Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑннине (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи кунсенче аслати хаяррӑн халтӑртатма тытӑнать ҫеҫ, Саня сӗтел айне пытанса ларать, урамра ӳсӗр кӳршӗ ахӑрашма тытӑннине илтет кӑна — пурччӗ ялта ун пекки пӗр ҫын — хӑвӑртрах картиш алӑкне питӗрет, ҫӗрле те тула пӗччен тухасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Нумаях та пулмасть ӗҫлеме тытӑннине пӑхмасӑр, Динар Фиркатовичӑн хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Харсӑр Динар // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... rsar-dinar

Авторсем хатӗрсене тӗрӗслеме тытӑннине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра СВОри боецсен ҫемйисем валли гидравлика вут-шанкӑ ҫураканни туса хатӗрленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3778419

— Ма начар вӗренме тытӑннине халлӗхе ыйтмастӑп.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Гильманов-бухгалтер интернатри Мишша Алмазов сӑвӑсене такӑнмасӑр вуланӑн, ракетӑн гидро-электро-пневмо системисенчи хӑш-хӑш детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче ӗҫлеме тытӑннине тутӑ мӑйӑра шӗкӗлченӗ евӗр шӗкӗлчесе тухатчӗ, вӗсем пӗтӗмӗшле мӗнле операци тунине ыйт — е ҫухалса каятчӗ, е хӑвӑрт ӑнлантараймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫав ӗҫе мӗншӗн тытӑннине вӑл вӑхӑтра хам та лайӑхах ӑнланса илеймен пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

«Эсӗ Лида мӗнле ӳснине те, вӑл мӗнле утма тытӑннине те, вӑл сана «атте» тесе чӗнме пуҫланине те сисмесӗрех юлтӑн вӗт», — тесе ӳпкелешет арӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кунта, хисеплӗ ӗҫтешсем, шкулсене тӗпрен юсамалли программӑна 2021 ҫулта пурнӑҫлама тытӑннине аса илтерсе хӑварас килет.

Хотелось бы напомнить, что реализация программы капитального ремонта школ нами была начата в 2021 году.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах кунта чӑвашра капитализм кая юлса сӑмсаланнипе (Шерккей) тата ҫӗнӗ вӑйсем революцие хатӗрленме тытӑннине ҫеҫ куратпӑр (Тухтар т. ыт.).

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Романӑн иккӗмӗш кӗнекинче 1905—1907 ҫҫ. революци чӑвашра мӗнле хыпса кайса, мӗнле амаланса, ҫулӑмланса ялкӑшма тытӑннине куратпӑр пулӗ, тенӗччӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл мана ҫывӑха пӗр пысӑках мар уҫланка илсе кайрӗ те хӗвел сехечӗ тума тытӑннине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Сидор Иванович телефонпа хыттӑн кӑшкӑрса калаҫма тытӑннине пула Ирина ҫамрӑксен калаҫӑвне урӑх илтеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Астӑватӑр-и тата эпир вӑрман ҫаратакансемпе кӗрешме тытӑннине?

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗррехинче каҫхине килӗнче вӑл лайӑх кӑмӑлпа юрласа ячӗ те ӑшра шалта темле хускалу, хырӑм ташши евӗрскер тытӑннине сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан сасартӑк темле тете эсир ҫав япалана пасара илсе тухса сутасран сӑнаса пурӑнма тытӑннине асӑрхатӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ну, унӑн чӗри хӗмленме тытӑннине куртӑм та ҫав хӗмрен ҫулӑм кӑларма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Вӑл… таврӑнать-и? — ыйтать Завьялов, хӑйӗн тӑнлавӗсенче юн тапма тытӑннине туйса.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля уншӑн — ҫухалнӑ ҫӑлтӑр пулнине, халь вӑл унӑн пурнӑҫӗнче ҫӗнӗрен ҫуталма тытӑннине тӗрӗссипе мӗнле каласа парас?

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Аслӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн эпӗ педагогика ӗҫне тытӑннине хам ялта учительте ӗҫлени те кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Авал хӗн-асап тӳснӗ чӑвашсем ирӗккӗн сывласа янине, хресченсем пӗрлешӳллӗ ӗҫре тулли пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннине, ҫынсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ те, ӑсӗ-тӑнӗ те улшӑнса ҫӗнелнине витӗмлӗн сӑнласа кӑтартнӑ автор.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех