Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗҫерекен (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе юратса пурнӑҫланӑран ӗнтӗ Ираида Николаевна пӗҫерекен сырсем лавккаринчен те тутлӑрах пулса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Чӑваш патшалӑх аграри унверситетӗнче фермерсем кӑна мар, шкул ачисем те сыр, ҫӑкӑр пӗҫерекен, кондитер профессийӗсене алла илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хушма специальность пулать // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %82%d1%8c/

Ваҫук ҫаврӑнса выртрӗ, пӗҫерекен тумламсем питҫӑмарти тӑрӑх йӑрлатса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Манӑн урамра малалла ӗҫлемелле», — тесе пӗҫерекен пит ҫӑмартине ҫил ҫинче сивӗтме тухса сирпӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Килти кӑмакара ҫӑкӑр пӗҫерекен ҫук.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

«Сӑра пӗҫерекен ӑстаҫӑсем Чӑваш Енре ытларах пулни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» cӑрапа хӑмла фестивальне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/chav ... -msh-festi

Унта ҫӗршыври сӑра пӗҫерекен 17 предприяти хутшӑнӗ — кӑпӑклӑ шӗвекӗн чи лайӑх сорчӗсене астивсе хаклама май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Апат-ҫимӗҫ пӗҫерекен чи ӑста кулинарсем мероприятине курма пынисем валли паха апат-ҫимӗҫрен курав хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Алевтина Петровна АРХИЛИНА, «Елчӗкри ҫӑкӑр завочӗ»» ОООри ҫӑкӑр пӗҫерекен;

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ят-сума тивӗҫнӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%82a%d1% ... ec%d0%bde/

Ӑна пур енчен те ҫирӗпленсе ҫитнӗ ҫын темелле, анчах унӑн чун-чӗринче, кӑмӑлӗнче хӑй ку таранччен сисмен темле ачашлӑх пур пулас: ӗлӗкхи савнийӗ культурӑпа кану паркне ҫаплах килменнине кура ӳт-пӗвӗ пӗҫерекен пуличченех пӑлханса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Ха, тӑвар тӑкӑннӑ, — терӗ кухньӑра каштӑртатакан Алякка кинеми апат пӗҫерекен кинне.

Куҫарса пулӑш

Пулӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8 с.

Класа аппапа вӗрентекенсем те, пӗрмаях чӗлӗм туртакан мӑйӑхлӑ завхоз та, апат пӗҫерекен, кӗпе ҫӑвакан инкесем те пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах шӑлӗсем ниепле те ҫурма чӗрӗ, ҫав-ҫавах пӗҫерекен ҫимӗҫе ҫителӗклӗн чӑмласа ватма, «пӑтӑлантарса» вӗтетме ӗлкӗреймерӗҫ — выҫӑ хырӑм чӑтӑмлӑхӗ шартах татӑлса кайнипе карланки ӑна янкӑлт кӑна сиктерсе антарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апат пӗҫерекен амӑшӗ, ҫакна илтсен, лаҫран хыпаланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗр хирӗҫлемерӗ, хӑй те ӑна вӗри аллисемпе питӗнчен, мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ, унтан хай ҫумне хытӑ-хытӑ пӑчӑртарӗ те, хӗрӳлснсе кайнӑскер, пӗҫерекен тутипе каччӑ тути ҫумне тӗртӗнчӗ, хӑй хӑвӑрт-хӑвӑрт пӳлӗнсе сывлакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан вут пек пӗҫерекен питне аллисемпе хупларӗ те хӑвӑрт каялла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ырӑ каҫ пултӑр сана, Хрестук, — терӗ те шӑппӑн йӗкӗт хӗрӗн вут пек пӗҫерекен аллине ҫупӑрласа чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ман арӑма хӑйнех апат пӗҫерекен хӗрарӑм кирлӗ ав.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апат-ҫимӗҫ пӗҫерекен Хветле, тепӗр тарҫӑ, ирхине катӑлнӑ юр-варӗ ҫине сехӗрленсе пӑхать.

А наутро кухарка Хветле-Фекла, обнаружив заметно поубавившуюся провизию, подозрительно начинает оглядываться по сторонам:

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл вут пек пӗҫерекен аллисемпе майӗпен кӑна кӑмака кирпӗчне ҫӗклесе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех