗп-ха тенӗ, «сивви» тенӗ вӑл ӑна, ҫав апат тӳсе тунӑ апатран та тутлӑрах пулмалла пулнӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Джонни пурнӑҫӗнче темиҫе паллӑ япала пулса иртнӗ: пӗрре амӑшӗ ӑна Калифорни сливине илсе панӑ, унсӑр пуҫне вӑл тата икӗ паллӑ вӑхӑта асӗнче тытнӑ, амӑшӗ ун валли тӳсе тунӑ апат икӗ хут пӗҫернӗ иккен.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Октабрьти сивӗ тӗттӗм каҫ кантур умӗнче халӑх пухӑвӗ рекрут суйлас пирки шавланӑ вӑхӑтра Поликей килте сӗтел умӗнче лашасене пӗлмен чиртен сыватмалли пӗлмен эмеле кӗленчепе тӳсе ларнӑ.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Анчах Тумлам ун ҫинчен те шухӑшланӑ-мӗн, кӗсйинчен ыраш ҫӑнӑхӗпе кукурус ҫӑнӑхӗ хушса пӗҫернӗ ҫӑкӑр таткисене кӑларса тыттарчӗ, ҫӑкри тӗпренсе пӗтесрен чустине пӗлтӗрхи мӑянпа ҫӗр улми тӳсе ярса ҫӑрнӑ.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хура мӑкӑнь пӗрчисене тӳсе, вӗсенчен хӑлха ҫакки курӑкӗн сӗткене евӗрлӗ сӗткен кӑларать.Она давила черные зерна мака, выжимая из них белый сок, похожий на молоко одуванчика.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чугун ҫул переезчӗ патӗнче поезд, кустӑрмисемпе хӑвӑрттӑн таклаттарса та тӑпӑртӑк ташши тӳсе, сӑмси умӗнченех йывӑррӑн хашлатса иртсе кайсан тин хӑй ӑҫтине туйса илчӗ.У железнодорожного переезда перед самым носом тяжело ухнул поезд и зацокал частой дробью колес.
8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Эсӗ мана тахҫанах тӳсе тусан тунӑ, пӗр сурман вырӑн та ҫук! — кӑшкӑрчӗ арӑмӗ, аллисемпе акӑш-макӑш хӑлаҫланса.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр сехет пек вӑхӑт иртсенех вӑл урай варринче «казачока» сӗве пуҫларӗ, атӑ тӗпӗпе тӳсе тусан мӑкӑрлантарчӗ, купӑсҫӑна хӑйӑлти сасӑпа: «Хӑвӑртрах, хӑвӑрт!» — тесе хыпалантарчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Килӗпе тӳсе хӑтланса мӗн ҫӑкӑрӗ вӑл?
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халӗ эпӗ тырӑ пӗрчисене ватса е тӳсе ҫӑнӑх тума чул килӗ тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм: арман ҫинчен — ӑсталӑхӑн чи паха япали ҫинчен ӗнтӗ — сӑмах та пулма пултараймасть: ун пек ӗҫе тума этемӗн пӗр мӑшӑр алли вӑй ҫитереймен пулӗччӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
- 1
- 2